Кăçалхи конкурса ПР Вĕрентÿ тата наука министерстви, РФ халăх вĕренĕвĕпе наука ĕçченĕсен профсоюзĕн Пушкăртстан Республикинчи организацийĕ, М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх университечĕ йĕркелесе ирттернĕ.
Ăмăрту 35-мĕш хут иртнĕ, ăна виçĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Кăçал конкурсăн тытăмĕ самаях улшăннă: унта республикăри муниципалитетсенче, предмечĕпе стажне шута илмесĕр, вăй хуракан педагогсем хутшăннă. «Пушкăртстанăн çулталăк учителĕ» конкурс шайĕнче «Тăван чĕлхепе литературин çулталăк учителĕ» уйрăм юхăмпа ăмăрту йĕркеленĕ.
«Пушкăртстанăн çулталăк учителĕ» конкурс 148 заявка йышăннă. Вĕсенчен 23-шĕ «Тăван чĕлхепе литература учителĕ» юхăмпа (пушкăрт чĕлхи – 3 çын, вырăс чĕлхи – 2 çын, мари чĕлхи – 3 çын, тутар чĕлхи – 9 çын, удмурт чĕлхи – 2 çын, чăваш чĕлхи – 4 çын) ăмăртнă.
Професси ăсталăхне кăтартма кăмăл тунă чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем – Пелепей хулинчи чăваш гимназинче ĕçлекен Полина Геннадьевна Кирилова; Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнче вăй хуракан Людмила Николаевна Павлова; Чекмагуш тăрăхĕнчи Юмаш ялĕнчи шкулта тăрăшакан Ираида Николаевна Сунагатулина; Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке шкулĕнче çамрăк ăрăва пĕлÿ паракан Надежда Николаевна Ворошилова.
Конкурсантсем февралĕн 27-28-мĕшĕсенче, пĕрремĕш тапхăрта, уçă уроксем ирттернĕ.
Р.А. Арсланова «Тăван чĕлхепе литературин çулталăк учителĕ» конкурсăн жюри пайташĕ чăваш вĕрентекенĕсен уроксене çапла хак панă: Людмила Николаевна Павлова 8 класс ачисем валли «Хисеп ячĕсем» темăпа чăваш чĕлхи урокне ирттерсе хăйĕн пултарулăхне тата ăсталăхне кăтартса пачĕ. Урок тăршшĕпех вăл ачасене хавхалантарма манмарĕ, çавăнпа та класра туслă та ăшă лару-тăру хуçаланчĕ. Вăл вĕренекенсене сăнама, ăнланма, вĕрентÿ материалне тепĕр хут çирĕплетме майсем туса пачĕ. Çакă ачасене пысăк калăпăшлă вĕрентÿ материалне алла илме пулăшрĕ.
Л.В. Коротаева «Тăван чĕлхепе литературин çулталăк учителĕ» конкурсăн жюри пайташĕ: Людмила Николаевна ачасене 0-ран пуçласа 10 таран хисеп ячĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсемпе практикăра усă курма хăнăхтарчĕ, урăхла каласан, предложенисем тума вĕрентрĕ. Унсăр пуçне ачасене хăвăрт каларăшсемпе ĕçлеме хăнăхтарчĕ. Вĕсене астуса юлма вара юратнă кĕвве юрлама сĕнчĕ.
Надежда Николаевна Ворошилова чăваш чĕлхи урокĕнче 5-мĕш класс ачисене чăваш алфавичĕпе паллаштарчĕ. Вăл этнографи материалне тăратрĕ (наци апачĕсем, наци тумĕн пайĕсем, паянхи саманана тивĕçтерекен тум). Занятинче чăваш халăхĕн историйĕ, литератури, халăх пултарулăхĕ палăрчĕ.
Март уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ иккĕмĕш тапхăрта конкурса хутшăнакансем «Шкул ачисемпе» калаçу йĕркелес енĕпе тĕрĕслев иртнĕ.
Асăннă конкурс вĕрентекенсен професси ăсталăхĕпе ăс-хакăл вăй-хăватне тарăнрах уçса пама пулăшнă. Ăмăрту социаллă пĕлтерĕшлĕ актуаллă темăсем тăрăх лартнă тĕллевсене пултарулăх тĕлĕшĕнчен татса пама ыйтнă.
И.Г. Кульсарина жюри пайташĕ: Ираида Николаевна Сунагатулина ачасемпе кил-çурт вучахне тата çемье йăли-йĕркисене упракан анне çинчен интереслĕ калаçу йĕркелерĕ. «Анне» сăмах тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕ, ачасем паллă çынсен кун-çулĕсемпе паллашрĕç. Унсăр пуçне вĕренекенсем хăйсен амăшĕсем çинчен ăшшăн каласа пачĕç.
Конкурсăн виççĕмĕш тапхăрне М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн Технопаркĕнче йĕркеленĕ. Кашни вĕрентекен хăйĕн педагогика ăсталăхне кăтартса паракан тата опычĕпе паллаштаракан вĕренÿпе методика занятийĕ хатĕрленĕ. Пелепей хулинчи чăваш гимнази вĕрентекенĕ Полина Кирилова «Чăваш тĕррин чуна тыткăнлакан илемĕ» тĕлĕнмелле мастер-класс ирттернĕ. Çапла майпа конкурсантсем хăйсен методикин практика ĕçĕ-хĕлĕнчи тухăçне çирĕплетнĕ. Фокус-ушкăн йышĕнче тĕрлĕ факультетсенче педагогика профессине алла илекен студентсем пулнă.
Март уйăхĕн 11-мĕшĕнче асăннă аслă шкултах «Педагогика лару-тăрăвĕ» çурма финал иртнĕ. Унта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсенчен Ираида Сунагатулина хутшăннă. Конкурсантсем çичĕ минут хушшинче шкулти пĕр-пĕр ларăва татса парас тĕлĕшпе йышăну хатĕрленĕ, ăна жюри умне тăратнă.
«Тăван чĕлхепе литературин çулталăк учителĕ» конкурсăн виçĕ тапхăрне тăватă вĕрентекенрен виççĕшĕ – Полина Кириловапа Людмила Павлова тата Ираида Сунагатулина – хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсене март уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Торатау» Конгресс-холра иртнĕ чаплă мероприятире чысланă. Пултаруллă педагогсене власть органĕсен тата обществăлла организацисен представителĕсем, педагогика конкурсĕн жюри пайташĕсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем саламланă. Çапла Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи шкулта тăван чĕлхепе литературине вĕрентекен Ираида Николаевна финала тухма мехел çитернĕ, вăл 3-мĕш вырăн йышăннă. Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнче вăй хуракан Людмила Николаевна ПР Вĕренÿ институчĕн ятарлă парнине илнĕ. Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ кашни вĕрентекене саламласа ятарлă парнесемпе чысланă.
Эпир сумлă та пултаруллă чăваш вĕрентекенĕсене пысăк чыс-сума тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çĕнĕ професси çитĕнĕвĕсем тума иксĕлми хавхалану тата вăй-хал сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Ĕпхÿ хули.