Пĕрлĕхлĕ диктантăн тĕп тĕллевĕ - тĕрĕс çырма пĕлнин кирлĕлĕхне, тăван чĕлхене вĕренме çăмăл мар, анчах интереслĕ тата усăллă пулнине кăтартса парасси, тăван чĕлхепе çырма тата калаçма кăмăл пур çынсене пĕр тĕвве пухасси.
Мероприятие пушкăртпа тĕрĕк филологи факультечĕн тутар тата чăваш филологи кафедри йĕркелесе ирттерчĕ. «Пĕрлĕхлĕ диктанта» кашни кăмăл тунă çынах (ÿсĕмне, арçын е хĕрарăм, хăш тĕн çынни пулнине, пĕлÿ шайне, çемьеллĕ е пĕччен пулнине, епле профессире тăрăшнине шута илмеççĕ) хутшăнма пултарчĕ.
Мероприятие çĕре яхăн çын хутшăнчĕ. Çав шутра - хĕрĕхе яхăн чăваш. Диктант çыракансен йышĕнче радиоведущисем, тава тивĕçлĕ учительсемпе преподавательсем, чăваш хастарĕсем, таврапĕлÿçĕсемпе библиотека ĕçченĕсем, студентсем, Çтерлĕ хулипе республикăн ытти тăрăхĕсенче пурăнакан çынсем (Ишимбай, Давлекан) пулчĕç. Чăвашла текста Çтерлĕ хулинчи «Эреш» фольклорпа этнографи ансамблĕн солистки Алиса Вениаминовна Григорьева вуларĕ.
Чăваш диктантне пĕр йăнăшсăр виçĕ çын çырнă. Вĕсем - Людмила Маркина, Ольга Маркелова, Вячеслав Ерохин.
Ĕçсене тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателĕсем тĕрĕслерĕç. Пĕрлĕхлĕ диктант çырнисенчен кашниех акцие хутшăннине çирĕплетекен сертификатлă пулчĕ.
Йĕркелÿçĕсен шучĕпе, акцие хутшăнни – хăвна хăв тĕрĕслени, хăвăнпа хăв ăмăртни. Ун йышши тĕрĕслев ĕçĕсене кашни тăрăхра йĕркелесе ирттерсен те аван пулмалла.
Акцие йĕркелекенсем «Пĕрлĕхлĕ диктанта» хутшăннисене пурне те тав тăваççĕ. Малашне унăн географийĕ тата та анлăрах пуласса шанаççĕ.
филологи наукисен кандидачĕ.