Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
7 Июнӗн 2022, 10:11

«... Калифорни университетĕнче те çак пĕлÿсене илейместĕн»

Кашни вĕренÿ çулĕ мĕнпе те пулин паллă, хăйне евĕрлĕ. Ĕпхÿ хулинчи П.М. Миронов ячĕллĕ вырсарни шкул ачисемшĕн иртнĕ вĕренÿ çулĕ Павел Миронов çуралнăранпа 160 çитнине уявланипе асра юлнă. Павел Миронович çынсемшĕн революцичченхи математика учебникĕн авторĕ пек паллă. Сăмах май каласан, асăннă кĕнекене те Ĕпхÿ хулинче кăларнă.

«... Калифорни университетĕнче те  çак пĕлÿсене илейместĕн»
«... Калифорни университетĕнче те çак пĕлÿсене илейместĕн»

Вĕренÿ çулне вĕçленĕ май педагогсемпе вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕсене хăйсем мĕн вĕреннине кăтартса пачĕç. Вĕренекенсем сцена çине концерт программипе тухрĕç, юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, хăйсем туса ирттернĕ тĕпчевсемпе, ал ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Ку енĕпе вĕсем уйрăмах ăста. Фануза Фархутдинован, Вера Тарасован, Елена Едрёнкинан вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхĕсемпе тĕлĕнтерчĕç. Ашшĕ-амăшĕсене вара ачисем тăван чĕлхепе калаçнине итлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Чăваш чĕлхине нумай çул хушши хăй ĕçне юратса пурнăçлакан пысăк квалификациллĕ специалист Любовь Пашина вĕрентет.
Куракансене Ф.А. Фархутдинова ертсе пыракан ансамбль репертуарĕ килĕшнине палăртмалла. Кăмăла хавхалантаракан номерсем Раççей хаклăхĕсене, ачасене тата ашшĕ-амăшĕсене, Тăван çĕршыва тата тавралăха юратнине кăтартса параççĕ. Фануза Ахметовна – пултаруллă та ырă кăмăллă педагог. Ăна ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те юратаççĕ, ĕçтешĕсем те хисеплеççĕ.
Вера Михайловнан ученикĕсем вĕренÿ çулĕ хушшинче пĕтĕм тĕнче, Раççей, регион тата хула конкурсĕсенче нумай диплома тивĕçрĕç. Ылтăн алăллă педагог чĕрĕк ĕмĕр ытла шкулта ал ĕçне вĕрентекен «Тĕрĕ», «Çекĕлпе çыхасси» предметсем илсе пырать. Пултаруллă педагога питĕ килĕштернипе хăш-пĕр ачасем курс вĕçленнĕ хыççăн та унăн занятийĕсене çÿреме пăрахмаççĕ, конференцисене, выставкăсене, конкурссене хутшăнаççĕ. Хăв аллупа хатĕрленĕ япаласем ăшăрах та, илемлĕрех те пулнине палăртмалла. Лавккарисемпе танлаштарсан йÿнерех те пулса тухаççĕ. Ун пеккисем сутлăхра çук та. Хăш-пĕр ĕçсем уйрăмах сайра тĕл пулаканнисем. Вĕсене сăн ÿкерме те ирĕк памаççĕ.
Юлия Федорова, Анна Михайлова, Илья тата Вероника Никитинсем хăйсем хатĕрленĕ электронлă презентаципе савăнтарчĕç.
– Ĕпхÿ таврапĕлÿçи Алексей Кондратьев профессор хулана тата ун халăхне Ĕпхÿ хулинчи чăваш вĕрентекенĕсен семинарине (1922 çултан Урал çумĕнчи чăваш педагогика техникумĕ) йĕркеленĕ тата ертсе пынă Павел Миронов çутта кăлараканăн ятне тавăрма пулăшрĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче эпир ун ячĕпе хисепленекен чăваш вырсарни шкулĕн 30 çулхи юбилейне паллă тăвăпăр. Çак шкул шăп та лăп Павел Миронов ырми-канми ĕçленĕ çуртра вырнаçнă, – терĕ Анна Михайлова.
Малалла вăл ашшĕ-амăшĕсене, хăнасемпе педагогсене çутта кăлараканăн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпченĕ А.А. Кондратьев ăсчах çинчен каласа пачĕ:
– Кунта Миронов çамрăк Ĕпхÿ çыннисене тĕрлĕ наукăсене вĕрентнĕ, учебниксем кăларнă, паллă çынсене йышăннă. Сăмах май каласан, пирĕн шкул П.М. Мироновăн хăш-пĕр учебникĕсене çĕнĕрен кăларма хатĕрленет. Геометри учебникĕн малтанхи пилĕк томĕ Ĕпхÿ хули 450 çул тултарнă тĕле кун çути курĕ, – терĕ вăл.

Ашшĕ-амăшсен комитечĕн председателĕн Алиса Федорован шухăшĕ:
– Миронов шкулне эпĕ студент чухнех çÿренĕ. Халĕ ашшĕ-амăш пек çÿретĕп. Ман аслă ывăл – асăннă шкул выпускникĕ. Вăл шкула валли сахал мар çĕнтерÿсемпе наградăсем илсе килнĕ. Чăваш вырсарни шкулĕ пулăшнипе хăй вĕренекен лицея та сахал мар çĕнтерÿ парнеленĕ. Мĕншĕн тесен шăпах çак шкулта унăн сăвă вулас ăсталăхне тупса палăртрĕç. Ӳсерехпе вăл кунта илнĕ пĕлÿсемпе ăсталăхсен хаклăхне ăнланма тытăнчĕ. Ман шухăшпа, МГИМОра та, МГУра та, Калифорни университетĕнче те вăл çак пĕлÿсене илеймест. П.М. Миронов шкулĕнче паракан пĕлĕве урăх ниçта та туянаймăн. Хăш мегаполисра ача чăваш фольклорне, литературине, тĕррине вĕренет? Любовь Николаевна патĕнче ачасем чăвашла ăнланма, сăвăсене илемлĕ вулама, хăйсене пысăк аудитори умĕнче тытма вĕренеççĕ. Манăн вунă çулхи хĕрĕм кашни вырсарни куна, хăйĕн юратнă педагогĕпе Вера Михайловнапа тĕрлеме е çыхма вĕренессе чăтăмсăррăн кĕтет. Хĕрĕм вăл ертсе пынипе Раççей шайĕнчи конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Унпа пĕрле паянхи презентацие хатĕрленĕ чухне ăна çапла каларăм: «Эсĕ хăв кам çинчен презентаци хатĕрленине ăнланмалла. Вăл – Иван Яковлевич Яковлев. Чăваш улăпĕ. Вăл пулман пулсан паян эпир мăнаçланакан нумай япала та пулмĕччĕ. Эпир нумай нациллĕ Раççейпе, унта пурăнакан халăхсен туслăхĕпе, тăван чĕлхепе, Константин Иванов хайлавĕсемпе, Андриян Николаевăн çитĕнĕвĕсемпе, Павел Мироновăн учебникĕсемпе мăнаçланма пултаратпăр. Вĕсем мĕнле майпа çÿллĕ шая çĕкленме пултарнă? Вăрттăнлăхĕ мĕнре? Вĕсен биографине тĕпче, çавăн чухне вĕсен кашнин юратнă вĕрентекенĕ пулнине курăн».


Хăнасене пирĕн шкулта икĕ çул хушши «Юный полиглот» предмета вĕрентекен Елена Едрёнкина тĕлĕнтерчĕ. Елена Вячеславовна питĕ вăйлă мастер-класс хатĕрленĕ. Унăн ачисем акăлчан чĕлхине вырăсла тата чăвашла калаçнă пекех лайăх пĕлеççĕ.
Май уйăхĕн вĕçĕнче шкулта тепĕр паллă мероприяти, «Алексей Александрович Кондратьев. Штрихи к портрету» Ĕпхÿри нефтьпе техника университетчĕн профессорне аса илнисен кĕнекин презентацийĕ, иртрĕ.
Иван ТАРАСОВ, шкул директорĕ.
Ĕпхÿ хули.

«... Калифорни университетĕнче те  çак пĕлÿсене илейместĕн»
«... Калифорни университетĕнче те  çак пĕлÿсене илейместĕн»
«... Калифорни университетĕнче те  çак пĕлÿсене илейместĕн»
«... Калифорни университетĕнче те çак пĕлÿсене илейместĕн»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: