Пур хыпар та
Вĕрентÿ
20 Ноябрӗн 2019, 14:08

«Ачасем тăван чĕлхепе культурăна юратса ăша хывманни пăшăрхантарать»

Татьяна Федорова чăваш чĕлхипе литературине 31 çул вĕрентет. Ĕçне кăмăллать-ха вăл‚ ĕç укçи пĕчĕк пулнишĕн те питех кулянмасть. Вĕрентекене ачасем тăван чĕлхепе культурăна юратса ăша хывманни‚ хăйсем чăваш пулнипе мăнаçланманни пăшăрхантарать.

Тĕрĕссипе‚ чĕлхе ыйтăвĕ яланах калаçтарнă. Шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă ыйтусем паянхи кунчченех тавлаштараççĕ. Октябрь уйăхĕнче Ермеккей тăрăхĕнчи Хурамал ялĕнчи шкулта пулма тÿр килчĕ. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенне Татьяна Алексеевнăна та çак ыйтусем канăç памаççĕ.
- 1987 çулта Пелепейĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухсан тăван тăрăхри шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçларăм. 2013 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче аслă пĕлÿ илтĕм. Ĕлĕкрех ялта ытларах чăвашсем пурăнатчĕç. Шкулта та чăваш ачисем ăс пухатчĕç. Вĕсемпе ĕçлеме те çăмăлрахчĕ. Халĕ самана улшăннă. Çак пĕлÿ çуртĕнче тĕрлĕ наци ачисем - чăвашсемпе мăкшăсем‚ вырăссем - вĕренеççĕ. Вĕсем вара ытларах вырăсла пуплеççĕ‚ – çапла пуçларĕ калаçăва Татьяна Алексеевна.
Тарăнрах шухăшласан тĕлĕнмелле паллах‚ çакна та эпир йăлана кĕнĕ пулăм вырăнне йышăнма пуçланă...
- Шкул ачи шучĕ сахалланчĕ. Чăваш чĕлхипе литературине кĕçĕн тата аслă классенче хамах вĕрентетĕп. Мĕнле каламалла‚ ĕçлеме йывăртарах. Пытармастăп‚ чăваш чĕлхипе литературине чунтан ăша хывакансене пĕлÿ пама интереслĕрех те‚ çăмăлрах та. Анчах çак йывăрлăхсене пăхмасăр эпĕ ачасене тăван чĕлхе илемне туйса вĕренме хăнăхтаратăп‚ мăн асаттесен еткерлĕхĕпе паллаштарма тăрăшатăп. Телее‚ чăваш чĕлхи кирлĕ мар тесе хирĕçлекенсем çук. Хăш-пĕр классенче мăкшă ачисем пур. Вĕсем те чăваш чĕлхине вĕренеççĕ. Тутар Хурамалĕнчен 2‚ 4‚ 5 классенче ăс пухакан тутар ачисем те ют чĕлхене тăрăшса ăша хываççĕ. Вĕсем «çак чĕлхене вĕренместпĕр‚ вăл пире кирлĕ мар» тесе каламаççĕ. Килти ĕçсене те пурнăçласа килеççĕ‚ сăвăсене пăхмасăр калама вĕренеççĕ. Паллах‚ эпĕ вĕсенчен уроксене чăваш ачисенчен ыйтнă пек ыйтмастăп‚ – хавхаланăвне пытармарĕ вĕрентекен. – Чăваш ачисем хушшинче те пултаруллисем пуррине палăртса хăвармалла. Сăмахран‚ Ульяна Меньший (9 кл.), Яна Данилова (8 кл.), Дмитрий Воронцов (7 кл.)‚ Алексей Федоров (4 кл.)‚ Артем Федоров (6 кл.). Асăннă вĕренекенсем район тата республика шайĕнче иртнĕ конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ. Акă‚ нумай пулмасть‚ Пушкăртстан Республики тата Халăх поэчĕ Мустай Карим çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Пою мою республику» районти сочинени конкурсне хутшăннăччĕ. Унта пирĕн шкул ятĕнчен 5 ĕç тăратрăмăр. Алексей Федоровпа Дмитрий Воронцов I вырăнсем йышăнчĕç‚ Яна Даниловапа Артем Федоров II вырăнсене тивĕçрĕç. Республика шайĕнче иртнĕ сочинени конкурсĕнче Д.Воронцов I, А.Федоров II вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Тăван чĕлхене вĕрентекен пĕлтернĕ тăрăх‚ йывăрлăхсем кăçалхи вĕренÿ çулĕ 5 кунлă вĕренÿ эрнине куçнипе те çыхăннă. Тĕплĕнрех пăхса тухсан çĕнĕ системăн çитменлĕхне тупма пулать. Вĕренÿ кунĕсене кĕскетнĕ май‚ тăван чĕлхе урокĕсен сехечĕсем те сахалланнă. Сăмахран‚ кĕçĕн классенчи вулавпа чĕлхе урокĕсене пĕршер сехет уйăрнă‚ аслă классенче 0‚5 сехет çеç тăрса юлнă. Çулталăкĕпе вара 17 сехет çеç. Ик эрнере пĕрре иртекен чăваш чĕлхи урокĕнче правилăсене епле асра тытса ĕлкĕрмелле? Вĕсене пач пуçа кĕртмесĕр чĕлхене вĕрентме май çук.
- Хам енчен тăван чĕлхепе‚ литературăпа çыхăнтарса тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшатăп. Çулсеренех Чăваш чĕлхи эрнине ирттеретпĕр. Ытти предмет эрнипе танлаштарсан, çÿллĕ шайра иртет вăл. Кун пирки директор та пĕрре кăна мар палăртнăччĕ. Ятарлă эрнере конкурссемпе куравсем йĕркелетпĕр. Чăваш тĕррине ăса хыватпăр‚ аваллăхпа çыхăннă япаласене пухатпăр‚ – ĕçĕ-хĕлĕпе малалла паллаштарчĕ вăл.
Т.А.Федорова 30 çул хушши класс ертÿçин тивĕçĕсене те пурнăçлать. Унăн класĕнче чăвашĕ те‚ мăкши те‚ вырăсĕ те пур. Апла пулин те класс туслă пурăнать. Татьяна Алексеевна çак туслăха кунсерен çирĕплетме вăй хурать. Ачасемшĕн «иккĕмĕш анне» пулма тăрăшать. Кирлĕ вăхăтра сĕнÿсемпе пулăшать. Унсăр пуçне вăл ачасене пĕлÿ‚ ĕç тата эстетика ĕçĕ-хĕлĕсене хăйсем тĕллĕн йĕркелеме пулăшу парать. Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе те тачă çыхăну тытать.
Татьяна Алексеевна – аслă категориллĕ учитель. Ĕçри пуçарулăхĕпе хастарлăхĕшĕн тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Сăмахран‚ вĕрентекен районта иртекен икĕ республика семинарне хутшăннă. Унта вăл класс тулашĕнчи ĕçпе уçă урок йĕркеленĕ. Вĕсене хĕрарăм вĕрентекен çÿллĕ шайра ирттернĕ. Çавăнпа 2006 çулта Татьяна Алексеевнăна ПР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Хурамал ялĕ.
Читайте нас: