Пур хыпар та
Вĕрентÿ
28 Августӑн , 11:05

«Эпĕ хама ырă ят тăвассишĕн çунмастăп»

Учитель обществăшăн чи кирлĕ те тĕп вырăн йышăнакан професси. Вăл çитĕнекен ăру аталанăвĕшĕн, çĕршыв пуласлăхĕшĕн яваплă. Тăван чĕлхе учителĕн яваплăхĕ тата та пысăкрах, мĕншĕн тесен вăл культурăпа йăла-йĕрке управçи тата тĕпчевçи шутланать. Паянхи номерте сире Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри шкулĕнче тăрăшакан Марина Ильинапа паллаштарасшăн.

«Эпĕ хама ырă ят тăвассишĕн çунмастăп»
«Эпĕ хама ырă ят тăвассишĕн çунмастăп»

– Марина Станиславовна, хăвăрпа кĕскен çеç паллаштараймăр-ши? Ăçта çуралнă, вĕреннĕ? Хăш вăхăтран тата ăçта ĕçлеме пуçланă?
– Эпĕ Ермеккей тăрăхĕнчи Уйăлка ялĕнче 1977 çулта çуралнă. Эрехĕрри ялĕнче ÿссе 9 класс пĕтернĕ хыççăн Пелепейри педагогика училищинче чăваш ушкăнĕнче вĕренсе тухнă. Унтан Пушкăрт патшалăх университетĕнче географи факультетне пĕтертĕм. Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрринчи вăтам шкулта 1996 çултанпа ĕçлетĕп. Халĕ чăваш чĕлхипе литература, географи тата хими урокĕсене, таврапĕлÿ кружокĕ ертсе пыратăп.
– Учитель профессине суйласа илесси мĕнрен пуçланчĕ?
– Эпĕ пĕчĕкренех вĕрентекен пулас тесе ĕмĕтленеттĕм. Пуканесене, йăмăка сĕтел хушшине лартса вĕрентеттĕм. Манăн асатте, Георгий Иосифович Андриянов, Пăслăк, Эрехĕрри, Уйăлка ялĕсенче чаплă учитель пулса ĕçленине аттепе асанне каласа паратчĕç. Асатте вĕрентекен ĕçĕ йывăр та яваплă пулнине асăрхаттарнă пулсан та чун пурпĕрех педагог пулассишĕн çуннă.
Учитель ĕçĕ килĕшнĕрен, ăна чун-чĕререн пурнăçланăран вăл мана киленĕç кÿрет, манăн тĕнче, пурнăçри тĕп ĕç пулса тăрать. Вĕрентекен – вăл çутă маяк. Унăн çути вĕренекенсен малаллахи пурнăçне çутатса тăтăр тесен санăн яланах вĕресе тăмалла, çĕннине шырамалла. Шыратăп, тăрăшатăп, малалла талпăнатăп...
– Тăван чĕлхене вĕрентес ĕç сирĕн шкулта мĕнле пурнăçланать? Сехетсен шучĕ?
– Сехетсем сахал çав, ачасене калаçма, чăвашла вĕренме çителĕксĕр. 5-9 класра чăваш чĕлхипе литература урокĕсем эрнере икшер сехет çеç, 10-11 класра та çавăн чухлех. Маларах тăватă сехет уйăратчĕç. Кăçал тата пиллĕкмĕш классене çиччĕмĕшсемпе пĕрлештерчĕç. Пĕр класра тăван чĕлхе урокĕ,тепринче литература илсе пымалла.Çав кĕске вăхăтра мĕнле пĕлÿ парса ĕлкĕрмелле?
– Ачасем мĕнле кăмăлпа вĕренеççĕ?
– Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ тĕрлĕрен. Пĕрисене ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкренех вырăсла калаçма хăнăхтарать, ачан чĕлхине хуçать. Вĕренекенсен хушшинче чăвашсем кăна мар, тĕрлĕ халăх ачисем те пур. Çав шутра та чăвашла калаçма вĕренес текенсем тупăнаççĕ. Пĕрисем хăйĕн тăван чăваш чĕлхине те ăша хывасшăн мар, теприсем юратса, хавхаланса вĕренеççĕ, мĕнпур мероприятисене хутшăнаççĕ.
– Марина Станиславовна, эсир хастар пулнине, тăтăшах мероприятисене, конкурссемпе ăмăртусене хутшăннине ĕçтешĕрсем те çирĕплетеççĕ. Юлашки çулсенчи ачасен тата хăвăр çитĕнĕвĕрсем çинчен каласа парсамăр.
– Эпĕ 15 çул ĕнтĕ чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса вăй хуратăп. Вĕренекенсемпе тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнатпăр. Кăçал Полина Макеева (9 класс) Пишпÿлек районĕнче иртнĕ «Чăваш пики-2024» конкурсра «Ăстапи пике» номинацинче çĕнтерчĕ, «Янравлă чĕрĕ сăмах» ăмăртура 1 вырăн йышăнчĕ. Республика шайĕнчи чăваш чĕлхи олимпиадинче кăçал пирĕн шкултан Яна Харисова (10 класс), Полина Макеева (9 класс) призёрсем пулчĕç, Пĕтĕм чăваш диктантне 9 класри Полина Макеевапа Дарья Семёнова «пиллĕк» паллăпа çырчĕç. Республика шайĕнчи онлайн-олимпиадăра Тимур Зарянов (7 класс) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Наукăпа практика конференцийĕсене, йăла-йĕрке уявĕсене хаваспах хутшăнатпăр. Кăçал Чăваш чĕлхи кунĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен районти методика пĕрлешĕвĕ пирĕн шкулта пухăнчĕ. Наци костюмĕ кунне çулталăкне темиçе хут ирттеретпĕр, «Эпĕ наци костюмĕпе вĕренетĕп», «Чăваш чĕлхи учительне саламлатăп» акцисене хутшăнатпăр, çывăхри чăваш ялĕсенчи таврапĕлÿ музейĕсене çитсе куратпăр. Таврапĕлÿ кружокĕнче ачасене сăвă-калав хайлама, сочиненисем çырма, юрра-ташша вĕрентетĕп.
– Мĕнле майсемпе, меслетсемпе усă курса ачасене чăваш чĕлхине юратма, вĕренме хавхалантаратăр?
– Чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайĕ каланă: «Тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçасси, тĕрĕс çырасси çыннăн культура шайĕ. Тăван чĕлхене упрар, ăна ÿсме пулăшар. Пире пурсăмăра та сăмах мулĕ кирлĕ. Çав мул пирĕн пысăк, вăл тата пысăкрах пултăр. Тăван чĕлхе пуянлăхĕшĕн, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшăр». Эпĕ вĕренекенсене çакна асра тытса тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантаратăп. Çавăнпа манăн педагогикăри тĕп шухăшăм ачасенче чăвашлăх туйăмне аталантарасси пулса тăрать.
Пурнăç улшăнса, вĕренÿ меслечĕсем çĕнелсе пынă май вĕрентекен аталанса пымасан ăнăçу пуласси пирки ĕмĕтленмелли çук. Вĕрентес тесен хамăн та нумай вĕренес пулать. «Пурнăçра чи кирли – хамăрăн опыт» тенĕ Вальтер Скотт. Çак сăмахсене тĕпе хурса çулсеренех профессири ăсталăха ÿстерсе пыратăп. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ илме, пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантарма, чăвашлăхпа тапакан чĕресене хастар пулма хавхалантарса пынă май шкул ачисемшĕн хам тĕслĕх пулма тăрăшатăп.
– Вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене чăваш чĕлхине вĕрентесси пирки мĕн сĕннĕ пулăттăр? Ачасене тата мĕн каласшăн?
– Тен, малтан амăш чĕлхипе таса калаçма хăнăхтармалла, ÿсерехпе ача хăех тĕрĕс çул суйласа илĕ. Тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Пĕчĕк чун хăй ăнланмасăрах ют чĕлхене йышăнма пуçлать. Ман шутпа, ку тĕрĕс мар. Тăван чĕлхе пулăшнипе эпир пурнăçа ăнланатпăр, çут çанталăк илемне курма хăнăхатпăр, шухăшлама вĕренсе пыратпăр, тавралăхри илемпе киленетпĕр. Ман шутпа, тăван чĕлхене хисеплени вăл тăван халăха хисеплени пулать. Чăваш чĕлхин тасалăхне упрасси чи малтанах çемье ăшшинчен, атте-аннерен нумай килет. Ашшĕпе амăшĕ ачине чăвашла сăпка юррипе ÿстереççĕ пулсан, çав ача епле унăн ачашлăхне манма пултарĕ-ха. Хăй вăхăтĕнче ача тăван чĕлхе илемне туйманран, курма пултарайманран çавăн пек ачасем çитĕнсе пыраççĕ теес килет манăн.
Чăваш чĕлхин ĕмĕрĕ тăсăласси пуринчен те килет. Эпĕ çакна туятăп, ăнланатăп, çавăнпа та шанатăп чăваш пĕтмессине. Ку чĕлхепе манăн тăвансем калаçнă, хам та калаçатăп, ачасене те пуплеме вĕрентетĕп. Мĕншĕн тесен пурнăçра кашни ăрăвăн ăс-хакăл пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать. Халăх юрри-сăввинче, юмах-халапĕнче этемшĕн Тăван çĕршыв чи хакли пулни уйрăммăнах уççăн палăрса тăрать. И.Я. Яковлевăн чĕлхи халь те хăйĕн вăйне çухатман тесе шутлатăп. Шанатăп, нÿрлĕх кеммест − йăмра йывăçĕ вилмест, чăваш чĕлхи аталанать – халăх ĕмĕр пурăнать. Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, сумлă та телейлĕ малашлăхĕ. Петĕр Хусанкай каланă сăмахсемпе килĕшсе тăван чĕлхене пуç таятăп:
«Килте, ютра-и эп – кирек ăçта та,
Кирек хăçан та тав тăвап ăна:
Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп,
Шухăшлама вĕрентрĕн эс мана».
Ахаль мар И.Я. Яковлев «Икĕ чĕлхе – икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс» тенĕ. Апла пулсан тĕнче çине ăслăрах, тарăнрах, анлăрах пăхар. Тăван чĕлхе – тăван çĕршывăмăр, аннемĕр… Эппин, пурин те пирĕн пархатарлă ывăл-хĕр пуласчĕ.
– Вĕренекенсен хушшинче сирĕн çулăрпа каякансем, чăваш чĕлхи учителĕ профессине суйласа илекенсем пур-и?
– Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ кăна мар, учитель профессине суйласа илекенсем те юлашки вăхăтра çукпа пĕрех, мĕншĕн тесен ĕçĕ нумайланса, яваплăхĕпе компетентлăхĕ пысăкланса пырать. Ваттисем ĕлĕкех çынсем сана пĕр çул асра тытчăр тесен тулă ак, вунă çул пулсан – йывăç ларт, ĕмĕр асра юлас тесен халăха вĕрент тенĕ. Эпĕ хама валли ырă ят тăвассишĕн çунмастăп, ачасен чĕрисене чĕртме талпăнатăп. Хам акнă ырă вăрлăхран ырă çимĕç пуласса шанатăп. Малашне те ĕçе чун-чĕрепе парăнса, ачасене юратса вĕсемпе пĕрле яланах вĕренсе пырăп, çĕннине шырăп. Тăрăшса ĕçлекеншĕн – çул уçă. Çапла пулăр!
Инга АЛЕКСЕЕВА калаçнă.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

«Эпĕ хама ырă ят тăвассишĕн çунмастăп»
«Эпĕ хама ырă ят тăвассишĕн çунмастăп»
«Эпĕ хама ырă ят тăвассишĕн çунмастăп»
«Эпĕ хама ырă ят тăвассишĕн çунмастăп»
«Эпĕ хама ырă ят тăвассишĕн çунмастăп»
«Эпĕ хама ырă ят тăвассишĕн çунмастăп»
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: