Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Апрелӗн 2023, 11:15

Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет

«Ачасем - пирĕн пуласлăх» тенине тăтăшах илтме пулать. Паллах, кирек мĕнле яла та урамри ача-пăча сасси илем кÿрет. Шел пулин те, паянхи кун çак савăнăçлă пулăма кашни çĕртех кураймăн. Çакăн пек ялсен малашлăхĕ те иккĕленÿллĕ. Куюргазă районĕнчи Павловка ялĕ пирки çапла калаймăн. Кунта ача сачĕ те, шкулĕ те пур.

Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет
Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет

Ачалăх, ачалăх – телейлĕ тĕнче,
юлать асăнмалăх кашнин чĕринче
«Теремок» шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕ 1992 çулхи ноябрь уйăхĕнче уçăлнă. Ача пахчине Арсланово-Амекачево пушкăрт тата Павловка чăваш ялĕсен ачисем валли хута янă. Кунта çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани илсе ÿсме май пурах. Йĕркеллĕ те çирĕп утма, чупма, калаçăва сыпăнтарма пĕлменскерсене илеççĕ те шкула кайма юрăхлă пăхса çитĕнтереççĕ. Çапла ача садне тĕрлĕ ÿсĕмри (1,5-6 çулхи) ачасен икĕ ушкăнне 10 ача çÿрет. Чăваш ачисене Наталья Григорьева воспитани парать пулсан, пушкăртсене – Гульчачак Амикачева. Иккĕшĕ те ĕç ăсталăхне пĕлекенскерсем. Вĕсем яланах çĕннине, паянхи саманана тивĕçтерекеннине шыраççĕ, ĕçе творчествăлла йĕркелесе пыраççĕ. Ырă кăмăллă воспитательсем занятисем ирттернисĕр пуçне шăпăрлансене юрлама, ташлама вĕрентеççĕ, ĕçчен те сăпайлă пулма ханăхтараççĕ. Сăмах май çакна та каламалла: воспитанниксем шкулпа ялти культура çуртĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, юрă-ташăпа сцена çине тухаççĕ. Вĕсенче çитĕнекен ăру пултарулăхĕ яр уççăн курăнать. Çакă ачасен ашшĕ-амăшĕсене савăнтарать.
Татьяна Егорова кĕçĕн воспитатель тивĕçне пурнăçлать. Вăл апат вăхăчĕ çитсен сĕтел хатĕрлеме васкать. Пĕчĕкреххисене хăех çитерет. Ушкăнсем уçăлма тухма хатĕрленсен воспитательсене шăпăрлансене тăхăнтартма пулăшать. Ача пахчинчи тирпей-илем хуçи – Зинаида Леонтьева. Вăл пÿлĕмсене тасатса тирпейлет, чечексене шăварать, урайсене çăвать. Пĕр сăмахпа каласан вăл йĕркене юратать. Зинаида Николаевна тăрăшнипе «Теремок» ача садĕнче яланах таса та хăтлă.
Чи тутлă апатсене Сания Суюндикова пĕçерет. Калама çук ăшă сăн-питлĕ хĕрарăм шăпăрлансене кашни кун вĕри те техĕмлĕ апатпа, икерчĕ-пÿремечпе сăйлать. Сания Рашитовна пĕçернĕ яшкасемпе пăтăсене ача пахчине çÿрекенсем юратса çиеççĕ. Хĕрарăмсенчен тăракан коллективăн тĕревĕ вăл – Иван Леонтьев. Ача садĕнче пĕр-пĕр япала хуçăлсан, çĕмĕрĕлсен юсав ĕçĕсене пурнăçлама Иван Васильевич васкать.
Пысăк мар коллектива педагогика ĕçне парăннă, пултаруллă та хастар Фаина Семенова ертсе пырать. Вăл асăннă ача садĕнче 20 çул ытла вăй хурать. Фаина Васильевна шкул сакки çине ларма хатĕрленекенсене кирлĕ условисем пулччăр тесе ырми-канми тăрăшать. «Теремок» ача сачĕ самай йывăр вăхăтсене те чăтса ирттернĕ. Нумай çул каялла ачасен шучĕ палăрмаллах чакнăран унăн алăкĕсем те хупăнма пултарнă. Анчах та темĕнле çăмăл мар пулсан та ăна сыхласа хăварнă. Условисене лайăхлатассипе ĕçленипе пĕрлех ача сачĕн территорине те илемлетнĕ, çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелли майсене те ĕçе кĕртнĕ, çирĕп утăмсемпе утнă. Паянхи кун та Фаина Васильевнан çурта юсассипе сахал мар вăй хума тивет.
Çапла ача пахчин ертÿçипе унта ĕçлекен коллектив самана улшăнсан та, кирек епле кăткăс лару-тăру пулсан та, йывăрлăхсем сиксе тухсан та, çĕнĕрен те çĕнĕ ачасем килсен те ача сачĕ чи ăшă та савăнăçлă, ырă çурт пулса юлтăр тесе вăй хурать.
Ял шкулĕ ĕмĕр пултăр пĕлÿ пухма ачасене
«Ял шкулĕ» тесен чылайăшшăн куç умне çакăн пек сăн укерчĕк тухса тăрать: йывăç çурт, çутă та пĕчĕк классем, ырă куçпа пăхакан вĕрентекен…Çутă та хăтлă класлă Павловка шкулĕ 1926 çулта уçăлнă. 1999 çулта пĕлÿ çурчĕн сăнĕ улшăннă, ăна çĕнетнĕ. Тăхăр вун çичĕ çул хушшинче асăннă вĕрентÿ учрежденийĕ ял ачисен темиçе ăрăвне вĕрентсе кăларнă.
Паянхи кун Павловка шкулĕнче 27 ача пĕлÿ илет. Çавăн пекех Кинзябаево ялĕнче асăннă пĕлÿ çурчĕн филиалĕ пур. Кунта вара 20 ача вĕренет. Унсăр пуçне шкул çумĕнче районти ача-пăча музыка шкулĕн филиалĕ тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн киреçĕсен (гиревики) секцийĕ ĕçлет. Пĕр хутлă çуртра 13 вĕренÿ кабинечĕ, компьютер класĕ, библиотека, краеведени музейĕ, акт залĕ, столовăй вырнаçнă. Уйрăм çуртсемпе мастерскойпа спорт залĕ хăпартнă. Унсăр пуçне шкул çумĕнче çĕр лаптăкĕ (2,2 га яхăн) пур. Унта вĕренекенсем хăйсем пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
Вĕрентÿ учрежденине кадрсемпе туллин тивĕçтернĕ. Директор лавне Софья Васильевна Степанова туртать. Вăл ертсе пыракан коллективра (шкулпа филиалра) 20 учитель ĕçлет. Вĕрентекенсем тăтăшах хайсен квалификацийĕсене ÿстереççĕ. Вĕсем районпа республика шайĕнчи пултарулăх конкурсĕсене тата наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнаççĕ.
Павловка шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература урокĕсене Галина Анатольевна Егоровапа (8-9 классем) Лариса Николаевна Степанова (5-6 классем) илсе пыраççĕ. Вĕсем хăйсен урокĕсенче чунĕсене парса ĕçлеççĕ, ачасене чăваш чĕлхине юратма вĕрентеççĕ. Вĕрентекенсем тăрăшни сая кайманнине республика шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадисенче тĕрлĕ çулсенче призер ятсене тивĕçнĕ Михаил Щепинпа Андрей Егоров çирĕплетеççĕ. Паянхи кун пĕтĕм шкулĕпе тăхăр вĕренекен тăван чĕлхе илемне туйма вĕренет: 8-9-мĕш классенче – икĕ чăваш ачи, 1-4 тата 5-6 классенче – çиччĕ.
– Паллах, тăван чĕлхе урокĕсен шутне чакарни, çемьесенче ытларах вырăсла калаçни йывăрлăх кăларса тăратаççĕ, – тет Галина Анатольевна. – Çавăнпа олимпиадăсене хатĕрлемелли ачасем çукпа пĕрех. Апла пулин те эпир парăнмастпăр, чăваш чĕлхипе культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр.
Çапла, Павловка ялĕнчи вăтам шкулта ачасене аталанмалли лайăх условисем туса панă. Çутă та хăтлă классемпе хальхи оборудованипе тивĕçтернĕ пÿлĕмсем тарăн пĕлÿ илме май параççĕ. Анчах демографи лару-тăрăвĕ япăхраххи çеç кăмăла пăсать. Çулталăка пĕр е икĕ-виçĕ ача çуралнипе ача садне те, шкула та тулли комплектлă тăваймастăн. Çакă вара ял халăхĕнчен хăйĕнчен çеç килет.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ.

Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет
Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет
Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет
Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет
Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет
Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет
Демографи лару-тăрăвĕ ял çыннисенчен килет
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: