Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
30 Майӑн 2023, 11:50

Чăваш шкулĕнчи наставниклăх

Аслă шухăшлавçăн В.И. Ленинăн: «Кадрсем пурне те татса параççĕ» текен каларăшĕ нумайăшĕшĕн паллă.

Чăваш шкулĕнчи наставниклăх
Чăваш шкулĕнчи наставниклăх

Чăваш вырсарни шкулĕшĕн çакă питĕ актуаллă. Эпир педагогика вĕренÿ заведенийĕсен выпускникĕсене пĕлÿ ĕçĕн чи хаклă субъекчĕсем тесе шутлатпăр, çавăнпа та вĕсене кĕтетпĕр. Пирĕн шкулта çамрăк специалистсем пур, вĕсене эпир питĕ хаклатпăр, вăрах çул хушши ĕçленĕ педагогсен ăсталăхĕсене алла илме пулăшатпăр.
Чăваш вырсарни шкулĕ Пушкăртстан Республикин Вĕрентÿ тата наука министерствин регионти вĕрентÿ организацийĕсем хушшинче йĕркеленĕ «Наставниклăхăн тухăçлă практики» («Эффективные практики наставничества») республика шайĕнчи конкурса пысăк хавхаланупа хутшăнчĕ.
Конкурса йĕркелессине Ĕпхÿри нумай профильлĕ професси колледжĕнчи Педагогика ĕçченĕсен професси ăсталăхне вĕçĕмсĕр ÿстермелли центр хăй çине илчĕ. Конкурс 2023 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа март уйăхĕччен пычĕ. Чăваш вырсарни шкулĕнчен конкурса Ю.П. Михайлов педагог-йĕркелÿçĕ хутшăнчĕ. Унăн ĕç тематики «Хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчи наставниклăх программи» вырсарни шкулĕн профилĕпе килĕшсе тăратчĕ. Юрий Павлович паллаштарнă программа жюри членĕсен кăмăлне кайнă, ăна вĕсем пысăк хак панă.
Май уйăхĕн 18-мĕшĕнче республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене саламлассине йĕркеленĕ. Ю.П. Михайлова «Наставниклăхăн чи лайăх программи» номинацире лауреат дипломĕпе наградăларĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла,конкурса Пушкăртстанăн пур муниципаллă районĕсем те, чăваш чĕлхине вĕренекен пур шкул та хутшăннă. Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕ наградăна тивĕçнисенчен пĕртен пĕри пулса тăчĕ.
Юрий Павловича сумлă наградăна çĕнсе илнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр, мероприятие йĕркелекенсене вара тăван чĕлхене сыхласа хăварассишĕн тăрăшакан чăваш шкулĕн ĕç-хĕлне тимлĕх уйăрнăшăн чунтан тав тăватпăр
Полина ДЕМЧЕНКО,
чăваш вырсарни
шкулĕн директорĕ.
Ĕпхÿ хули.

Чăваш шкулĕнчи наставниклăх
Чăваш шкулĕнчи наставниклăх
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: