Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
1 Августӑн 2023, 12:00

Шупашкарта патриотла воспитанипе çыхăннă форум иртрĕ

Июль уйăхĕн 14-17-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Раççей Федераци гражданĕсен патриотла воспитанийĕ» федераллă проектăн витĕмĕпе Атăлçи тата Урал федераллă округсенчи патриотла воспитанийĕн сферинче ĕçлекенсем валли форум иртрĕ.

Шупашкарта патриотла воспитанипе çыхăннă форум иртрĕ
Шупашкарта патриотла воспитанипе çыхăннă форум иртрĕ

Унта 20 регионтан 250 çын хутшăнчĕ. Анлă мероприятие «Роспатриотцентр» ФГБУ тата Чăваш Республикин пуçлăхĕн управленийĕ йĕркеленĕ.
Пушкăртстан Республикин делегацийĕ шутĕнче мана, Пишпÿлекри 3№ шкулăн воспитани ĕнĕпе ĕçлекен директор çумне Олеся Константиновна Кудряшована, кайма телей пÿрчĕ.
Форумра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Çамрăксен ĕçĕсен федераллă агентствин «Роспатриот» программин ертÿçи Иван Радько, Атăлçи федераллă округăн Раççей Федерацин Президенчĕн Полномочиллĕ представителĕн аппарачĕн Обществăлла проектсене пурнăçлакан департамент ертÿçи Дмитрий Соловьев, Раççей Федерацин Геройĕ Николай Гаврилов, Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, «Раççей студенчĕсен отрячĕ» Раççейри Çамрăксен обществăлла организацин Тĕп штабĕн командирĕ Дмитрий Парамонов тата Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталья Николаева сăмах тухса каларĕç.
Форум витĕмĕпе Шупашкар хулинчи паллă вырăнсем тăрăх культурăпа кану программи йĕркелерĕç. Эпир Чăваш наци музейĕнче, «Трактор историн наукăпа техника музейĕ» патшалăх шутне кĕмен учрежденинче, «Каçхи Шупашкар» экскурсисенче пултăмăр.
Форумăн иккĕмĕш кунĕ «Çĕнтерÿ» мемориал паркĕнче чечексем хунинчен пуçланчĕ. Мероприятин программи питĕ пуянччĕ. Ăна ирттерме 30 вĕрентÿ лапамĕ йĕркеленĕччĕ, унта 18 федераллă спикер хутшăнчĕç. Дискуссисем ирттернĕ май историе тата истори тĕрĕслĕхне улăштарнипе, çамрăксен хушшинче ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене сарассипе тата упраса хăварассипе, пулас проектсем валли çĕнĕ шухăшсем уйласа кăларассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр.
Форум участникĕсем хатĕрленĕ сĕнÿсем 2030 çулчченхи Раççей Федерацин Çамрăксен политикин стратегине пурнăçламалли планăн никĕсне выртĕç.
Çакăн йышши форумсене хутшăнни ытти регионсен специалисчĕсен опычĕпе паллашма май парать, çĕнĕ проектсемпе шухăшсене пурнăçа кĕртме хавхалантарать. Форумăн виçĕ кунĕ пĕр самант пек хăвăрт та тикĕс иртсе кайрĕç, вĕсем тухăçлă, çутă, асра юлмалла пулчĕç. Мероприятин йĕркелÿçисемпе спикерсене çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре çĕнĕ пĕлÿсемпе канашсем панишĕн пысăк тав.
Олеся КУДРЯШОВА, Пишпÿлекри 3№ шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: