Икĕ куна тăсăлнă конкурс сывлăш çавăрса иличчен вĕçленнĕ: учительсем уроксем кăтартнă, шкул ачисемпе калаçнă, мастер-классем ирттернĕ, хăйсен опычĕпе тата новаторла шухăшĕсемпе паллаштарнă. Чи кирли - вĕсем хăйсен ăсталăхне ĕçре çирĕплетнĕ.
Педагогсем пурте пĕр пек мар, вĕсем ĕç стажĕпе тата квалификаци категорийĕсемпе уйрăлса тăраççĕ. Анчах вĕсене пурне те суйласа илнĕ профессие чунтан парăнни, ĕçе юратни, вĕренекенсене пахалăхлă пĕлÿ тата лайăх воспитани парас кăмăл пĕрлештерет.
Республика конкурсĕн районти тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Çулталăк учителĕ – 2025» сумлă ята Федоровка салинчи 1№ шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлекен Дина Морозова тивĕçнĕ. Урал ялĕнчи пĕлÿ çуртĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Анастасия Федорова «Çамрăк учитель – 2025» номинацире çĕнтернĕ. Ытти конкурсантсем тĕрлĕ номинацисенче лауреатсем пулса тăнă.
Эпир Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин ĕнерхи студентне, пултаруллă специалиста çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Федоровка районĕ.