Асăннă датăна ахальтен суйласа илмен – шăпах çак кунхине паллă Раççей ăсчахĕ, Мускав патшалăх университетне никĕсленĕ Михаил Ломоносов çуралнă. Уяв умĕн эпир «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕренÿ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн доценчĕпе Лира Афанасьевапа калаçрăмăр.
– Лира Аркадьевна, пурнăç çулӗн пуçламăшне таврăнар-ха. Акă, эсир 17 çулта, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетне вӗренме кӗме йышăну тăватăр. Çакăн çинчен тӗплӗнрех каласа парсамăр? Мӗншӗн чăваш филологипе культура факультетне суйласа илтӗр? Мӗншӗн ЧПУ?
– Шупашкара каяс, унта вӗренес ӗмӗтӗм ачалăхăн вăталăх çулĕсенче çуралнă. Вăл та ăнсăртран мар. Çуллахи каникул вӗçленсе килетчӗ. Улттăмӗш класа кайма вăхăт. Ал айне Илпек Микулайӗн «Хура çăкăр» ятлă кӗнеки лекрӗ. Çӗтӗлсе, муталанса та пӗтнӗччӗ. Аслисем илсе килнӗ-ши библиотекăран? Халӗ ас тумастăп. Чăваш çыравçин романне хăвăрт вуласа тухрăм. Сахал пек туйăнчӗ. Шкул библиотекинчен Никифор Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» кӗнекисене илсе килтӗм. Вӗсене те хăвăрт вуласа пӗтертӗм. Аттепе анне «Ялав», «Тăван Атăл» журналсем çырăнса илетчӗç. Вӗсене вуласа тухмасăр алăран яман. Ял тата шкул библиотекисене çÿресех тăнă. Чăваш çыравçисен хайлавӗсене вуланăçемӗн майӗпен вӗрентекен пулас ӗмӗт тӗтре витӗр сăрхăнса кӗнӗ пек палăра пуçларӗ. Ӗмӗте пурнăçа кӗртме Шупашкаралла, Чăваш патшалăх университетне, çул тытмалла! Тăван шкулти чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем те кунтах пӗлÿ илнӗ-çке! Вуннăмӗш класран пуçласа майӗпен литературăпа тата чӗлхепе хатӗрлене пуçларăм.
– Аçăрпа аннӗр мӗнле йышăнчӗç?
– Атепе анне манăн вăрçă ачисем. Вăл вăхăтра чылайăшӗн парта хушшине ларса пӗлÿ илме май пулман. Анне 5 класс та пӗтереймен, апла пулин те, тутарла, пушкăртла, вырăсла аван пӗлет. Шупашкара вӗренме каяс кăмăл пуррине пӗлсен хирӗç пулмарӗç. «Хам вӗренеймерӗм, вăрçа пула. Эсӗ те пулин вӗрен», – терӗ анне. Ачисене вӗрентме нихăçан та хирӗç пулман вăл. Тăхăр вуннăмӗш çулсенче ача-пăчана вӗрентсе кăларма çăмăлах пулман. Самана пăтрашулăхӗпе инфляци хуçаланатчĕ.
– Мӗн вăл филологи тата кам вăл филолог текен ăнлавсене кăштах та пулин куç умне кăларса тăратнă пулӗ? Аслă шкула вӗренме кӗрсен куç умне кăларса тăратнисем путланмарӗç-и?
– Филологи – чӗлхере палăрнă тата ҫыру тексчӗсемпе литература пултарулӑхӗнче çирӗплетнӗ халӑхӑн ӑс-хакӑл культурине тишкерекен ăслăлăхсен пӗрлӗхӗ. Филолог вӑл – гуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе ӗҫлекен специалист. Вӑл халӑхсен чӗлхине, литературине, культурине вӗренет, текстсене тишкерет, чӗлхе пулӑмӗсен историпе социокультура аспекчӗсене тӗпчет. Апла пулсан филолог – сăмаха юратакан кăна мар, ăна пур енлӗн тишкерекен те. Университетра вӗреннӗ вăхăтра шкула кайса ачасене вӗрентетӗпех тесе пурăннă-ха. Пурнăç çулӗ Çтерлӗ хули еннелле выртрӗ...
– Алла диплом илнӗ хыççăн ăçта ӗçлеме вырнаçрăр?
– Чăваш филологипе культура факультетӗнчен вӗренсе тухсан Çтерлӗ патшалăх педагогика институчӗн наци шкулӗнче вырӑс чӗлхине вӗрентессипе ӗçлекен кафедрăна ӗçе вырнаçрăм. Кунта вырăс-чăваш уйрăмне уçни икӗ çул çитнĕ анчахчӗ...
– Миçе çул кунта ӗçлетӗр?
– Çирĕм çичĕ çул.
– Хăвăрăн пӗрремӗш ӗç кунне астăватăр-и?
– Ас тăватăп. 3 «С» ушкăнччӗ. «Чăваш литератури» дисциплинăпа лекци вуламаллаччӗ. Пăлханнă, паллах... Студентсем манран икӗ çул çеç кӗçӗнрехскерсемччӗ.
– Сирте аслă шкул интересӗсем мӗнле майпа йӗркеленчӗç? Тен, пӗр-пӗр преподаватель е ӗçтеш витӗм кÿчӗ?
– Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэминче çапла йӗркесем пур: «Камăн-ха юлас килет-тӗр. Хыçалти ретре...». Поэмăри герой пек тăшмансемпе çапăçма тухман çак çул çине, пачах урăхла, чăвашлăхшăн кӗрешме тăнă. Çумри ӗçтешсен ăслăлăхри ӗçӗ-хӗлӗ самаях хавхалантарса тăнă. Унсăр пуçне аслă шкулта студентсене пӗлÿ панисӗр пуçне ăслăлăхра та ӗлкӗрсе пымалла-çке.
– Паянхи кун Пушкăртстан Республикинче чăваш тата тутар филологийӗн кафедри тăван чӗлхесене упраса хăвармашкăн мӗнлерех майсем шырать?
– Чӗлхе – кашни çыншăн хутшăну хатӗрӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн глобализаци, миграци, ассимиляци тата ытти пулăмсен витӗмӗпе тӑван чӗлхе шӑпи хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме пултарать. Тӑван чӗлхене упраса хӑварма меслетсемпе майсем пурах тесе шутлатăп. Вӗсенчен пӗри ‒ вӗренӳ. Шкулсенче те, университетра та тӑван чӗлхене вӗренме сехетсен шучӗ çителӗклӗ кирлӗ. Вӗренӳ заведенийӗсенче тăван чӗлхепе калаçма май пур самантсемпе тулли усă курмалла. Тепӗр меслет вӑл – чăвашла пуплеве обществăра сарни, аталантарни. Факультетра тăван чӗлхене халăх хушшинче сарасси тӗрлӗ енлӗн пулса пырать. Ҫак тӗлӗшпе чылай ӗç туса ирттеретпӗр: чӗлхе фестивалӗсем, илемлӗ вулав конкурсӗсем, олимпиадăсем, конференцисемпе семинарсем, çыравçăсем хутшăнакан тӗлпулусем т.ыт. те. Студентсемпе Чăваш Енрен, Тутарстанран килекен концертсемпе спектакльсене çӳрени те пысăк пӗлтерӗшлӗ. Тăван чӗлхесемпе Интернет йышши массӑллӑ коммуникаци хатӗрӗсенче те анлă усӑ куратпăр (факультетăн, уйрăмсен социаллă сечĕсенче хăйсен страницисем пур. Унта факультет пурнăçне тăван чӗлхесемпе çутатса тăратпăр). Кунта Раççей гранчӗсемпе ӗçленине те палăртса хăварас килет. Тӑван чӗлхене упраса хӑвармалли пӗлтерӗшлӗ меслет вăл – патшалӑхпа тата влаҫ тытӑмӗсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлени. Республикăпа хулан наципе культура автономийӗсемпе çыхăну тытатпăр.
– Пушкăртстан чăвашӗсен йăли-йӗркисене уçса паракан материалсене хăçан пухма пуçларăр? Çак енӗпе грантсем илме май килчӗ-и?
– Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен йăли-йӗркисемпе интересленесси диссертаци теминчен пуçланчӗ. Виле пытарассипе тата асăнассипе çыхăннă йăла-йӗрке терминологийӗпе сăмахлăхне тишкернӗ май халăх сăмахлăхӗн ытти жанрӗсемпе те кăсăкланнă. Унсăр пуçне вӗренÿ программи тăрăх 1-2-мӗш курс студенчӗсем фольклорпа диалектологи практикине иртеççӗ. Хăйсем çуралса ÿснӗ ялта вырăнти калаçу тата фольклор тӗслӗхӗсене пухаççӗ. Пушкăрт чăвашӗсен иксĕлми халăх сăмахлăх пуянлăхӗ чӗрӗк ӗмӗр тăршшӗ пухăнса пынă. Çавăн пекех 2014 çултан пуçласа филиал студентсене ăслăлăх экспедицийӗсене явăçтара пуçларӗ. Июнь уйăхӗнче факультетсенчи студентсен ушкăнӗсем экспедицисене тухса çÿре пуçларӗç. Вĕсенчен ялан пуян та паха фольклор материалӗсемпе таврăнатăн. 2015-2017 çулсенче «Пушкăрт Республикинчи чăвашсен фольклорпа диалектологи атласӗ» (ертӳçи – Лариса Валерьевна Коротаева) проект РГНФ грантне тивӗçсен ăслăлăх экспедицисене тухса çӳрерӗмӗр, чылай материал пухрăмăр. 2019 çулта манăн «Пушкăрт Республикинчи чăвашсен туй йăли-йӗркин лексики» ятлă проект Раççейӗн фундамент тӗпчев фончӗн грантне тивӗçрӗ. Асăннă темăпа Çтерлӗ филиалӗн чăваш тата тутар филологийӗн кафедрин преподавателӗсем – Л.А. Афанасьева, Н.С. Карпова, Л.В. Коротаева – 2019-2021 çулсенче тӗпчев ирттерсе туй йăли-йӗркипе лексикине, юрри-такмакӗсене пухрăмăр.
– Лира Аркадьевна, эсир – преподаватель, куратор, доцент, филологи наукисен кандидачӗ, Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийӗн академикӗ… Професси ӗçӗ-хӗлӗ шайӗнче тата мӗнпе интересленетӗр?
– Юлашки вăхăтра чăваш халăх тумӗпе, капăрлăхӗпе кăсăкланатăп. Çак интерес ăслăлăх экспедицисене çÿренӗ май çуралчĕ. Гафури районӗнчи Мракьел ялне экспедицие кайсан авалхи чăваш арăмӗн венчет кӗпипе чӗр çиттине, сурпанӗпе пуç тутрине, капăрлăхне илсе таврăнтăм. Çавăн хыççăн экспедицисенче пулнă май ватăсенчен сурпан е улача кӗпе ыйтса е сутăн илеттӗм. Сисӗнмесӗрех анатри, анат ен тата ту чăвашӗсен халăх тумӗпе капăрлăхӗ пуçтарăнчӗ. Нумаях мар та, çапах Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен этнографи ушкăнӗсен тумне куравсенче тăратмалăх пур. Унсăр пуçне хăçан та пулин кирлӗ пулӗ тесе чăвашсен ăс-пурлăх культурипе çыхăннă экспонатсене пухатăп.
– Преподаватель пулма çăмăл-и? Йывăрлăхсем пурпӗрех сиксе тухаççӗ пулӗ? Хăшӗсемпе ытларах тӗл пулатăр?
– Çăмăл мар, паллах, мӗншӗн тесен аслă шкулта вӗрентӳ системине алла илесси пӗр-икӗ çулта пулса пымасть. Студентсене пӗлÿ панисӗр пуçне наука ӗҫ-хӗлне те ертсе пымалла. Вӗсене те ăслăлăх ани çине тăратмалла, тӗпчев ӗçне явăçтармалла.
Вӗрентÿ ӗçӗнче малтанхи çулсенче вӗренÿ кӗнекисемпе илемлӗ литература сахал пулни самаях йывăрлăхсем кÿчӗ. Программăна кӗртнӗ чылай илемлӗ литературăна ялтан илсе килме тиврӗ. 60-70-мӗш çулхи кăларăмсемпе усă курмаллах пулчӗ. Вӗрентÿ программисене Чăваш Республикин аслă шкулӗсенче усă куракан программăсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Халӗ интернет уçлăхне пула чылай çăмăллăх пур.
– Хăвăр пурнăçăрта миçе кӗнеке вуланă? Тен, питӗ нумай?
– Шутламан. Аслă шкулта вӗренекен хайлавсене, паллах, вуланă. Çӗнӗ кӗнекесемпе тÿрех паллашма май тата вăхăт çукки чăрмантарать.
– Лекцисенче каланинчен эсир пурне те вуланă-и?
– Лекцинче паракан хайлавсене, паллах, вуланă.
– Гуманитари пӗлӗвӗпе практикăра туллин усă курма май çук текен шухăш пур. Эсир çакăн пирки мӗн шутлатăр?
– Критиксем гуманитари пӗлӗвӗпе преподаватель ӗçӗ-хӗлӗнче, журналистикăра е литература пултарулӑхӗнче ытларах усӑланма пултарни ҫинчен калаҫҫӗ. Гуманитари пӗлӗвӗн практика пӗлтерӗшӗ анлăрах. Унпа тӗрлӗ енлӗн усă курма май пур. Пӗрремӗшӗнчен, гуманитари пӗлӗвӗ аналитикăллă шухăшлава аталантарать. Информацие тишкерме, логика шухӑшӗсене йӗркелеме пӗлни – ӑслӑлӑхра кӑна мар, бизнесра, маркетингра е политикӑра та кирлӗ. Унсăр пуçне гуманитари пӗлӗвӗ культурăн тӗрлӗ енӗсене ӑнланассине аталантарать. Уйрӑмах ӳссе пыракан глобализаци условийӗсенче хальхи пурнӑҫӑн культурӑпа унăн пахалӑхне ӑнланни пӗлтерӗшлӗ. Юлашкинчен гуманитари пӗлӗвӗ коммуникацие тата ҫыру хӑнӑхӑвӗсене аталантарать. Çакӑ тӗрлӗ профессин ӗҫ-хӗлӗнче кирлӗ. Хӑвăн шухӑшусене аудитори умӗнче уҫҫӑн каласа пама, ыттисене ӗнентерме тата хавхалантарма пултарни паянхи куншăн паха хӑнӑху шутланать. Çавăнпа та гуманитари пӗлӗвӗпе практикăра туллин усă курма май çук текен шухăшпа пӗртте килӗшместӗп.
– Сире август уйăхӗнче Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев хăйӗн указӗпе «Чăваш Республикин тава тивӗçлĕ вĕренÿ ĕçченĕ» ята пани çинчен пӗлтерчӗ. Çак пысăк наградăна мӗнле йышăнтăр? Мӗнле кăмăлсем çуралчĕç.
– Ӗпхÿ наука тата технологисен университечӗн Çтерлӗ филиалӗнче ӗçлеме пуçлани 27 çул çитрӗ. Çав вăхăт хушшинче тунă çитӗнÿсене Чăваш Республики шайӗнче пысăка хурса хаклани калама çук пăлхантарать те савăнтарать, ӗçлес кăмăла çӗклентерет.
– Лира Аркадьевна, тавах вăхăт тупса чунăра уçса панăшăн. Сире тата тутарпа чăваш филологи кафедринче вăй хуракан преподавательсене çитес уяв ячĕпе саламлатпăр. Малашне те тăван чĕлхе, культура аталанăвĕшĕн ырми-канми ĕçлеме Турри вăй-хал патăр.
Ирида НОВИКОВА калаçнă. Çтерлĕ хули.