Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
5 Апрелӗн 2023, 15:45

Вĕрентÿ сферине аталантарма 91 млрд тенкĕ ытла уйăрнă

 - Юлашки виçĕ çул хушшинчи кăтартăва шута илсен çакă питĕ пысăк хисеп. Пĕтĕмĕшле пирĕн бюджета «вĕрентÿллĕ тата ăнкаруллă» тесе хак пама пулать,  - тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.

Вĕрентÿ сферине аталантарма 91 млрд тенкĕ ытла уйăрнă
Вĕрентÿ сферине аталантарма 91 млрд тенкĕ ытла уйăрнă

Пушкăрстан Республикинчи вĕрентÿ системи – çĕршыври чи пысăккисенчен пĕри. Унта 1 010 шкул çулчченхи учреждени, 2 000 ытла шкул, 93 колледжпа 8 аслă шкул кĕреççĕ.

 - 2022 çулта 5,5 пин ача вырнаçмалăх 5 шкул тата 510 вырăнлăх 4 ача сачĕ хута ятăмăр. РФ Президенчĕн виçĕ çулчченхи ачасене ача сачĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă Указне палăртнă вăхăтран маларах пурнăçа кĕртрĕмĕр. 2023 çулта та шкул çулчченхи вĕрентÿпе тивĕçтерессине сыхласа хăвармалла. Тата 5 шкулпа 3 ача сачĕ хута ярăпăр. Унсăр пуçне 3 коррекци шкулне çĕнетĕпĕр,  - тесе палăртнă Андрей Назаров.

Юлашки темиçе çулта шкул çулчченхи вĕрентÿ сферинче ырă динамика сыхланса юлать. Шкул çулчченхи вĕрентĕвĕн  тĕп вĕрентÿ программин тĕрлĕ формисене пулăшу параççĕ.

 - Пушкăртстанра 2019 çултанпа «Шкул çулчченхи вĕрентĕвĕн сертификачĕ» хăйне евĕрлĕ проект пурнăçа кĕрет. Вăл ача виçĕ çула çитиччен çитĕнтерекен çемьесене укçа-тенкĕ енчен пулăшу парать. 2022 çулта асăннă проект çĕршывĕпе чи лайăххисенчен пĕри пулса тăнă, РФ Çут ĕç министерстви ăна Раççейĕн ытти регионĕсенче те сарма сĕннĕ,  - каласа панă ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин.  

Проектпа килĕшÿллĕн 2 уйăхран пуçласа 3 çула çитиччен çитĕнтерекен, муниципаллă ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтермен çемьесем уйрăм ача садĕнчи вырăнпа усă курма пултараççĕ. Çакăн пек чухне ашшĕ-амăшĕсен тÿлевĕ муниципаллă учрежденисен виçинчен иртмелле мар. 2019 çултан пуçласа çемьесене 5 259 сертификат панă. 2023 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен проекта Иглин районĕ хутшăннă.

Республикăра полилингваллă нумай профильлĕ вĕрентÿ организацийĕсем йĕркелеççĕ. Паянхи кун 4 полилингваллă шкул ĕçлет (Ĕпхÿре – 2, Çтерлĕпе Нефтекамск хулисенче – 1-шер). 2022 çулта 240 вĕрентÿ учрежденине цифрăллă оборудовани комплекчĕсемпе тивĕçтернĕ, 216 «Ÿсĕм пăнчи» («Точка роста») вĕрентÿ центрĕ, 12 мастерской, 7 «IT – клуб», «Кванториум» ача-пăча технопаркĕ  йĕркеленĕ, хушма вĕрентÿ тĕлĕшпе 4 056 çĕнĕ вырăн уçнă, 43 спорт залĕ юсанă, 3 коррекци шкулĕн техника пурлăхне çĕнетнĕ.

Çултан çул Пушкăртстан Пĕтĕм Раççейĕпе тата Пĕтĕм тĕнчипе иртекен олимпиадăсенче хăйĕн позицине чакармасть. Çакна Европăри географи (бронза), Ахмад аль-Фергани ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери физика (ылтăн) олимпиадисенче тунă çĕнтерÿсем те çирĕплетеççĕ.

 - Иртнĕ çулхине республика шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин кăтартăвĕсем тăрăх Раççейри чи вăйлă, 8-11 классен хушшинче Наци техника олимпиадин юлашки тапхăрĕнче çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шучĕ чылай пулнипе Топ-10 регион, «Пысăк тăхтав» («Большая перемена») 86 регион команди хушшинче пиллĕкмĕшсен  шутне кĕнĕ, лидер сертификатне илнĕ, - каласа панă ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин.

Унсăр пуçне юлашки çулсенче республика федераллă проектсене пуçаруллă хутшăнать. РФ Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2026 çул вĕçлениччен 7,3 пин шкула юсĕç.

 -  Иртнĕ çулхине федераллă программăсем пулăшнипе 63 шкула юсанă. Кăçал тата 77 çурта çĕнетме палăртаççĕ. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме юлашки икĕ çул хушшинче 7,8 млрд тенкĕ ытла тăкаклĕç,  - палăртнă ПР Правительствин премьер-министрĕ Андрей Назаров.

Программăпа килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем ирттернисĕр пуçне, шкулсене те аталантараççĕ: оборудовани туянаççĕ, учительсен квалификацине ÿстереççĕ.

 - Çаксем пурте хăтлă та паянхи куна тивĕçтерекен вĕрентÿ сферине йĕркелеме  пулăшаççĕ. Проек тухăçлă та уçăмлă пултăр тесен шкул ачисемпе учительсем те сÿтсе явас ĕçе хутшăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ,  - тенĕ  Айбулат Хажин.

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн 2023 çула Педагогпа наставник çулталăкĕ тесе палăртнă. Çулталăкăн тĕллевĕ  - педагогика ĕçченĕсен статусне çирĕплетесси, çав шутра наставник ĕçĕ-хĕлне те. Кăçал иртекен мероприятисен тĕллевĕ учитель профессийĕн сумне ÿстересси пулса тăрать.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: