Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
8 Ноябрӗн 2022, 12:35

Чи пĕчĕккисемшĕн те уяв

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ – ачасем мĕн пĕчĕкрен пĕлсе ÿсмелли, асра тытмалли уяв.

Чи пĕчĕккисемшĕн те уяв
Чи пĕчĕккисемшĕн те уяв

Çак уяв çынсене паллă историлле пулăмсене çеç аса илтермест, пĕрлĕхĕн пĕлтерĕшне те палăртать. Пурте пĕрле, пĕр çемье пек пĕр çул-йĕрпе малалла утсан çеç пур йывăрлăхсене çĕнтерме пулать.
Рощинский ялĕнчи ача садĕнче çак уява халалланă тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Мероприяти вăхăтĕнче шăпăрлансем Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе, унăн историйĕпе паллашрĕç. Пирĕн çĕршыв епле пысăк та илемлĕ пулнине аса илчĕç. Ача сачĕн чи пĕчĕк воспитанникĕсемпе «Туслăх карти» («Хоровод дружбы») йĕркелерĕмĕр, пурте пĕрле «Эпир пĕрле» ал ĕçĕ ăсталарăмăр. Унта пирĕн пысăк çĕршывăмăрăн пур халăхне те ăшăтакан пысăк та янкăр хĕвеле ÿкертĕмĕр. Çак самантсем ачасен асĕнче юласса шанатпăр.
Елена ГРИГОРЬЕВА, Алена СОЛОДСКАЯ
воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ, Рощинский ялĕ.

Чи пĕчĕккисемшĕн те уяв
Чи пĕчĕккисемшĕн те уяв
Чи пĕчĕккисемшĕн те уяв
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: