Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕрентÿ
4 Октябрӗн , 12:00

Çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлаççĕ

Районти 2023-2024 вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан чи лайăх учрежденисен смотр-конкурсĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕ мала тухнă.

Çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлаççĕ
Çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлаççĕ

Шкул вăл – йăла-йĕркесене, вĕрентекенсем истори тăршшĕпе пуçтарнă педагогика опытне, районпа республикăна чапа кăларнă ачасен çĕнтерĕвĕсене упракан вырăн. Паянхи кун Хушăлка вăтам шкулĕ – йĕркеленсе çитнĕ, туслă та пĕрмаях аталанакан коллектив. Кунта йăла-йĕркесене те çирĕп тытса пыраççĕ, çĕнĕ вĕренÿ проекчĕсене те хутшăнма хатĕр. 2021 çултан пуçласа шкула Альбина Газизова ертсе пырать. Унăн кулленхи ĕçĕ, ĕçченлĕхĕ, ачасене юратни, обществăлла хастарлăхĕ лайăх тухăç параççĕ. Альбина Самгутовна ертсе пыракан педагогсен коллективĕ пысăк ĕç туса ирттернипе Хушăлка шкулне 2023-2024 вĕренÿ çулĕнче чи лайăх вĕрентÿ организацийĕ тесе йышăннă.
Хальхи вăхăтра шкулта 91 ача вĕренет. Шкул коллективĕ 31 ĕçченрен тăрать. Вĕрентÿ процесне 16 педагог пурнăçлаççĕ. Вĕсем пурте аслă категориллĕ. Нумайăшĕн республика, Раççей шайĕнчи наградисем те пур. Сăмахран, Н.Е. Васильева «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята тивĕçнĕ. Е.Г. Семенована, Г.Р. Газизована, А.С. Газизована, В.И. Яковлева, Н.Е. Васильевана, С.Г. Иванована РФ Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă. И.Г. Степановапа А.А. Степанов – ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕсем.
Республикăри вĕрентÿ системине аталантарас тĕлĕшпе регионта комплекслă майпа ĕçлеççĕ: пурлăхпа техника базине çĕнетеççĕ, педагогсемпе вĕренекенсене хавхалантаракан системăна йĕркелеççĕ, çĕршыври чи лайăх вĕрентÿ тĕслĕхĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Вăтам шкулта ачасене ăс-тăн тата ÿт-пÿ енчен аталантарассине тивĕçтерекен пурлăх бази çителĕклĕ.
Педагогсем хастар ĕçлени, вĕсем çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлни, пуян опыта аталантарма, республикăри тĕрлĕ проектсемпе конкурссене, Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнма май парать. Шкул вĕрентекенĕсем кашни çулах район, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерсене хатĕрлеççĕ. 2023-2024 вĕренÿ çÿлĕнче Пĕтĕм тĕнчери конкурссене 72, Раççей шайĕнчисене 21, республикăрисене 15 вĕренекен хутшăннă. Нумайăшĕ призерсемпе çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Педагогсем «Çулталăк вĕрентекенĕ» професси конкурсĕсене хастар хутшăнаççĕ, дистанци вĕрентĕвĕн курсĕсем, тĕрлĕ шайри вебинарсем урлă квалификацийĕсене ÿстереççĕ. Шкулта вĕрентÿпе воспитани процесне çĕнетес енĕпе наукăпа методика ĕçĕсем туса ирттереççĕ.
Пĕлÿ парас ĕçĕн пахалăхне ÿстерес тĕллевпе вĕрентекенсем вĕрентÿ процесне паянхи саманапа килĕшÿллĕ технологисем кĕртеççĕ. Сăмахран, шкулта «Паянхи шкул – «Ӳсĕм точки», «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» – хушма пĕлÿ парас ĕçре хушма вырăнсем йĕркелессине, «Цифрăллă вĕрентÿ хутлăхĕ», «Малашлăх вĕрентекенĕ», «Взлетай», «Сывлăхлă ăру – сывлăхлă наци» регионти тата федераллă проектсене пурнăçа ăнăçлă кĕртеççĕ. Шкул «Раççейри вĕрентÿ организацийĕсенче агроклассемпе агроэкологи пĕрлĕхĕсенче ачасене пысăк технологиллĕ ял хуçалăх производствине йĕркелесси тата çĕрпе тирпейлĕ усă курма вĕрентесси» конкурса хутшăнса ылтăн медале тивĕçнĕ. Çамрăк спортсменсем те час-часах район тата республика ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем пулаççĕ.
Çавăн пекех Хушăлка шкулĕнче ачасене патриотизмла воспитани парас ĕçе те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта «Юнармия» çарпа патриотизм клубĕ ĕçлет. Унăн тĕп тĕллевĕ – çамрăк армеецсене ырă та тÿрĕ кăмăллă, шанчăклă пулма, ыттисене шеллеме, Тăван çĕршыва, культурăна юратма вĕрентесси. Шкулта «С» категориллĕ тракторист профессине алла илме май пур. Вĕрентĕве производство ĕçĕн мастерĕ Виктор Иванович Яковлев ертсе пырать. Хушăлка вăтам шкулĕн выпускникĕсем тĕп тата пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене те ăнăçлă тытаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче шкултан тăхăр ача вĕренсе тухнă. Вĕсенчен иккĕшĕ медаль илме тивĕçнĕ.
Хушăлка шкулĕнче пысăк вĕрентÿ шайĕ, вĕрентÿ ĕçне йĕркелемелли хăтлă условисем, педагогсен професси ăсталăхĕ пурри яланах палăрать. Вуншар çул хушшинче çирĕпленнĕ йăла çеç улшăнмасть: шкул коллективĕ яланхи пекех ачасемшĕн ĕçлет. Шкулта хăйсен ĕçне чунтан юратакан, кашни ачапа ĕçлеме хатĕр пултаруллă педагогсем тăрăшаççĕ.
– Ĕçе çÿллĕ шайра пурнăçланин тĕп условийĕ – туслă коллектив. Вăл пирĕн тахçанах йĕркеленсе çирĕп чăмăртаннă. Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсем ырă кăмăллă, анлă тавракурăмлă. Шкулти хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлакансене те уйрăм палăртас килет. Вĕсем те сахал мар вăй хураççĕ. Шкул çумĕнчи лаптăк та яланах тирпейлĕ пирĕн. Кашни çулах пахча çимĕç акса ÿстеретпĕр. Çулла унта пурте тăрăшса ĕçлетпĕр. Пирĕн шкул кăсăк та тулли пурнăçпа пурăнать. Вĕрентÿ ĕç-хĕлне яланах мĕн те пулсан çĕннине кĕртетпĕр. Çакă пур коллектив тивĕçĕ, – палăртать Хушăлка шкул директорĕ Альбина Газизова.
Инна Данилова, Пишпÿлек районĕнчи вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ:
– Хушăлка вăтам шкулĕн кун-çулĕ – пысăк та пуян истори, хăйне уйрăм сăн-сăпат. Пĕр ĕмĕр хушшинче пĕлÿ çурчĕ витĕр çĕршер çын иртнĕ. Пĕрисем килнĕ те кайнă, теприсем районти чи аслă вĕрентÿ учрежденийĕн историйĕнче йĕр хăварма юлнă. Коллектив ачасене ĕçе вĕрентессине, патриотизмла воспитани парассине, наци йăли-йĕркисене сыхласа хăварассине пысăк тимлĕх уйăрнă, шкулăн чыс-сумне ÿстернĕ. Учительсем яланах ачасене пулăшма, çирĕп пĕлÿ пама, яваплă, ĕçчен пулма вĕрентнĕ, вĕсенче патриотизм туйăмне аталантарнă.
Шкул паян та интереслĕ пурнăçпа пурăнать, пĕр вырăнта тăмасть. Ачасем вĕрентекенĕсемпе пĕрле ăс-тăн, спорт çул-йĕрĕллĕ мероприятисене хутшăнаççĕ, пысăк кăтартусемпе савăнтараççĕ. Шкула малалла аталанма, педагогика коллективне палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме, иртнĕ вăхăтри мухтавлă йăла-йĕркесене упраса хăварма сунатпăр.
Наиля САБАХОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка ялĕ.

Çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлаççĕ
Çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлаççĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: