Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Кӑрлач 2023, 14:30

Тăван чĕлхе олимпиади – хăйне евĕр экзамен

Январь уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче Ӗпхӳре Газиз Альмухаметов ячӗллĕ гимназире республика шайĕнче йӗркеленӗ тӑван чӗлхесен олимпиади иртрĕ. Унта чӑваш чӗлхи ушкăнне 11 районтан килнĕ 9,10,11-мĕш классенче вĕренекен 40 ача хутшӑнчĕ.

Тăван чĕлхе олимпиади –  хăйне евĕр экзамен
Тăван чĕлхе олимпиади – хăйне евĕр экзамен

Вӗсен шутĕнче 6 ҫӗнтерӳҫӗ, 13 призер пулнине палăртма кăмăллă. Пушкӑртстан Республикин Вĕрентÿ министерстви олимпиадӑра палӑрнӑ ачасене дипломсем парса чысларĕ. Пушкӑртстан Республикинчи «Канаш» чăваш обществӑлла организаци вара ҫӗнтерӳҫӗсене парнесем тата укçаллă конвертсем парса хавхалантарчĕ. Кун пирки хаҫатăн çитес номĕрĕсенчен пĕринче ҫырса пӗлтерӗпӗр.
Унсӑр пуҫне ПР чӑвашсен Канашӗ ачасене пурне те олимпиадӑна хутшӑннӑшӑн сертификат тата парнесем, вӗсене хатӗрлекенсене – чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсене (34 çын) – Хисеп хучӗсем тата жюри пайташӗсене (4 çын) парнесем тата Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.
Сӑмах май, олимпиадӑна йӗркелекенсене, жюри пайташӗсене (Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева, М.М. Трофимова, Л.Н. Павлова), чӑваш чӗлхипе литературине вĕрентекенсене тата унта хутшӑннӑ мӗнпур ачасене пысӑк тав сӑмахӗсем каламалла. Уйрӑмах тавтапуҫ пире яланах укҫа-тенкĕпе тата парнесемпе пулӑшакан Канашӑн хастар пайташӗсене Александр Иванова тата Сергей Михайлова.
Ҫакăн йышши хастар та чӑвашлӑхшӑн ҫунса тӑракан ҫынсем пулни пире хамӑр тӑван халӑхӑмӑрӑн малашлăхĕ пуласси пирки шанӑҫ парса хавхалантарать, малалла тата та тăрăшуллăрах ӗҫлеме хистет.
Ирина СУХАРЕВА, регионти
«Канаш» чăваш обществăлла организацин ертӳçи.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: