Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
20 Сентябрӗн 2022, 11:00

Хушма вĕрентĕвĕн тĕллевĕсем анлă

Сентябрь уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хулинче Тăван чĕлхепе литература учителĕсен регионсен хушшинчи форумĕ иртрĕ.

Хушма вĕрентĕвĕн тĕллевĕсем анлă
Хушма вĕрентĕвĕн тĕллевĕсем анлă

Унта хутшăнакансем, педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсен пĕрлĕхĕсем, мĕнпур вĕрентÿ учрежденисенче ачасене тăван чĕлхене тата литературăна вĕрентессине пуçарса яма кăмăл пуррине куçпа курса ĕненчĕç. Мĕншĕн тесен тăван чĕлхепе литература, пуян культура еткерлĕхĕ, халăхсен йăли-йĕркисем тĕрлĕ наци ачисемпе çамрăкĕсен конституциллĕ пĕр тан правалăхĕ евĕр паянхи патриотизм никĕсĕ шутланать.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ачаллă çемьесенче тăван чĕлхесене юратни, вĕсемпе калаçни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Тăван чĕлхесем таçти çĕрсене илсе çитерекен ют чĕлхесем евĕр модăра пулмалла.
– Эпир наци йăли-йĕркисем, культурăсемпе чĕлхесем çемьесенче сыхланса юлччăр тесе тăрăшмалла. Çакна ашшĕ-амăшĕсем те лайăх ăнланмалла! – терĕ Радий Фаритович.
Республика пуçлăхĕ чĕнсе каланă хыççăн, форум вĕçленсен, шкул директорĕсен, ăсчах-филологсен тата «ПР Чăваш шкулĕ» общество организаци представителĕсен ушкăнĕ (чат) йĕркеленчĕ. Пирĕн шутпа çакăн йышши страницăсем мĕнпур социаллă сетьре те пулмалла. Мĕншĕн тесен вĕсенче ашшĕ-амăшĕсем, аслашшĕ-асламăшĕсем, ачасемпе çамрăксем чылай вăхăт ирттереççĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхипе литература учителĕсем тата культурăпа массăллă мероприятисем йĕркелекенсем валли уйрăм методика сайчĕсем хатĕрлемелле.
«Вĕрентÿ сфери. Тăван чĕлхесем» лапамра (модераторĕсем – вĕрентÿ министрĕн çумĕ А.З. Галиева тата ИИЯЛ директорĕ З.Я. Рахматуллина) Иван Тарасов тухса калаçрĕ. Вăл – Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, ПР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш чĕлхипе литература учителĕсен ассоциацийĕн регионсен хушшинчи Канашĕн пайташĕ. Иван Григорьевич Пушкăртстан Республикинчи наци вырсарни шкулĕсенчи вĕрентÿпе тĕпчев ĕç-хĕлне йĕркелессипе çыхăннă опытпа паллаштарчĕ.
Чăн малтан И.Г. Тарасов пурне те форума хутшăннă ятпа саламларĕ. Вăл Раççейри Халăхсен культура еткерĕн çулталăкĕ иртнине (ăна ЮНЕСКО тĕнчери халăхсен тăван чĕлхисен вунă çуллăхĕ пуçланнă çул тесе пĕлтернĕ), 2023 çул Раççейре Вĕрентекен тата наставник çулĕ пулнине палăртрĕ.
Унтан доклад тăвакан П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче вĕренекенсемпе педагогсен статйисем Пĕтĕм Раççейри конференцисен, Ĕпхÿ хулинчи наукăсен пĕчĕк академи пухăвĕсенче пичетленнине асăнса хăварчĕ. Çакă наука ĕçĕ-хĕлĕпе интересленекенсене тупса палăртма, вĕсене пулăшу пама май парать.
Вĕренекенсем педагогсемпе, ăсчахсемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле хăйсен интересĕсене шута илсе тĕпчевсем ирттереççĕ. Чи лайăх ĕçсене шкулта кун çути куракан «Вестник» хаçатра пичетлеççĕ. Мĕн тĕпчеме юратаççĕ-ха шкул ачисем? Мĕн çинчен çыраççĕ вĕсем?
Ĕпхÿ хулинчи шкул ачисен наукăсен пĕчĕк академи конференцине Олег Федоров «Манăн мăн асатте вăрçăра сывă тăрса юлма тата çемьене таврăнмасăр пурăнма пултарнă-и?» тĕпчев ĕçĕ тăратрĕ. Ашшĕ-амăшĕпе документсем пухса, вĕсене датăсем тăрăх танлаштарса унăн мăн аслашшĕ çапла тума пултарайманнине çирĕплетсе пачĕ. Вĕренекенĕн çывăх çынни Сталинград çывăхĕнчи çапăçусем пуçлансан пуçне хунă, ăна паттăрлăх кăтартнăшăн медальпе наградăланă. Çав вăхăтра çемьен награда пурри çинчен калакан пĕр документ та пулман. Олег Федоров хула конференцинче 1 степень дипломне илме тивĕçрĕ. Çак форумрах Эмиль Каримов «Пушкăрт çĕрĕн чăваш революционерĕ» ĕçĕнче Пушкăрт патшалăх деятелĕн, Социализмла Ĕç Геройĕн Тимофей Кривовăн йывăр шăпипе паллаштарчĕ.
«Тăван çĕршыв пирĕн пĕрре» Пĕтĕм Раççейри конкурсра Аделина Петрован «Чăваш халăх тумĕ» ĕçĕ 1 вырăн йышăнчĕ.
Мускав хулинче кун çути курнă «Ĕпхÿ хулинчи П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн хыпарçи» иккĕмĕш томне çак ачасен ĕçĕсем кĕчĕç: «Павел Миронович Мироновăн еткерлĕхне кĕскен тĕпчени» – Антон Дмитриев, «Кондратьев ăсчах тата Васильев поэт» – Аделина Петрова, «А.А. Кондратьев Ĕпхÿ ăсчах-краеведăн ĕçĕсене пăхса тухни» – Екатерина Ермолаева, «Василий Григорьевич Никитин инженерăн обществăлла ĕçĕ-хĕлĕ» – Илья Никитин, «Игорь Георгиевич Петров – историк, этнограф, краевед» – Иван Яковлев, «И.В. Сухарева профессорăн пурнăç çулĕ тата ĕçĕсем» – Анастасия Тихонова.
Хальхи вăхăтра «Минигали Шаймуратов тата Григорий Васильев Граждан вăрçи вăхăтĕнчи Хĕвел тухăç фрончĕн 30-мĕш стрелоксен дивизийĕн хĕрлĕ армеецĕсем» темăпа тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ. Икĕ паттăр та Кармаскалă районĕнче çуралнă. Нумай пулмасть М.Шаймуратов çуралнăранпа 123 çул çитнине, сентябрĕн 20-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Григорий Васильев кадрти çар çынни 125 çул тултарнине паллă турăмăр.
«Николай Кузнецовăн паллă ĕçтешĕ» темăпа çыхăннă тĕпчев те интереслĕ пулмалла. Иванов вĕрентекен Кугарчă районĕнчен пулни паллă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăл партизан отрячĕн тата Николай Кузнецов разведчикăн çыхăнуçи шутланнă.
Яков Ухсайпа Мажит Гафури тата Мустай Карим поэтсем пултарулăх анинче чылай вăхăт çыхăну тытса тăнă. «Полк ывăлĕ Николай Данилов» темăна хăй вăхăтĕнче Филипп Вуколов-Эрлик поэт палăртнă. Паллах, çак темăсене, вĕсем шкул ачисемпе çамрăксене воспитани парас енĕпе актуаллă пулнине, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетме пултарнине шута илсе, малалла та тĕпчемелле.
Шыравпа наука тĕпчевĕсен сферинче пĕр çын тăрăх материал шыранă вăхăтра кĕтмен çĕртен тепĕр çын йĕрĕ çине килсе тухатăн.
Эпир Ĕпхÿ хулинчи Сергиев масарĕ çине çутта кăларакан Миронов вил тăприне шырама кайрăмăр. Шăпах çакăнта Семен Иванов генералăн çухалнă тата маннă вил тăприне тупрăмăр. Халĕ ветерансем, педагогсемпе вĕрентекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Румынипе Югослави çарĕсенче аслă çар канашçин тивĕçĕсене пурнăçланă паллă çар деятелĕ канлĕх тупнă вырăна пăхса тăраççĕ.
Миронов амăшĕн биографи даннăйĕсене шыранă май, совет самани вăхăтĕнчи авиаци промышленноçĕн министрĕн, СССР Аслă Канашĕн пилĕк созывĕн депутачĕн Петр Дементьевăн амăшĕн йĕрĕ çине тухрăмăр. Мироновпа Дементьевăн амăшĕсем Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи пĕр ял çыннисем пулнă.
Çĕршывăн патриочĕсене çитĕнтересси, ачасене тĕпчевпе пултарулăх ĕçĕсене явăçтарасси, вĕрентÿ учрежденине конкуренцие юрăхлă тăвасси вĕрентÿ ĕç-хĕлĕн, çавăн пекех хушма вĕрентĕвĕн, тĕп юхăмĕсенчен пĕри шутланать.
Чăваш вырсарни шкулĕнче кирлĕ условисем йĕркеленĕ май, ăна туризмпа экскурси ĕç-хĕлĕпе çыхăннă программăна та кĕртме пулать. Çакна тăвас тесен çамрăк экскурсоводсене, экскурсисемпе выставкăсем хатĕрлемелле. Унсăр пуçне сувенир продукцийĕсем, буклетсемпе брошюрăсем тума, Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ çыравçăсемпе ăсчахсене халалласа фильмсем ÿкерме, Ĕпхÿпе тата Пушкăртстанпа çыхăннă наци классикĕсем тата çутта кăлараканĕсем çинчен очерксем пичетлеме, «Пушкăртстанăн историйĕпе культури» темăпа электронлă контентсем йĕркелеме пулать.
2030 çулччен хушма вĕрентĕве аталантармалли концепцин тĕп шухăшĕ – хушма вĕрентĕве аталантармалли тĕллевсемпе задачăсене палăртасси. Концепци никĕсĕнче – шкул ачисене ÿнерпе халăх пултарулăхне, ал ĕçĕпе ăсталăха явăçтарса Раççей Федерацинче пурăнакан халăхсен культура еткерлĕхне упраса хăварасси. П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн коллективĕ виçĕ теçетке çул çакна шута илсе ĕçлет, малашне те тăрăшса вăй хурĕ.
Андрей АЛЕКСЕЕВ.
Ĕпхÿ хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: