1995 çулта, професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн, аслă шкула вĕренме кĕрес тĕллевпе Çтерлĕ хулине çитнĕ. Алевтина экзаменсене анăçлă тытнă, каллех студент пулса тăнă, Зайнаб Биишева ячĕллĕ Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнчи филологи факультетĕнче ăс-хакăла тарăнлатма пуçланă. 2001 çулта Алевтина Никифорова «Тăван (чăваш) чĕлхипе литература, вырăс чĕлхипе литература» специальноçа алла илнине çирĕплетекен дипломлă специалист пулса тăнă.
– Эпĕ вĕрентекенсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Тен, çавăнпа та учитель профессине суйласа илтĕм. Унсăр пуçне мана ачасемпе ĕçлеме çав тери килĕшет. Уйрăмах вĕренекенсене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме, шырама, пĕтĕмлетÿсем тума май паракан пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме. Мана пулăшакан, вăй парса тăракан асамлă хăват – анне Мелания Тихоновна Никифорова. Çавăншăн эпĕ ăна чунтан тав тăватăп, юрататăп, – тет Алевтина Николаевна.
Алевтина Николаевна 2001 çултан пуçласа 2008 çулччен Çтерлĕ районĕнчи Чуртан ялĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. 2009 çултанпа асăннă шкултах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. 2006-2009 ҫулсенче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн должноçне йышăннă. А.Н. Укрюкова – аслă квалификациллĕ учитель. Пултаруллă та пуян опытлă вĕрентекен муниципалитет шайĕнче иртекен олимпиадăсемпе конкурссен ĕçĕсене тĕрĕслекен жюри пайташĕ пулнине те палăртса хăвармалла.
Алевтина Николаевнăна район администрацийĕн тата вĕренÿ пайĕн Хисеп хучĕсемпе наградăланă. Унăн вĕренекенĕсем муниципалитет шайĕнче те, регионсем хушшинче те иртекен конкурссене хастар хутшăнаççĕ, парнеллĕ вырăнсем йышăнаççĕ. А.Н. Укрюкова «Шырав» наукăпа практика конференцийĕн призерĕ пулса тăнă. Унта вĕрентекен жюри сучĕ умне «Фетртан пуканесен театрне тăвасси» мастер-класс тăратнă. 2023 çултанпа вăл ачасене воспитани парас енĕпе директорăн канашçи пулса ĕçлет. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 22 çулпа танлашать.
Ирида НОВИКОВА.
Çтерлĕ районĕ, Чуртан ялĕ.