Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Мартӑн 2023, 15:48

Çтерлĕри студентсем Ираида Петрована (Нарс) чысласа уяв каçĕ ирттернĕ

Март уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫтерлӗ хулинчи Ĕпхÿ наукăпа технологисен университетчĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче паллă ентешĕмĕр Ираида Петрова (Нарс) ҫыравҫă, юрӑçă, поэт, драматург ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк уяв иртрӗ.

Çтерлĕри студентсем Ираида Петрована (Нарс) чысласа уяв каçĕ ирттернĕ
Çтерлĕри студентсем Ираида Петрована (Нарс) чысласа уяв каçĕ ирттернĕ

Мероприяти вăхăтĕнче студентсем илемлӗ сӑвӑсем вуласа савӑнтарчӗҫ, Ираида Петрован пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Чи пултаруллисем парнеллĕ вырăнсене тивĕçрĕç. Çав шутра Карина Григорьева, Катерина Данилова, Елена Алексеева, Елена Храмова пулчĕç. Уява килнĕ сумлӑ хӑнасем пултаруллă ентешĕмĕрĕн литературăпа культурăри тивĕçĕсене пысăк хак парса ун ячĕпе сахал мар ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ.
Уява чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен 1 курс студентки Ольга Никитинапа (вăлах çак йĕркесен авторĕ) 2 курс студенчӗ Константин Петров ертсе пычӗҫ. Мероприяти питӗ хаваслӑ та усăллă иртрӗ. Ҫакӑн пек паллӑ ҫынсем ҫинчен пирӗн манмалла мар. Вӗсен произведенийӗсене нумайрах вуласа хамăра кирлине ăса хывмалла.

Ольга НИКИТИНА,
Ӗпхӳ наукăпа технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн 1 курс студентки.

Çтерлĕри студентсем Ираида Петрована (Нарс) чысласа уяв каçĕ ирттернĕ
Çтерлĕри студентсем Ираида Петрована (Нарс) чысласа уяв каçĕ ирттернĕ
Çтерлĕри студентсем Ираида Петрована (Нарс) чысласа уяв каçĕ ирттернĕ
Çтерлĕри студентсем Ираида Петрована (Нарс) чысласа уяв каçĕ ирттернĕ
Çтерлĕри студентсем Ираида Петрована (Нарс) чысласа уяв каçĕ ирттернĕ
Çтерлĕри студентсем Ираида Петрована (Нарс) чысласа уяв каçĕ ирттернĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: