Вĕрентекен ĕçре пушар ĕçченĕ, авиалини диспетчерĕ е пилочĕ пекех пăлханать.
Учителĕн ĕçĕ шкулти уроксемпе кăна çырлахмасть. Вĕренÿ процесĕ – плансем хатĕрлессине, уроксем ирттерессине тата килти ĕçсене тĕрĕслессине шута илсен – 53 сехет йышăнать. Педагогăн официаллă ĕç норми эрнере 36 сехетпе танлашмалла.
Вĕрентекенсен интересĕсем юлашки çулсенче психологие вĕренес тĕлĕшпе анлăланаççĕ.
Статистика
Ыйтăма хутшăннă вĕренекенсенчен 99 проценчĕ педагог хăйĕн ĕçне юратмалла тесе хуравланă.
Раççейре 1,2 миллион çын вĕрентекен пулса ĕçлет, çав шутра ытларах хĕрарăмсем. Шкул учителĕсен 14 проценчĕ çеç – арçынсем.
Пирĕн çĕршыври вĕрентекенĕн вăтам çулĕ 52 çулпа танлашать.
Учительсем ытларах сывлав органĕсен, юн çаврăнăшĕн, апат шăранăвĕн, нерв системин тата инфекци чирĕсемпе чирленине шута илнĕ. Тĕп сăлтавĕ – иммунитет хавшанипе ытлашши пăшăрханни.
Вĕрентекен-рекордçăсем
Пермь хулинчи тĕнче шайĕнчи художествăлла культура учителĕ Александр Куляпин Берингов шыв пырĕ (залив) урлă Пĕтĕм тĕнчери эстафета ишевне хутшăннă, курăнаслăх (видимость) япăх пулнине пăхмасăр вăл 136 çухрăмлă дистанцие парăнтарнă. 2020 çулта ăна, ишеве ытти хутшăнакансемпе пĕрлех, Гиннес рекорчĕсен кĕнекин рекордçи тесе йышăннă.
Шкулти педагог-йĕркелÿçĕ Андрей Задураев Мускавран Санкт-Петербург хулине 17 кун хушшинче çуран утса çитнĕ. Çапла майпа вăл тĕнче рекордне лартнă. 2023 çулхи август уйăхĕнче ăна Раççей рекордçисен реестрне кĕртнĕ.
Новосибирск хулинчи истори учителĕ Станислав Логинов тĕнче рекордçи ята илме тивĕç – арçын Дагестанран Севастополе çити 46 кун хушшинче 2 пин ытла çухрăма чупса тухнă. Çакăн хыççăн вăл тĕнче рекордне регистрацилеме заявка панă.
Раççейри рекордçăсен хушшинче Салехардри физкультура учителĕ Андрей Алексеенко та пулнине палăртса хăвармалла. Вăл мечĕке ура çинче вылятассипе (чеканка) рекорд лартнă – 27 пин хут вылятнă. Унсăр пуçне А.Алексеенко «Мечĕк çаптарасси – Раççей» Пĕтĕм Раççейри проект хатĕрлеме сĕнÿ панă.
Ирида МАТНИЯЗОВА хатĕрленĕ.