Олимпиадăна Пушкăртстан тата Чăваш Ен республикисенчи 113 вĕренекен хутшăнчĕ. ППУн Çтерлĕри филиалĕн чысне пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 1-2 курс студенчĕсем хÿтĕлерĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 1 курс студентки Анастасия Федорова çĕнтерÿçĕ, 2 курс студентки Карина Григорьевапа 1 курс студентки Анфиса Салихова призерсем пулса тăчĕç, Хисеп хучĕсем илме тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕпе призерсене хатĕрленĕ Л.В. Коротаева доцента Тав çырăвĕпе чысларĕç.