Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнчи шкулта учитель пулса ĕçленĕ Зоя Данилова тăван чĕлхене упрассишĕн, пуянлатассишĕн тата халăх хушшинчи унăн чыс-сумне ÿстерессишĕн сахал мар тăрăшнă.
Зоя Васильевна Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вунă класс пĕтернĕ хыççăн тăван шкулĕнче аслă вожатăй пулса ĕçлеме тытăннă. Çтерлĕ хулинче педагогика класĕнчен вĕренсе тухсассăн ăна 1964 çулта Усăллă шкулне вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса ĕçлеме янă. Çав вăхăтрах вăл куçăн мар мелпе педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Усăллă ялĕнче хăйĕн шăпине, Владимир Парфирьевич Данилова, тĕл пулнă. Мăшăр пĕр-пĕринпе килĕштерсе 59 çул пĕрле пурăнать.
1993 çулта шкулта тăван чĕлхе учителĕ кирлĕ пулнă. Çапла майпа Зоя Васильевна тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен пулса ĕçлеме тытăннă. Çак йышăнăва тумашкăн, паллах, тăван чĕлхене, культурăна юратни тĕп вырăн йышăннă. Тăван чĕлхе урокĕсене вĕрентме пуçласанах вăл ачасемпе пĕрле авалхи вăхăтра кил-çуртра усă курнă япаласем, чăваш халăхĕн наци тумĕсене пуçтарма тытăннă, шкулта музей кабинечĕ уçнă. Çавăн пекех çыравçă патриот, хамăр ентеш М.Н. Данилов-Чалдун пирки материалсем пухма тытăннă, стенд йĕркеленĕ. Музейри материалсемпе уроксенче те анлă усă курнă. Çыравçа халалласа Усăллă шкулĕнче конференцисем, районти тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем валли «Чăваш литератури урокĕсем урлă ачасене воспитани парасси» семинар ирттернĕ. Ачасене хăй ертсе пыракан тăван чĕлхепе литература урокĕсемпе интереслентерсе чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе илемлĕхне кăтартма, тăван чĕлхепе тăван тавралăха юратма вĕрентнĕ, вĕсене хамăр халăхăн тивĕçлĕ ывăлĕсем туса çитĕнтерме тăрăшнă.
Зоя Васильевна общество пурнăçне те хастар хутшăнатчĕ. Вăл – чăваш культурине халалланă нумай мероприяти пуçаруçиччĕ. 1998 çулта хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр Çтерлĕ хулинче иртнĕ Чăваш наци конгресĕн ларăвне хутшăнчĕ. 1999 çулта вара Çтерлĕ районĕн делегачĕ пулса Ĕпхÿ хулинче иртнĕ республикăри чăвашсен Канашĕн пĕрремĕш съездне кайрĕ. Тăхăр çул хушши ял Канашĕн депутачĕ, «РСФСР педагогика обществин», «Аслă шкулăн наука учрежденийĕсен çут ĕç ĕçченĕсем» пĕрлĕхĕн пайташĕ пулнă. Фестивальсене, съездсене хутшăннă, районти тĕрĕслев ĕçĕсене хак паракан жюри йышĕнче пулнă. 1996 çулта ПР Халăх вĕрентĕвĕн министерстви «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пĕрремĕш учитель» квалификациллĕ категори панă. Зоя Васильевна – РСФСР вĕрентÿ ĕç отличникĕ, ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе тата ытти нумай-нумай Хисеп хучĕпе наградăланă.
Вăтăр çичĕ çул хушшинче Зоя Васильевна Данилован алли витĕр мĕн чухлĕ ача иртмен-ши? Алли çеç мар, чĕри витĕр те, мĕншĕн тесен вăл кашни ачанах хăйĕн чунне панă. Ăшă кăмăлĕпе ырă чĕришĕн юратаççĕ те ăна ачасем. Шкул пĕтернисем вара хăйсен юратнă вĕрентекенне ăшшăн аса илеççĕ.
Зоя Васильевнапа Владимир Парфирьевич Усăллăри пĕлÿ çуртĕнче иртекен шкул пĕтернисен каçĕнче яланах кĕтнĕ хăнасем. Вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыраççĕ, библиотекăпа клубра ирттерекен пур мероприятисене те, ялти общество пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ. Даниловсем – ялти хисеплĕ çынсем.
Сентябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Зоя Васильевна çавра юбилейне паллă турĕ. Вăл сакăр теçетке тултарчĕ. Пĕр паллă юрăри пек каласан «Манăн çулсем – манăн пуянлăх». Зоя Васильевна чăннипе те пуян. Унăн пурнăçĕ пархатарлă ĕçсемпе, ырă та лайăх çынсемпе туслă пулнипе, кăмăллă та ăшă аса илÿсемпе тулли. Малашне те ун пурнăçĕнче ырри, хавхалануллă кăмăл-туйăм, çывăх çыннисен тимлĕхĕпе юратăвĕ нумай пуласса шанатпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Сирĕн вырăнлă та усăллă канашăрсем, тимлĕхĕр çывăх çыннăрсене, тус-юлташăрсемпе кÿршĕрсене питĕ кирлĕ. Пирĕн хушăра хăйсен ăшшине, тимлĕхне, юратăвне ыттисене парнелекен çынсем пурри – пысăк телей.
Ольга ПАТРАЕВА, Усăллă ял библиотекин ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ.