Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Ноябрӗн 2021, 11:33

Кăсăя кунĕ шăпăрлансемшĕн асра юлнă

Кĕркуннен юлашки уйăхĕ пырать. Темиçе çул каялла çак вăхăтра Раççейри экологи уявĕсен çумне çĕнни – Кăсăя кунĕ – хутшăннă.

Кăсăя кунĕ шăпăрлансемшĕн асра юлнă
Кăсăя кунĕ шăпăрлансемшĕн асра юлнă

Ноябрь уйăхĕн 12-мĕшĕ – пирĕн патра хĕл каçакан кайăксене кĕтсе илмелли кун. Çак кунтан пуçласа вĕсем валли сырăшсем çакмалла, çунатлă туссене апат çитерме тытăнмалла. Урăхла ăна Кăсăя уявĕ теççĕ. Пирĕн тăрăхра хĕл каçакан кайăксем: кăсăясем, шăкăлчисем (щеглы), уйăпсем (снегири), çирĕк тăррисем (чечетки) тата ыттисем – çын пурăнакан, апат пур çĕре çывхарма тытăнаççĕ.
Кăсăя – илемлĕ кайăк. Вырăс чĕлхинчи «синица» ятне чылайăшĕ уйланă пек сенкер тĕслĕ тĕккисене пула мар, юрри шăнкăрав евĕр «синь-синь» илтĕннине пула панă.
Çтерлĕ районĕнчи Рощинский ялĕн ача садĕнчи воспитательсем «Кайăксем – пирĕн ырă туссем» акци ирттерчĕç. Кĕçĕн ушкăнри ачасене ăшă енне вĕçсе каякан тата хĕл каçакан кайăксемпе паллаштарчĕç. Уяв вăхăтĕнче шăпăрлансем çунатлă туссем çинчен сăвăсем вуларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрӗç, вăйăсем вылярĕç. Воспитательсем хĕл кунĕсенче кайăксене пулăшмалли çинчен каласа ăнлантарчĕç, ачасен аслисемпе пĕрле тунă сырăшĕсене ача сачĕн территоринче çакса тухрӗç.
Çитĕнекен ăрăва çут çанталăка, тăван тăрăха юратма, упрама вĕрентесси, таврари ÿсен-тăрансемшĕн, чĕр чунсемшĕн яваплăх туйăмне аталантарасси воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Вĕрентÿ учрежденийĕ шăпах çав тĕллевсене пурнăçлать.
Елена ЖИГАЛОВА,
Алена СОЛОДСКАЯ
воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ,
Рощинский ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: