Паянхи кун Европăпа Раççей санкцийĕсем Тĕнчери шкул вĕренекенĕсемпе улшăнмалли программăна сиенлĕ витĕм кÿнĕ. Сăмахран, Латви, Литва, Чехи, Бельги, Мальта тата Греци çĕршывĕсем Раççей çыннисене йышăнма хирĕç. Çавăнпа та Раççей Вĕрентÿ министерстви шкул вĕренекенĕсемпе улшăнмалли программăна туслă çĕршывсемпе çеç йĕркелеме палăртать.
Паян эпир 2016 çулта Çурçĕрти чăваш çемйи Инди çĕршывĕн ачине асăннă программăпа йышăнни çинчен каласа парасшăн. Ун чух Андреевсен çемйи Сургут районĕнчи Солнечный поселокра пурăннă, халĕ Пелепей хулинче кун кунлать. Алена хĕрĕ 9 класра вĕреннĕ. Вырăнти пĕлÿ çуртне Инди çĕршывĕнчен 15 ача килесси çинчен шкулта пĕлтернĕ. Çемье ют çĕршыв ачине мĕнле йышăнни çинчен Лидия Николаевнăран тата Алена хĕрĕнчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
- Алена, ют çĕршыв ачине йышăнас шухăш патне епле килсе тухрăн?
- Ют çĕршывран хĕр ачасем хĕр ачасене, арçын ачасем арçын ачасене йышăнма пултараççĕ тесе шкулта пĕлтерчĕç. Енчен те сирĕн хваттерĕрте пушă пÿлĕм пулсан хĕр ачасем арçын ачана та йышăнма пултараççĕ тесе каларĕç учительсем, - аса илет çав вăхăта Алена. - Çапла майпа пурне те йышăнса пĕтернĕ, пĕр арçын ача çеç юлнине пĕлтĕм. Уйласа пăхрăм та хваттерте зал пÿлĕмĕ пушă иккенне шута илсе çав арçын ачана йышăнма хатĕр пулнине вĕрентекене каларăм. Аннене маларах шкула индуссем килесси çинчен пĕлтернĕччĕ-ха, анчах та киле вĕсенчен пĕрне илсе килесси уншăн кĕтменлĕх пулса тăчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, аттепе аннене факт умне çеç тăратрăм.
- Ют çĕршыв ачине йышăнма хатĕр пулманнине хĕре малтанах каласа хунăччĕ. Аленăн йышăнăвĕ маншăн çуллахи кун юр çуса лартнă пек пулчĕ. Анчах та каялла чакма çук, мăшăрпа иксĕмĕр ачан кăмăлне хуçас темерĕмĕр. Чи хăрани те ют çĕршыв ачине мĕнпе хăналăп-ши текен шухăш канăçсăрлантарчĕ. Палăртнă кун аэропорта виçсĕмĕр - мăшăр, хĕрĕм тата эпĕ - ют çĕршыв ачин ятне çырнă табличкăпа (халĕ те килте асăнмалăх упранать) кайса тăтăмăр. Тĕрлĕ ачасем хирĕç утаççĕ, шултра кĕлеткеллисем, лутра пÿллисем, тулли хул-çурăмлисем... Пирĕнни лутрарах пÿллĕ, типшĕм кĕлеткеллĕ, хура çÿçлĕ, хăмăр куçлă, çăра куç харшиллĕ арçын ача пулчĕ, - аса илет Лидия Николаевна. – Килте ун чухне хамăрсăр пуçне пĕр йытăпа икĕ кушак пурăнатчĕç. Арçын ача йытăран шикленерех тăратчĕ, кушаксемпе вара пĕр чĕлхе хăвăрт тупрĕ, вырăн çинче пĕрле çывăратчĕç. Лăпкă, кăмăллă ачаччĕ, унпа йывăрлăхсем сиксе тухман.
- Пĕр-пĕринпе мĕнле калаçаттăрччĕ?
- Мобильлĕ куçаруçă урлă.
- Ăшă çĕртен килнĕскер, Çурçĕрти климата епле хăнăхрĕ хăна?
- Ноябрь уйăхĕччĕ вăл вăхăтра, сывлăш температури 30 градус сивĕччĕ. Ванкуиш (Vanquish Paresh Ramchandani) вара кофтăпа, çÿхе шăлаварпа çеç вĕçсе килнĕ. Килте тумлантартăмăр, кÿршĕн унăн размерĕпе куртка, шарф, шапка, пушмак тупăнчĕ. Анне аялтан тăхăнмалли ăшă йĕм, нуски, алса туянчĕ, - малалла тăсать калаçăва Алена. – Нихçан та пурнăçĕнче юр курманскерсем питĕ тĕлĕнетчĕç тавралăхпа. Индуссене юрпа перкелешсе выляма, сăртсенчен ярăнма килĕшетчĕ.
Ванкуиш Пареш Рамчандани Андреевсен çемйинче хăнара 10 кун пулнă. Инди çĕршывĕн çыннисем ĕне какайĕ çимеççĕ. Ĕне вĕсемшĕн сăваплă чĕр чун шутланать.
- Хăна ачи мĕнле апатсем çиме кăмăллатчĕ, мĕнпе сăйларăр?
- Апата унăн кăмăлне шута илсе хатĕрлеттĕм. Ытларах чăх ашĕнчен пĕçереттĕм. Пылак, чăх ашĕпе тата çĕр улмипе пĕçернĕ кукăльсем, пицца килĕшетчĕ ăна. Рис, макарон, ăшаланă çĕр улми çиме кăмăллатчĕ, анчах та улма нимĕрĕ çиместчĕ. Яшкасенчен ытларах Ванкуиш чăх шÿрпипе пĕçернĕ килте каснă салма яшкине юратса çиетчĕ, - аса илет Лидия Николаевна.
- Шкулта ют çĕршыв ачисем сирĕнпе пĕр парта хушшинче вĕренетчĕç-и?
- Ванкуишпа пĕлÿ çуртне пĕрле кĕреттĕмĕр, анчах та вĕсен вĕренÿ программине уйрăм йĕркеленĕччĕ. Вĕсем ытларах вырăс чĕлхипе калаçма вĕренетчĕç, вырăнти халăх культурипе, йăли-йĕркисемпе паллашатчĕç. Пире, вĕренекенсене, хăна ачисем çумне çирĕплетнĕччĕ. Тĕрлĕ экскурсисемпе музейсене пĕрле ушкăнпа çÿреттĕмĕр. Пĕррехинче вырăнти ханты халăхĕ пурăнакан яла, пĕр çемьене кайса килни асра юлчĕ. Вăл вырăна çитме çулсем пулманнипе пăлансем кÿлнĕ çунасем çине ларса палăртнă çĕре çитрĕмĕр. Хантсен çемйи юртăра пурăнатчĕ. Вĕсем пире хăйсен пурнăçĕпе, условийĕсемпе паллаштарчĕç, - иртнине каласа парать Алена Анатольевна.
- Пушă вăхăта епле ирттереттĕрччĕ?
- Канмалли кунсенче юлташсемпе тата Индирен килнĕ ачасемпе Сургут хулинчи суту-илÿ центрĕсене, парксене çÿреттĕмĕр, кафесене кĕреттĕмĕр.
Шутлă кунсем хăвăрт иртсе кайнă. Малтан Инди çĕршывĕн ачине хăнана илме шикленсе тăнă Лидия Николаевна та ку ĕçе тивĕçлипе пурнăçланă. Аэропортра самолета ăсатса янă чух Андреевсем Ванкуиша тăванне ăсатнă пекех кулянса ăсатнă. Вĕсем ăна Сургут хулипе, Солнечный поселокпа çыхăннă сувенирсем, вырăс халăхне сăнланă кухьнăра усă курмалли хăма парнеленĕ. Ванкуиш Андреевсене Тăван çĕршывĕнчен илсе килнĕ лампадка-çурта лартмалли хатĕр парне туса панă.
- Нумай пулмасть хулари урамра ют çĕршыв студенчĕсене куртăм. Хамăр патра хăнара пулнă Ванкуиш аса килчĕ. Каярах студентсем Пелепей тĕп район больницине практика иртме килнине пĕлтĕм. Инди çĕршывĕн çамрăкĕсем Пушкăрт патшалăх медицина университетĕнче вĕренеççĕ иккен. Ванкуиш халĕ те Аленăпа çыхăну тытать. Уявсемпе саламлать, мана та хĕртен салам каласа ярать. «Мĕнле пурăнать пирĕн анне?», - тесе ыйтать тет. Хăй вăхăтĕнче Инди çĕршывне асăннă программăпа Аленăпа кайса килме май пурччĕ. Халĕ çав майпа усă курманнишĕн хама вăрçатăп. Укçа-тенкĕ те пурччĕ, çине тăманни пĕтерчĕ, - сăмаха вĕçлерĕ Лидия Андреева.
Туслă мар çĕршывсем Раççее экономика тĕлĕшĕнчен çеç мар, тĕрлĕ енчен хĕсĕрлеççĕ. Çирĕп санкцисем пире хуçманнине кура нумай нациллĕ халăхсен ĕмĕрхи туслăхĕ çине витĕм кÿме хăтланаççĕ. Анчах та чăнлăх вĕсен сăтăр ĕçĕсем кăлăхах пулнине çирĕплетет. Пирĕн халăхсене пĕр пек тавракурăм, хаклăхсем пĕрлештереççĕ, вĕсем мирлĕ пурнăçпа, килĕшÿре пурăнасшăн. Хамăр Пушкăртстан Республикине çеç илер, унта 160 ытла наци пĕр-пĕрин йăли-йĕркисене, культурине хисеплесе, килĕштерсе пурăнать. Йывăр вăхăтра вара пĕрлешÿре пулнине, туслă пурăннине мĕн çиттĕр?
Инга АЛЕКСЕЕВА калаçнă.