Пур хыпар та
Вĕрентÿ
27 Августӑн , 09:48

Педагогсен канашлăвĕ хыççăн тунă пилĕк пĕлтерĕшлĕ йышăну

Август уйăхĕн 17-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче иртнĕ республика шайĕнчи педагогсен августри канашлăвне Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров хутшăннă. Йăлана кĕнĕ мероприяти власть представителĕсемпе педагогсене çивĕч ыйтусене татса пама, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн тĕллевсем лартма май парать. Кăçал çакăн йышши йышăнусем тунă.

Педагогсен канашлăвĕ хыççăн тунă  пилĕк пĕлтерĕшлĕ йышăну
Педагогсен канашлăвĕ хыççăн тунă пилĕк пĕлтерĕшлĕ йышăну

Вĕрентекенсем валли санаторисенче канма путевкăсем уйăрасси
Радий Хабиров вĕрентекенсене республикăри санаторисене икĕ эрнелĕх путевкăсем парас тĕллевпе тăкаксен пĕр пайне саплаштарма укçа-тенкĕ уйăрма сĕннине педагогсем алă çупса йышăннă. Вĕсен ĕçĕ питĕ йывăр, çакăн йышши пулăшу, паллах, сывлăха çирĕплетет. Республика ертÿçи профильлĕ министерствăсене çак ыйтăва сÿтсе явма тата уйăх хушшинче сĕнÿсем тăратма хушнă.
– Бюджет çине пысăк «тиев» лекет, çулталăкра мĕн чухлĕ укçа уйăрма пултарнине курăпăр. Хăй вăхăтĕнче ку практика пулнă. Учительсемшĕн кашнинчех мĕн те пулин лайăххине тумалла, – тенĕ Радий Хабиров.
– Путевкăсем парасси – питĕ лайăх шухăш. Çакă учительсене çĕнĕ çитĕнÿсем тума тата коллективра ăшă лару-тăру йĕркелеме хавхалантарĕ, – палăртнă пушкăрт чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Лейсан Сафиуллина. Шăпах вăл пĕлтĕр «Остаз» («Наставник») конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Танып» санаторие кайма путевка илнĕ. – Санатори пире савăк кăмăл-туйăм парнелерĕ. Çакă ÿт-пĕве кăна мар, пуçа та кантарма пулăшрĕ. Çавăн пекех эпир хамăр командăна пĕр тĕвве пухас тĕллевпе пĕрле нумай вăхăт ирттертĕмĕр. Çĕнĕ проектсем хатĕрлес тĕлĕшпе тăратнă сĕнÿсене сÿтсе яврăмăр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрăмăр. Çакăн йышши çул çÿревсем чăннипех хавхалантараççĕ, професси шайне ÿстерме пулăшаççĕ.

«Патриот» паркăн филиалĕсене уçасси
«Патриот» çарпа патриотизм паркĕн пĕтĕм республикипе темиçе филиал уçăлĕ. Кăçал Çтерлĕпуç районĕнчи «Орленок» ача-пăча лагерĕн никĕсĕ çинчи филиала хута ярĕç. Çитес çулта Киги районĕнче тата тепĕр филиал ĕçле пуçлĕ, каярах – Баймак районĕнчи Культабан ялĕнче. Радий Хабиров ăнлантарса панă тăрăх, «пирĕн тĕллев – аслă классенче вĕренекенсемпе колледж студенчĕсем валли «Патриот» паркра пилĕк кунлăх курссем ирттересси, кирлĕ пĕлÿ парасси». Ятарлă çар операцине пулăшу пани педагогсен ĕçĕнче тĕп юхăмсенчен пĕри пулса тăрать.

Шкулсем хăпартассипе тата вĕсене тĕпрен юсассипе Пушкăртстан çĕршывра малти вырăнсене йышăнать. Юлашки пилĕк çул хушшинче регионта 22 пин вырăнлăх 44 шкул хăпартнă. Кăçал тата виççĕшне хута ярĕç – Ĕпхÿри «Йондоз» вĕренÿ центрĕ, Иглин салинчи 1 225 вырăнлăх пĕлÿ çурчĕ тата Туймазăри 500 ача вырнаçмалăх 5№ вăтам шкул. Концесси килĕшĕвĕсен шайĕнче тата çичĕ пысăк шкул хăпартаççĕ. Президент программи тăрăх икĕ çул хушшинче Пушкăртстанра 140 вĕренÿ ҫуртне тĕпрен юсанă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ултă шкул уçăлĕ, 2025 çулта – 25.

Вĕрентÿ процесĕн пахалăхне малалла ÿстерни
Юлашки çулсенче Пушкăртстан вĕрентÿ пахалăхĕ енĕпе рейтингра 54-мĕш вырăна хăпарнă, 71-тен 17 вырăн куçнă. 2024 çулта республика шкул ачисем хушшинче йĕркеленĕ ăс-тăн олимпиадин кăтартăвĕсем енĕпе Атăлçи федераллă округра виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин çĕнтерÿçисемпе призерĕсен шучĕпе улттăмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех кăçал регион ППЭ пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх рекордлă çĕр баллă ĕçсен шучĕпе палăрнă – 155. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, икĕ хут нумайрах. Шкул вĕренĕвне пулӑшу парас тĕлĕшпе комплекслă ĕçленĕрен çакăн пек кăтарту тума пултарнă: вĕренÿ заведенийĕсенчи пурлăхпа техника никĕсне аталантарни, пултаруллă учительсемпе вĕсен воспитанникĕсем валли грантсем хута яни. Регион пуçлăхĕ хушнипе пултаруллă çамрăксемпе ĕçлеме республикӑра Еврази НОЦ аслă шкулсен хушшинчи студентсен кампусĕн никĕсĕ çинче олимпиада юхăмĕн центрне йĕркелĕç.
Республика ачасене пĕр харăсах темиçе чĕлхене вĕрентессине, полилингваллă вĕренĕве аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи кун Пушкăртстанра вырăс, пушкăрт, тутар тата мари чĕлхисемпе вĕрентекен сакăр шкул ĕçлет. Планра – чăваш тата удмурт гимназийĕсене уçасси.
Çавăн пекех канашлура вĕренÿ программине çĕнетес ыйтусене те сÿтсе явнă. Кунта «Хăрушсăрлăх тата Тăван çĕршыва хÿтĕлемелли никĕссем» çĕнĕ предмет хута ярасси, ĕç, физика, химипе биологи предмечĕсене аталантарасси пирки сăмах пырать. Çакăн валли 2024 çултан пуçласа кашни çул 50 шкулăн пурлăх никĕсне çирĕплетĕç, тата 70-не физикăпа хими, биологи урокĕсенче усă курмалли лаборатори оборудованийĕсемпе тивĕçтерĕç.

Рабочи специальноçĕсене пысăк тимлĕх уйăрни
Шкулсене кăна мар, республикăри колледжсене те модернизаци пырса тивнĕ. Вĕсенче паянхи саманана тивĕçтерекен мастерскойсем уçăлаççĕ, çĕнĕ оборудованисем илсе килеççĕ, вĕренÿ корпусĕсемпе общежитисене юсаççĕ. Юлашки 30 çул хушшинче професси пĕлĕвĕн системине çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрма пуçланă – çулталăкне вăтамран 500 млн тенкĕ. 2022 çулта Пушкăртстан çĕршыври субъектсенчен пĕрремĕш пулса «Профессионалитет» федераллă проект суйлавĕ витĕр ăнăçлă тухнă. Проектăн тĕллевĕ – ĕç рынокĕнче тата пĕр-пĕр предприятире чăтăмсăррăн кĕтекен квалификациллĕ специалистсем хатĕрлесси.
Регион ертÿçин сăмахĕсем тăрăх, професси пĕлĕвĕ паракан колледжсене аталантарни – пĕлтерĕшлĕ юхăм: промышленноçра ĕç алли çитмест, колледжсем – экономика валли кадрсем хатĕрлекен вырăн. Çак ыйтăва татса парас тĕллевпе республика колледжĕсенче профильлĕ специалистсем хатĕрлекен вырăнсене 580 çынна çити ÿстернĕ. Тĕллев – çак цифрăна 2-3 пине çитересси.

Çĕнетнĕ меню
Пилĕк çул каялла шкул апатланăвĕнче усă курнă вырăнти апат-çимĕçĕн кăтартăвĕ пĕчĕк пулнă – тинĕс леш енчи шăнтнă буйвол ашне аса илер! Телее, лару-тăру улшăнчĕ. Тĕслĕхрен, 2019 çулта пушкăрт производителĕсем туса кăларнă аш-какайпа шкул апатланăвĕнче 7,7% çеç усă курнă, кăçал çак кăтарту 90 процентран иртнĕ. Ачасем чăн-чăн пушкăрт сĕчĕ ĕçеççĕ. Апат-çимĕç пахалăхĕпе çыхăннă ыйтăва татса панă чух шкул поварĕсем ачасемшĕн усăллă тата вĕсене илĕртекен апатсем хатĕрлеме пуçларĕç. Халӗ менюна халиччен пулман наггетссем, ялти пек пĕçернĕ çĕр улми, сырниксем, фреш-коктейльсем тата ыттине те кĕртеççĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: