Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
12 Апрелӗн 2023, 11:10

И. Я. Яковлевăн педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче

Апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче «Çамрăксем. Прогресс. Наука» фестиваль витĕмĕпе И. Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа «И. Я. Яковлевăн педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче» секци ларăвĕ иртнĕ (председателĕ  - филологи наукисен кандидачĕ Л. В. Коротаева доцент, секретарĕ - К. Никифорова студент).

И. Я. Яковлевăн  педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче
И. Я. Яковлевăн педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче

Константин Петров, Ольга Никитина, Кристина Никифорова, Карина Григорьева, Ангелина Селиверстова студентсем  тулли те пуян докладсем хатĕрленĕ. Вĕсем аслă педагогăн чăваш халăхĕшĕн тунă ĕçĕсен пĕлтерĕшĕсем çинчен каланă.  И. Я. Яковлев хăй пурнăçĕнче  Атăл тăрăхĕнче 1200 ытла шкул уçнă, ăс-хакăл еткерлĕхĕ хăварнă, вĕсен шутĕнче  ачасем валли çырнă калавсем те. Иван Яковлевич Яковлев пуриншĕн те питĕ пултаруллă вĕрентекен, аслă наставник шутланать, вăл ялан халăх асĕнче юлĕ.

И. Я. Яковлевăн  педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче
И. Я. Яковлевăн  педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче
И. Я. Яковлевăн  педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче
И. Я. Яковлевăн  педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче
И. Я. Яковлевăн  педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче
И. Я. Яковлевăн педагогика еткерлĕхĕ хальхи вĕрентÿ системинче
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: