Пур хыпар та
Вĕрентÿ
8 Октябрӗн , 10:31

Республикăри чи лайăх тăван чĕлхе учителĕсене чысланă

Октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин Ял хуçалăх министерствин Колонна залĕнче нумай профильлĕ шкулсенче билингваллă тата полилингваллă никĕссем çинче вĕренÿ предмечĕсене вĕрентекен учительсене, пушкăрт, вырăс тата тăван чĕлхесене ăша хывма пулăшакан 100 чи лайăх вĕрентекене, ПР Правительствин укçа-тенкĕ премийсене тивĕçнисене, чысланă.

Республикăри чи лайăх  тăван чĕлхе учителĕсене чысланă
Республикăри чи лайăх тăван чĕлхе учителĕсене чысланă

ПР Правительствин йышăнăвне 18 çул хушши пурнăçа кĕртнĕ май професси ĕçĕ-хĕлĕнче лайăх кăтартусем тунă тата Пушкăртстан Республикинчи вĕренĕве аталантарассине пысăк тÿпе хывнă, патшалăх тата тăван чĕлхесене вĕрентекен 1000 чи лайăх вĕрентекен 50 пин тенкĕлĕх премие илнĕ.
Кăçал республика комиссине 198 педагогăн конкурс материалĕсене тăратнă, вĕсенчен 75-шĕ – пушкăрт чĕлхине вĕрентекенсем, 67-шĕ – вырăс чӗлхи, 27-шĕ – тăван чĕлхе, 29-шĕ – полилингваллă нумай профильлĕ шкул учителĕсем.
Пысăк чыса, укçа-тенкĕ премине тивĕçнисен хушшинче ачасене тăван чăваш чĕлхине ăша хывма пулăшакан вĕрентекенсем пурри уйрăмах савăнтарать. Вĕсем – Алевтина Пантелеевна Артемьева (Авăркас районĕ, Степановка шкулĕ), Татьяна Николаевна Вальщикова (Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ), Людмила Николаевна Павлова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ) тата Елена Васильевна Савельева (Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ). Пуян опытлă та пултаруллă вĕрентекенсем ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн наука, вĕрентÿ, культура, çамрăксен политики тата спорт енĕпе ĕçлекен комитетăн председателĕн çумĕн Загир Хакимовăн аллинчен Дипломсем илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне республикăри патшалăх тата тăван чĕлхесене вĕрентекен чи лайăх 100 учителе ПР Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев, ПР вĕрентÿ тата наука министрĕн çумĕ Альфия Галиева, М.Акмулла ячĕллĕ пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Салават Сагитов ăшшăн саламланă. М.Гафури ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх академи драма театрĕн актерĕ Алсу Бахтиева пухăннисене юрă парнеленĕ.
Эпир чăваш чĕлхине вĕрентекенсене черетлĕ çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр, малашне те хастар та мал ĕмĕтлĕ пулма, хавхалану тата вăй-хал сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.

Республикăри чи лайăх  тăван чĕлхе учителĕсене чысланă
Республикăри чи лайăх  тăван чĕлхе учителĕсене чысланă
Республикăри чи лайăх  тăван чĕлхе учителĕсене чысланă
Республикăри чи лайăх  тăван чĕлхе учителĕсене чысланă
Республикăри чи лайăх  тăван чĕлхе учителĕсене чысланă
Республикăри чи лайăх тăван чĕлхе учителĕсене чысланă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: