Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Марина Рольевна 29 çул Çĕнĕ Хурамал вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлет.
– Шкулта вĕреннĕ чухнех чăваш чĕлхи, литература урокĕсене юрататтăм. Вун пĕр класс пĕтернĕ çĕре шкула Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренме йыхравлакан пĕлтерÿ килчĕ. Вăрах шухăшламасăр кÿршĕ ял хĕрĕпе аслă шкула документсене кайса патăмăр, экзаменсене ăнăçлă тытса вĕренме кĕтĕмĕр, – аса илет яш вăхăтсене Марина Рольевна.
Хĕрсем хăйсем палăртнине пурнăçланă, 1995 çулта алла диплом илнĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалист Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи вăтам шкула чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенĕ пулса ĕçлеме вырнаçнă, паянхи кунччен çакăнтах тăван чĕлхене вĕрентес, аталантарас ĕçре тăрăшать. Чăваш чĕлхи учителĕ пулманнипе пĕр çул Кекенти шкула та уроксем ирттерме çÿренĕ.
– Чăваш чĕлхине пирĕн шкулта пур ача та вĕренет. Шел пулин те, сехетсен шучĕ çулсерен сахаллансах пырать. Пиллĕк-тăххăрмĕш классенче чĕлхепе литературăна вĕренме эрнере икĕ сехет, вуннă-вун пĕрмĕшсенче 3 сехет çеç уйăраççĕ. Ачасен чăвашла калаçас туртăмĕ ахаль те чаксах пырать. Паллах, тăван чĕлхене эрнере 90 минут калаçнипе çеç сыхласа хăварма çук. Çавăнпа та ашшĕ-амăшне ачисемпе килте ытларах чăвашла калаçма сĕнес килет. Ытти чĕлхесене вĕсем урăх çĕрте те вĕренме пултараççĕ пулсан, тăван чĕлхене çемьере анчах ăша хывма пулать. Ку кăткăс ĕçре çемьепе шкул пĕрлешсе ĕçлесен çеç усси пулĕ, – ĕçри çитменлĕхсемпе паллаштарать Марина Павлова.
Программа тăрăх чăваш чĕлхи урокĕсене сехетсем сахал уйăрнă пулсан та Марина Рольевна тăрăшнипе унăн вĕренекенĕсем олимпиадăсене, конкурс-ăмăртусене хутшăнаççĕ. Сăмахран, чăваш чĕлхипе иртекен интернет-олимпиадăн республика тапхăрĕнче Татьяна Павлова икĕ çул малти вырăна тухнă, Дарья Тарасова иртнĕ вĕренÿ çулĕнче парнеллĕ вырăн йышăннă. Çавăн пекех Татьяна Павлова республика шайĕнче иртекен «Эпĕ – куçаруçă» («Я переводчик») конкурсра 1 степень дипломне çĕнсе илнĕ, «Янăравлă чĕрĕ сăмах» конкурсра парнеллĕ вырăн йышăннă. Ытти ачасем те хаваспах асăннă конкурссене хутшăнаççĕ.
Марина Рольевна Мияки районĕнче пĕртен-пĕр чăваш чĕлхипе литература урокĕсен ятарлă специалисчĕ пулнине те палăртса хăвармалла. Пуян опытлă вĕрентекен районти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвне ертсе пырать. Ун патне ытти шкулсенчен вĕрентекенсем ыйтупа е канаш ыйтма тăтăшах килеççĕ. Шкулти ĕçĕсĕр пуçне вăл «Сувар» халăх ансамбльне те ертсе пырать, унăн сасси илемлĕ, уçă та янравлă. Асăннă ушкăнпа районти, республикăри конкурс-фестивальсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Ĕçне кура Марина Павлована «Раççей Федерацин пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕçченĕ» тата «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ятсемпе чысланă.
Марина Рольевна Владимир Николаевич мăшăрĕпе виçĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Натальăпа Анастасия хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ, кĕçĕнни Надежда 10 класра вĕренет. Туслă Павловсен çемйине икĕ мăнук илем кÿрет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Мияки районĕ,
Çĕнĕ Хурамал ялĕ.