Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
5 Сентябрӗн 2023, 10:15

Ял шкулĕ – пĕлÿпе культура вучахĕ

Ял шкулĕ вăл – туслăхпа пĕрлĕх, ырă кăмăл-туйăм хуçаланакан хăйне майлă утрав. Шаран тăрăхĕнчи тулли мар вăтам пĕлÿ паракан Юмаш шкулĕ те çавăн йышшисенчен пĕри.

Ял шкулĕ – пĕлÿпе культура вучахĕ
Ял шкулĕ – пĕлÿпе культура вучахĕ

Архив докуменчĕсем тăрăх, Юмашра шкул пуçласа 1930 çулта Николай Петровăн çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Каярах, 1934 çулта, В.П. Ивановăн хуçалăхĕ шутланнă çĕр лаптăкĕ çинче уйрăм шкул çурчĕ хăпартса лартнă. 1971 çулхи август уйăхĕнче çĕнĕ, сакăр класлă шкул, хута янă. Ăна пĕрремĕш кунĕнчех хăйĕн пĕтĕм пурнăçне учитель ĕçне халалланă Елисей Данилович Андриянов ертсе пыма пуçланă. Шкул уншăн чун туртни пулса тăнă. 1988-1995 çулсенче директор тивĕçне Зоя Султангалеевна Якупова пурнăçланă.
1995-2022 çулсенче шкула Василий Максимов ертсе пычĕ. Василий Алексеевич çитĕнекен ăрăва çирĕп те тарăн пĕлÿ паракан, кирек епле йывăр ыйтусене те татса пама пултаракан вĕрентекенсен ушкăнне хатĕрлес тĕлĕшпе сахал мар ĕçлерĕ. Вăл ертсе пынипе шкул районта чи лайăххисенчен пĕри пулса тăчĕ. Юмаш шкул ачисем вĕренÿ, спорт енĕпе те, ялпа районăн обществăлла пурнăçĕнче те яланах малта пулнă. В.А. Максимов ĕçленĕ çулсенче ялта çĕнĕ шкул çурчĕ хăпартнă. Ăна 1997 çулта хута янă. Çавăн хыççăн Юмаш шкулне пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсен статусне панă.
Хальхи вăхăтра асăннă шкул – тулли мар вăтам пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕ. Ăна Ирина Витальевна Наумова (çак йĕркесен авторĕ) ертсе пырать.
Паянхи кун та шкулта хăй ĕçне чунтан парăннă, кашни ачапа уйрăм ĕçлеме хатĕр вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Сакăр вĕрентекен (Е.В. Максимова, В.А. Максимов, И.В. Наумова, Т.Г. Петрова, Л.М. Сергеева, Н.А. Степанова, Р.М. Якупова, Т.Н. Яковлева) 42 ачана пĕлÿ параççĕ. Пур вĕрентекен те аслă пĕлÿллĕ, аслă категориллĕ. Учительсем çĕнĕ программăсене пурнăçа кĕртеççĕ, район, республика, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ, ачасене хăйсем хыççăн çирĕппĕн ертсе пыраççĕ. Çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнă Г.С. Ларионова, З.Н. Григорьева, Р.М. Новикова, З.С. Якупова, Г.С. Степанов педагогика ĕçĕн ветеранĕсем те ырă сăмаха тивĕç.
Шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне çÿллĕ шайра хатĕрленнĕшĕн, шкул çумĕнчи чи лайăх çĕр лаптăкĕшĕн, ачасене апат çитерессине çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн пĕр хутчен çеç мар Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Пилĕк вĕрентекене В.А. Максимова, Г.Г. Якупована, Р.М. Новикована, В.Т. Акбулатова, З.Н. Григорьевана РФ Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.
Шкул вĕренекенĕсем район, республика шайĕнчи спорт, пултарулăх ăмăртăвĕсенче малти вырăна тухаççĕ.
2022-2023 вĕренÿ çулĕсенче 8-мĕш классри Николай Кузьмин В.И. Вернадский ячĕллĕ XXX Пĕтĕм Раççейри çамрăксен вулавĕн конкурсĕнче лауреат ятне çĕнсе илчĕ. Тăххăрмĕш класс вĕренекенĕ Вячеслав Чистаков тĕпчев ĕçне ăнăçлă хÿтĕлесе VIII Пĕтĕм Раççейри наука конференцийĕнче I степень дипломне, çавăн пекех В.И. Вернадский ячĕллĕ XXX пултарулăх конкурсĕнче, Пĕтĕм Раççейри компьютер олимпиадинче III степень дипломне тивĕçрĕ. Паллах, çак çитĕнÿсем пĕтĕм шкул коллективĕн вĕçĕ-хĕррисĕр ĕçĕ те. Анчах та шкул сумне Раççей шайне çĕкленĕ вĕрентекен ятне уйрăм палăртас килет. Вăл – химипе биологи учителĕ В.Т. Акбулатов.
Шкул пĕтерекенсенчен нумайăшĕ педагогика, политехника институчĕсенче, медицина училищисенче, ШĔМ шкулĕсенче пĕлÿ илеççĕ, тĕрлĕ сферăра вăй хураççĕ, çĕршывшăн усăллă ĕçсем тăваççĕ.
Ял тăрăхĕнче вырнаçнăран шкул хăйне майлă культура центрĕ те шутланать. Ял çыннисенчен нумайăшĕ, хăйсен ачисем тахçанах ÿссе çитнĕ пулин те, шкулта иртекен мероприятисене курма килесси йăлана кĕнĕ. Ачасем уявсем тĕлне ятарласа театр программи хатĕрлеççĕ, чей ĕçтерессине йĕркелеççĕ.
Çавăн пекех вĕренекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа лартнă обелиск территорине те сăнаса тăраççĕ. Патриотизм воспитанине шкулта пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Ачасене те, вĕрентекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Ирина НАУМОВА, Юмаш шкулĕн ертÿçи.
Шаран районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: