Конкурс вĕренекенсен пуçарăвĕсене пурнăçлама пулăшать. Проекта 14 çула çитнĕ ачасем хутшăнма пултараççĕ.
Республикăра иртекен конкурса кашни шкултан пĕр проект-сĕнÿ яма пулать. Малтан ăна шкулта вĕренекенсем хăйсем сÿтсе яваççĕ. Лартнă тĕллеве пурнăçлама ачасен тăрăшулăхĕ пулăшĕ. Вĕсен проекчĕсенче кану пÿлĕмĕ йĕркелемелли, музыка тата телевидени студийĕсем уçмалли, медиа-центрсем, кино курмалли залсем, спортпа сывлăха çирĕплетмелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ кĕтессене уçмалли, шкулăн шалти интерьерне çĕнетме пулăшакан проектсем тĕпре тăраççĕ.
Çĕнтерÿçĕсене республика паракан субсидин калăпăшĕ – 500 пин тенкĕ. Асăннă проектра вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕсен канашĕсем, усламçăсемпе ытти харпăр хастарсем хутшăнма пултараççĕ.
Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнчи вĕренекенсем суйлава 6 проект сĕнчĕç: «Информаци вулавĕн центрĕ», «Чĕлхе пĕлĕвĕн кабинечĕ», «Спорт кĕтесĕ – сывлăха çирĕплетмелли пĕрремĕш утăм», «Шкулти мини-типографи», «Кану кĕтесĕ», «Акт залĕ – аталану территорийĕ».
Пĕтĕмĕшле сасăлав хыççăн «Акт залĕ – аталану территорийĕ» проект çĕнтерчĕ. Асăннă проект пурнăçа кĕрсен чăваш гимназийĕшĕн пысăк çитĕнÿ тата аталану пулĕ.
Лидия СТЕПАНОВА, чăваш гимназийĕн вĕрентекенĕ.
Пелепей хули.