Пĕлÿ кунĕнче, сентябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕн çĕнĕ нумай функциллĕ вĕрентÿ центрĕ хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Çав кун кунта халăх йышлă пухăннăччĕ. Чаплă хăнасен шутĕнче Ермеккей район администраци пуçлăхĕ Ильшат Райманов, ПР вĕрентÿпе наука министрĕн çумĕ Альфия Галиева, «Башнефть» ПАО АНК тĕп директорĕн çумĕ - аппарат ертÿçи Вячеслав Клепиков, ПР «Республикăри тĕплĕ строительство управленийĕн» патшалăх предприяти директорĕ Руслан Цагельников, «Строительство фирми-15 Башнефтезаводстрой» тулли мар яваплăхлă пĕрлĕхĕн директорĕ Альфат Хасанов, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ветерансемпе тата çамрăксен политикипе ĕçлекен комисси ертÿçи Борис Гордеев полицин отставкăри полковникĕ, Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономин ертÿçи Владимир Яковлев килсе çитнĕччĕ.
Уяв мероприятийĕ РФ тата ПР патшалăх ялавĕсене хăпартнинчен пуçланчĕ. Çак ĕçе тума вĕренÿ отличникĕсем А. Кириллов, Д. Федорова, Е. Тихонова, К. Сидорова тивĕçрĕç. Чи малтан салам тата тав сăмахĕсене вĕрентÿ сферинче 37 çул тăрăшакан Валентина Дмитриева (паянхи директор) каларĕ. Ермеккей район администраци пуçлăхĕ Ильшат Райманов 2018 çулхи декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕ çинчен астутарчĕ. Ун чух ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров ĕçлĕ çул çÿревпе Ермеккей районне килнĕ. Шкул, клуб çурчĕсенче пулнă хыççăн çĕнĕ шкул хăпартма йышăну тунă, республика пуçлăхĕ хушăва алă пуснă, проект тăвас, подрядчиксене тупас ĕçе йĕркеленĕ.
- Паянхи кун тав сăмахĕсене республика пуçлăхне Радий Хабирова шкул хăпартма хушăва алă пуснăшăн каласшăн, «Башнефть» организацине строительство ĕçĕнче спонсорла пулăшу панăшăн, строительсене, учительсене тав тăвасшăн, - терĕ Ильшат Амирович.
Вăл пĕрремĕш класс ачисене саламласа парнесем панă хыççăн строительство ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕ, ĕçе вăхăтра пурнăçланă «Республикăри тĕплĕ строительство управленийĕн» патшалăх предприятин строительство ĕçне тĕрĕслесе тăракан инженерне Василий Томарова, «Нумай профильлĕ строительство компанин» ООО директорне Раян Ахмадуллина, «Габбро» ООО строительство ĕçĕсен мастерне Олег Саврина тата ĕç производительне Дамир Юсуфбаева Ермеккей муниципаллă район администраци пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Черетлĕ салам сăмахне «Строительство фирми-15 Башнефтезаводстрой» тулли мар яваплăхлă пĕрлĕх директорĕ Альфат Хасанов илчĕ. Вăл шкула газонокосилка парнелерĕ, шкул директорне алăран уçă тыттарчĕ (сăн ÿкерчĕкре).
- Сирĕн çĕнĕ те интереслĕ пурнăç страници уçăлать, кăçалхи çул тата пĕтĕм вĕренÿ процесĕ кăмăллă пулăмсемпе, тĕлпулусемпе, çĕнĕлĕхсемпе пуян пултăр. Эсир пĕрремĕш класра çиччĕн çеç пулсан та пĕр-пĕрипе çывăх тăвансем пек туслă пулма сунатăп, - пуçласа парта хушшине ларакан ачасене саламласа каларĕ вĕрентÿпе наука министрĕн çумĕ Альфия Галиева. - Паянхи кун республикăра икĕ шкул уçăлать. Пĕри сирĕн ялăрта, тепри Туймазă хулинче. Ултă шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ, кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Октябрь уйăхĕнче Иглино ялĕнче тата Ĕпхÿ хулинче уçма палăртатпăр. Раççей тата республика правительствисем вĕрентÿ сферине аталантарма нумай укçа-тенкĕ хываççĕ, халĕ эпир «Вĕрентÿ» наци проекчĕн пилĕк çулхи пĕтĕмлетĕвĕсене тăватпăр.
Альфия Закировна Вĕрентÿпе наука министерстви шкул валли вырăс чĕлхи урокĕсем ирттерме мультимедийлă комплекс уйăрни çинчен пĕлтерчĕ.
Салам сăмахĕсене малалла Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн ветерансемпе тата çамрăксен политикипе ĕçлекен комисси ертÿçи Борис Гордеев полицин отставкăри полковникĕ, Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономин ертÿçи Владимир Яковлев тăсрĕç. Борис Ефимович ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем çынсен, ачасен мирлĕ пурнăçне сыхланине, ачалăх телейлĕ пултăр тесе сыхă тăни, пуçĕсене хуни çинче чарăнса тăчĕ. Владимир Матвеевич шкул библиотекине «Пушкăртстанри чăвашсен кĕске энциклопедине» тата канцеляри хатĕрĕсем парнелерĕ.
Шкул алăкне уçмалли хăйăва касма ПР вĕрентÿпе наука министрĕн çумĕ Альфия Галиева, Ермеккей районĕн администраци пуçлăхĕ Ильшат Райманов, «Башнефть» ПАО АНК аппарат ертÿçи Вячеслав Клепиков, «Строительство фирми-15 Башнефтезаводстрой» тулли мар яваплăхлă пĕрлĕх директорĕ Альфат Хасанов тивĕçрĕç.
Уяв мероприятине «Мерчен» вырăнти чăваш вокал ушкăнĕ «Тăванлăх» юррипе, Раççейпе республика шайĕнчи конкурссен лауреачĕ Рафис Мустахитдинов курайпа кĕвĕ каласа илем кÿчĕç.
Нумай функциллĕ çуртра 40 ачана йышăнмалли шкул, 20 шăпăрлан валли ача сачĕ, искусство шкулĕ, библиотека, клуб вырнаçĕç. Çутă та хăтлă классем, ача сачĕн вылямалли тата çывăрмалли пÿлĕмĕсем, кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтернĕ спортзал, кухня, столовăй, ача-пăчасен вылямалли лапамĕ пурин кăмăлне те кайрĕç. Кунта ĕçлеме, вĕренме, пултарулăха аталантарма пурте пур. Ял, шкул ĕмĕрĕ вăрăм пуласса, çĕнĕ пĕлÿ çуртне каякан ачасем лайăх вĕренсе тухса тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕнессе шанас килет. Шкул пулсан ял сыхланса юлатех.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.
Мансур АРСЛАНОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.