Людмила Павлова 1990 çулта Тинĕскÿл ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Çав çулах И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетне, чăваш филологипе культурин факультетне вĕренме кĕнĕ. 1995 çулта аслă шкула пĕтернине çирĕплетекен диплома алла илсен тăван шкулне чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса таврăннă. Паянхи кун та унтах ĕçлет. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 29 çулпа танлашать.
Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентнисĕр пуçне Л.Н. Павлова таврапĕлÿпе класс тулашĕнчи занятисене, «Азамат» фольклор кружокĕ ертсе пырать. Çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене, хамăр историпе культурăна юратма вĕрентет. Людмила Николаевна ертсе пынипе ачасем тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.
Унсăр пуçне Людмила Николаевна Тинĕскÿл шкулĕнчи Çар Мухтавĕн истори музейĕн ертÿçи шутланать. Паттăрлăх урокĕсем ачасенче патриотизм туйăмне вăратаççĕ. 2023 çулта пултаруллă педагог «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» район конкурсĕнче Паттăрлăх урокĕ ирттернĕ, çавăн пекех ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăра халалласа «Герой парттине» хатĕрленĕ. 2024 çулта «Çĕршыв паттăрĕсем» шкул музейĕсен конкурсĕн муниципалитет тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса парнеллĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă
Людмила Павлова 2010 çултанпа «ПР Вĕрентÿ ĕç отличникĕ» шутланать, икĕ хутчен «РФ чи лайăх вĕрентекенĕсем» премие тивĕçнĕ. 2019 çулта вара ăна вĕрентÿ сферинчи çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.
Людмила Николаевна темиçе çул хушши Пĕтĕмĕшле патшалăх аттестацийĕн тата республикăри чăваш чĕлхипе литература олимпиадин ĕçĕсене тĕрĕслекен, Пушкăртстан Республикинчи халăхсен чĕлхипе юмах калакансен регионсем хушшинчи «Салам, салам, юмах!» конкурссен комиссийĕсен йышне кĕрет, ПР Вĕрентÿпе наука министерствин Вĕрентÿпе методика канашĕн пайташĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.
Л.Н. Павлован вĕренекенĕсем муниципалитет, республика, Раççей шайĕнчи конкурссен, чăваш чĕлхипе литература олимпиадисен çĕнтерÿçисем шутланаççĕ. 2024 çулта 9-11 классенче вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литература олимпиадин республика шайĕнчи тапхăрне хутшăннă. Парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илсе Шупашкар хулинче иртнĕ регионсем хушшинчи тапхăра хутшăннă. Асăннă ăмăртура Александр Яковлев вĕренекен парнеллĕ вырăна çĕнсе илнĕ.
Людмила Николаевна общество пурнăçне те хастар хутшăнать. Вăл - Тинĕскÿлĕнчи культура çурчĕн хăйпултарулăх ушкăнĕн хастар пайташĕ. Çавăн пекех массăлла мероприятисем, концертсем, театр кăтартăвĕсем, конкурссемпе вăйă программисем йĕркелесе ирттерес ĕçре культура ĕçченĕсене тĕрлĕ енлĕ пысăк пулăшу парать, культура сферинче официаллă волонтер шутланать.
2022 çулта Тинĕскÿлĕн пуçаруллă та тăрăшуллă вĕрентекенĕ Ĕпхÿ хулинчи 162 № полилингваллă шкулта Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалласа чăваш чĕлхипе «Тăван чĕлхе – халăх чунĕ» уçă урок ирттернĕ. Ăна «Тăван чĕлхе тĕнчи» порталта кăтартнă.
Вĕрентекен кашни çулах уроксем тата класс тулашĕнчи мероприятисем ирттермелли хатĕрлевсем çырса Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, парнеллĕ вырăнсем çĕнсе илнĕ. 2023 çулхи апрель-июнь уйăхĕсенче педагогика ăсталăхĕн Пĕтĕм тĕнчери «Çулталăк учителĕ – 2023» конкурса хутшăннă, унта финала тухнă.
Людмила Николаевнăна малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Инга КУЗЬМИНА,
Тинĕскÿл шкулĕн директорĕ.
Кармаскалă районĕ.