Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç шкулĕнче тăван чĕлхепе литература урокĕсене вĕрентес ĕçе Алена Ивановна Ефимова аслă категориллĕ вĕрентекен пурнăçлать. Алена Ивановна асăннă ĕçре 26 çул хушши, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнăранпах, тăрăшать. Ĕçри çитĕнĕвĕсене кура сахал мар Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Пултаруллă вĕрентекенĕн ачисем те пултаруллă. Вĕсем çулсеренех районпа республика шайĕнчи мероприятисенче çеç мар, шурă Шупашкар хулинче те пулаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Паян эпир Алена Ивановнăна сăмах паратпăр.
- Учитель – чи сумлă та хисеплĕ профессисенчен пĕри. Мĕнрен килет-ши вĕрентекен профессине суйласа илесси? Мĕнле туйăм çынна вĕрентекен профессине суйласа илме хистет? Кашниех вĕрентекен пулаять-ши?
Манăн пуçра час-часах тĕрлĕ ыйту çуралать. Паллах, професси суйласа илнĕ вăхăтра чи малтан атте-анне сăмахĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Нумай чухне ача шкултан лайăх вĕренсе тухсан та пурнăçра тĕрĕс çул тупаймасть. Хăшĕсем чуна килĕшекен ĕç шырас вырăнне ĕç укçи çине пăхаççĕ. Паллах, пурте укçаллă ĕç çинчен ĕмĕтленеççĕ. Анчах ĕçĕ килĕшмесен, пултарулăху пулмасан ĕçлеме питĕ йывăр.
Вĕрентекен пулас тесе ĕмĕтленнĕ-ши эпĕ? Аттепе анне шкулта ĕçленĕрен мана час-часах çак профессипе çыхăннă ĕçсем тунине курма тивнĕ. Вĕсене пулăшасси те пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекен те хăйĕн ăшă кăмăлĕпе учитель ятне çÿле çĕкленĕ. Эпĕ вăтам классенче вĕреннĕ чухне кукамай та шкулта ĕçлетчĕ-ха. Аслă классенче «Алă ăсти» кружок ертсе пыратчĕ. Эпĕ те çак кружока çÿреме кăмăл турăм. Питĕ лайăхччĕ çак занятисенче ларма. Тен, çавăнпа та эпĕ учитель пулас терĕм.
Кирек мĕнле ĕç те айккинчен пăхма çăмăл та илĕртÿллĕ курăнать, анчах çанă тавăрса ĕçлеме тытăнсан пĕлменни те тупăнать, йывăрри те пулкалать. Вĕрентекен пулма çăмăл-ши? Çултан çул улшăнусем пулса пыраççĕ. Пурнăç улшăнать. Вĕренекенсем улшăнаççĕ. Кирек мĕнле ĕçре те тĕрлĕ самантсем сиксе тухаççĕ.
Шкул вăл – пысăк та ăшă, çутă, шавлă, савăнăçлă çурт. Вĕренекенсем те кашни хăйне евĕрлĕ. Шухăшлас, вĕренес пултарулăхĕ те тĕрлĕрен вĕсен. Пурне те пĕр турапа тураймăн. Нумай чухне ача лайăх паллă илес тесе тăрăшать, анчах шайне çитереймест. Теприн, тăрăшмасăрах ăс-тăнĕ лайăх ĕçлет. Вĕренме йывăр килекен ача лайăх паллăсем лартманнине курса тăрăшма чарăнать. Вĕренÿ патне туртăм çухалать. Йывăç туратти евĕр хуçăлсах ан ÿктĕр тесе хăш чух хăпартлантарса илес-ха тетĕн. Тĕрĕслекенсем вара палла ÿстерсе лартнă теççĕ.
Тăххăрмĕш класс вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен документсăр тухса кайма тивет хăш чух вĕренекенсен. ОГЭ парайман тетпĕр. Пурте пиллĕкпе çеç вĕренеймеççĕ. Анчах вĕсенчен питĕ лайăх шофёр, тракторист пулать. Ман шутпа, института, университета вĕренме кайманнисене ОГЭ тытма та кирлех мар.
Паллах, вĕрентÿ ĕçĕнче сехет шучĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ, урок шучĕ сахал пулсан темăсем çеç вĕренсе пулать. Çыхăну пуплевне аталантарасси вара тăрса юлать. Ача килĕнче ашшĕ-амăшĕпе тăван чĕлхепе калаçмасан нимĕнле сехет шучĕ те пулăшас çук. Ачисемпе вырăсла калаçакан ашшĕ-амăшĕ çакна ăнланасшăн мар, пурнăç вăл урапа евĕр çаврăнса килет. Тăван чĕлхепе калаçман ачасем темскер çухатуллă, чăлах пек туйăнаççĕ. Паллах, тулашран çакă курăнмасть, вăл - шалти пуянлăх.
Тăван чĕлхене юратма вĕрентес тесе тĕрлĕ ĕçсем, вăйăсем ирттерме тăрăшатăп, анчах паянхи кунăн йывăрлăхĕ вăл - телефон. Ачасене телефон ытамĕнчен кăларма питĕ йывăр. Сăвă çырас кăмăллисем пачах юлмарĕç. Чăваш тумне тăхăнтартасси те йывăрлăх кÿрет. Класра урока ирттернĕ чухне ют чĕлхе вĕрентекенĕ пек куçарса ăнлантармалла. Шкул ачисен тимлĕхĕ çултан çул чакса пырать. Хăш-пĕр класра олимпиадăна хутшăнмалли вĕренекен те çук. Çапах та шкулти хут хуранĕ ăшĕнче кашни кунах тăрмашатпăр. Кунран кун, çултан çул шкул ячĕ хисеплĕ, тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанатпăр.
Кирек мĕнле çын ашшĕпе амăшне юратнă пек тăван чĕлхене, Тăван çĕршыва юратмалла. Çак туйăма чĕрене кĕртес тесен вĕрентекенĕн чылай ĕçлеме тÿр килет. Манăн шухăшпа ытти вĕрентекенсем те килĕшеççĕ пулĕ тетĕп.
Алена ЕФИМОВА, Меселпуç шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.
Авăркас районĕ.