Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Мартӑн , 11:30

Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ

Пелепей хулинчи чăваш гимназинче çак кунсенче «Шкулти воспитанипе вĕрентÿ ĕçĕнче социаллă партнерсемпе ĕçлесси» темăпа канашлу иртрĕ. Вăл икĕ пайран тăчĕ – теори тата практика. Унăн ĕçне районти шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем хутшăнчĕç.

Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ

Вĕрентÿ процесĕнче çуралакан çивĕч ыйтусене тепĕр чухне шкул хăй çеç татса параймасть. Çавна пула пĕтĕм обществăна явăçтарма тивет. Социаллă партнерлăх шăпах çак ĕçе пурнăçа кĕртме пулăшать те. Шкул хăй ирĕкĕпе усă паракан пĕр тан праваллă хутшăнусене суйласа илет. Çав хутшăнусем шкул ачине аталантарс ĕçре икĕ ене те кăсăклантаракан никĕс çинче çирĕпленеççĕ. Кунта сăмах предприяти-учрежденисемпе, обществăлла организацисемпе, МИХсемпе, культура, социаллă пулăшу паракан
учрежденисемпе, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе хутшăнса ĕçлени пирки пырать.
Канашлу акт залĕнче республикăри пĕртен-пĕр чăваш гимнази çинчен ÿкернĕ видеофильма пăхнинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн пухăннисене гимнази директорĕ Фидалия Молчанова саламларĕ, кĕскен канашлун тĕп теми çинче чарăнса тăчĕ, ăнăçу сунчĕ.
Вĕрентÿ учрежденийĕпе пĕр-пĕрне хире-хирĕçле пайта (выгода) парса ĕçлес кăмăллисем гимназин чылай. Çав шутра хулари «БелЗАН» завода, Пелепейри «Хисеп палли» орденлă сĕт комбинатне, районти чăваш наципе культура автономине, «Урал сасси» хаçат редакцине, Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар-чăваш кафедрине тата ыттисене те асăнма пулать. Канашлура вĕсен представителĕсем пурте пулаймарĕç пулсан та хăшĕ пĕрисем вăхăт тупса тĕлпулăва хутшăнчĕç. Педагогсен умĕнче «БелЗАН» акционерлă общество директорĕн кадрсемпе тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Руслан Алматаев, Пелепей районĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Яковлев, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн
преподавателĕ Лариса Коротаева доцент (куçăм мелпе) тухса калаçрĕç. Вĕсем обществăшăн тĕрлĕ енлĕ аталаннă граждансем çитĕнтерес тесен вĕрентÿпе воспитани ĕçне пĕр шкул çине çеç тиени вырăнлах маррипе килĕшрĕç, май çитнĕ таран çак пархатарлă пулăма хутшăнма шантарчĕç.
Воспитанипе вĕрентÿ ĕçĕнче социаллă партнерсемпе чăваш гимнази мĕнле ĕçлени çинчен тĕплĕнрех директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Полина Кирилова каласа пачĕ.
- Раççей Федерацийĕн «Вĕрентÿ саккунĕпе» тата Воспитани енĕпе ĕçлемелли федераллă ĕç программипе килĕшÿллĕн кашни шкултах хăйĕн воспитани программи пур. Ку программăн пĕр модулĕ шăпах социаллă партнерлăха аталантарассипе тата унпа вĕрентÿ процесĕнче усă курассипе çыхăннă. Социаллă партн́ерлăх кашни еншĕн те тĕллевлĕ, ирĕклĕ, икĕ ене те тивĕçтермелле. Партнерсен хастарлăхĕ пĕрле ирттерекен мероприятисенче, уявсемпе акцисенче, проектсенче, тĕрлĕрен ирттерекен уроксенче, профориентаци енĕпе ĕçленĕ чухне, ветерансене, СВОна хутшăнакан салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсене, ачисене саламланă, пулăшнă çĕрте палăрать. Çакăн пек ĕçленин усси те пысăк пулмалла – ачасем пĕчĕкренех курса, пĕлсе, хутшăнса, тĕрлĕ енлĕ аталанса хамăр çĕршывшăн тивĕçлĕ граждансем пулса ÿсмелле, - терĕ Полина Геннадьевна.
Канашлун иккĕмĕш пайĕнче «Тĕл перекен», «Лила» вăйăсем, «Сиплĕ апат» темăсемпе мастер классем йĕркелерĕç. Вĕсене Алексей Емельянов вĕрентекен, Гульфия Нугуманова шкул çулне çитмен ачасен воспитателĕ тата хулари «Чешский дворик» ресторанăн шеф-поварĕ Ирма Фаилодзе ертсе пычĕç. Вĕрентекенсемшĕн алла пăшал тытса пăхма, ача садĕнчи шăпăрлансен кулленхи пурнăçĕпе паллашма тата сĕтел çинчи тутлă апатăн рецепчĕсене ăша хывма кăсăк та кăмăллă пулчĕ.
Анлă та пĕлтерĕшлĕ мероприяти вĕренекенсемпе вĕрентекенсен «Раççей хĕçрен пуçланман …» ятлă концерт программипе вĕçленчĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пелепей хули

Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Социаллă партнерлăх – шкул аталанăвĕн инструменчĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: