Пур хыпар та
Вĕрентÿ
2 Сентябрӗн 2025, 11:00

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанри шкулсенче мĕн улшăннă?

Кăçал республикăри шкулсене 500 пин ытла ача кайнă, çав шутра – 45 пинĕ пĕрремĕш классем. Вĕсене мĕнлĕ çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ-ха?

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  Пушкăртстанри шкулсенче мĕн улшăннă?
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанри шкулсенче мĕн улшăннă?

Шкулсем ачасене йышăнма хатĕр
Пушкăртстанри 1200 ытла шкул ачасене йышăннă. Вĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, пĕлÿ çурчĕсене çĕнĕ кĕнекесемпе тата оборудованисемпе тивĕçтернĕ. Мĕнпур вĕрентÿ учрежденинче те Пĕтĕм Раççейри вĕренÿ ирттернĕ, вĕсенче ĕçлекенсемпе хуралсене хĕç-пăшăллă тапăну вăхăтĕнче, сирпĕнекен хатĕр тупсан е пилотсăр вĕçекен аппаратсене асăрхасан хăйсене тĕрĕс тытма вĕрентнĕ.
- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне 711 шкул «Хăрушсăрлăх никĕсĕсем тата Тăван çĕршыва хÿтĕлесси», «Ĕç урокĕ» («Технологи») предмечĕсене вĕрентекен кабинетсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, - тесе пĕлтернĕ ПР çут ĕç министрĕ Ильдар Мавлетбердин. – Шкулсенчи пурлăха çĕнетессипе Пушкăртстан Раççей Федерацинче тăваттăмĕш вырăн йышăнать, Атăлçи федераллă округра – пĕрремĕш. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме 203,5 млн тенкĕ тăкакланă.
Пирĕн тивĕç – ентешсен паттăрлăхне асра тытасси
Çулталăк вĕçлениччен республикăри 104 шкула тĕрлĕ çулсенчи паттăрсен ячĕсене парĕç, «Геройсен парттисене» уçĕç. Иртнĕ çулхине 20 пĕлÿ çуртне Совет Союзĕн тата Раççей Федерацийĕн Геройĕсен, Мухтав орденĕн кавалерĕсен тата республикăри паллă çынсен ячĕсене панă. 78 вĕрентÿ çурчĕ çине СВО паттăрĕсене халалласа асăну хăмисем çакнă.
Пушкăртстанра мĕнпур палăксене, асăну хăмисене юсаса çĕнетнĕ. Унсăр пуçне тематика куравĕсем иртеççĕ, шкул музейĕсем йĕркелеççĕ, шырав отрячĕсем ĕçлеççĕ. 16 пин ытла тăххăрмĕш класс ачи Раççей Геройĕ Максим Серафимов ячĕллĕ «Патриот» паркра призыв умĕнхи хатĕрленÿ иртнĕ.
Пĕрлĕхлĕ кĕнекесем пулĕç
Саккунпа килĕшÿллĕн шкулсем вĕренекенсене кĕнекесемпе тивĕçтермелле, ашшĕ-амăшĕсем çемье бюджетĕнчен çакăн валли укçа-тенкĕ тăкакламалла мар. Республикăри мĕнпур шкулсене пĕрлĕхлĕ патшалăх учебникĕсемпе тивĕçтернĕ, çакăн валли республика хыснинчен 1,3 млрд тенкĕ уйăрнă. Çапла майпа регионти пĕлÿ çурчĕсенче пĕрлĕхлĕ вĕрентÿ стандарчĕсем пурнăçа кĕрĕç.
Çĕнĕ пĕрлĕхлĕ расписани
Çавăн пекех çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен Раççейри шкулсенче уроксен пĕрлĕхлĕ расписанийĕ пулĕ. Çакă ачасен дневникĕнче пĕр пек расписани пулассине пĕлтерет. Çĕнĕлĕхĕн тĕллевĕ – мĕнпур шкулсенче те предметсене пĕр хăвăртлăхпа вĕрентесси. Пĕтĕмĕшле çĕнĕ пĕрлĕхлĕ расписани ачасене ытлашши тиеврен пушатма, вĕрентÿ процесне пĕр пек пайлама пулăшĕ.
Килти тата тĕрĕслев ĕçĕсен нормине çирĕплетнĕ
Пĕрремĕш класра вĕренекен ачасен килти ĕçе тума пĕр сехет уйăрмалла, пиллĕкмĕш класра вĕренекенсен – нумайран та икĕ сехет. 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли килти ĕçсене пурнăçлама 3,5 сехет кирлĕ пулĕ.
Тĕрĕслев ĕçĕсем пĕлÿ илме уйăрнă вĕренÿ вăхăчĕн 10% йышăнĕç. Вĕсене пĕр-икĕ урок хушши пурнăçлĕç. Çăмăлрах тĕрĕслев ĕçĕсене 45 мин хушшинче туса пĕтермелле.
Тăван тавралăх историйĕ
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче обществознани урокĕсен сехечĕсене чакарĕç. 6-7-мĕш классенче асăннă предмет пачах та пулмĕ. 8-мĕш класра ăна вĕренĕç, анчах 2026 çулхи сентябрь уйăхĕнчен обществозанине 9-11 классем çеç ăша хывĕç.
Обществознани вырăнне вĕрентÿ программине истори кĕртĕç, çав шутра 5-7-мĕш класс ачисем валли «Тăван тавралăх историйĕ» çĕнĕ курс пулĕ. Çапла майпа вĕренекенсене регион историйĕпе паллаштарĕç, республикăра пурăнакан халăхсем çинчен каласа парĕç.
Çĕнĕ шкулсем уçăлĕç
Çулталăк вĕçлениччен республикăра тăватă çĕнĕ вĕрентÿ учрежденийĕ уçăлĕ. Ĕпхÿпе Абзелил районĕсенче ача сачĕллĕ шкулсем, Ĕпхÿре «Затон-Восточный» микрорайонта тата Кузнецовский затонра 2 200 ача вырнаçмалăх пĕлÿ çурчĕсем хăйсен алăкĕсене уçĕç.
Юлашки ултă çул хушшинче республикăра 48 çĕнĕ шкул тата 65 ача сачĕ хута янă. Кăçал Ĕпхÿре ПР Пуçлăхĕ Радий Хабировăн пуçарăвĕпе Республикăри математика лицей-интерначĕ хăпартма тытăннă. Кунта регионти пултаруллă ачасем вĕренĕç. Федераллă программăпа килĕшÿллĕн республикăра 181 шкула 11 млрд тенкĕлĕх юсанă. Кăçал строительсем 35 пĕлÿ çуртне, икĕ ача садне тата икĕ колледжа юсаса çĕнетнĕ. Планпа тата 41 çурта юсама палăртнă.
Ача-пăча лагерĕсене çĕнетĕç
Пушкăртстан Пуçлăхĕ 2030 çулччен хула тулашĕнчи лагерьсене çĕнетессипе регион программи хатĕрлеме хушнă. Республикăра пĕтĕмĕшле 102 лагерь, вĕсенчен 57-шĕ çулталăкĕпе ĕçлекенни, 45-шĕ – сезонсенче. Çулсерен регионти ача-пăча лагерĕсенче 500 пин ытла ача канать. Кăçал çулла Луганскпа Донецк Халăх республикисенчен 600 ача, Беларусипе Узбекистанран ача-пăча ушкăнĕсем канма килнĕ.
Ачасем хăтлă условисенче канччăр тесе хăвăрт пуçтарса лартакан модульсем тăваççĕ. Сăмахран, Баймак районĕнчи «Орленок» ача-пача лагерĕнче çакăн йышши икĕ модуль хăпартнă.
Грантсемпе санаторисене путевкăсем
Пушкăртстанра çамрăк та пултаруллă вĕрентекенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшаççĕ. Пилĕк çул хушшинче 525 çамрăк педагог патшалăхран 690 пин тенкĕпе танлашакан грант илнĕ. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ял шкулĕсенче тăрăшакан чи лайăх 50 директора та çакăн йышши грантпа чыслĕç. Республика ача сачĕсен воспитателĕсене те тÿлевсем парассине малалла тăсĕ, вĕсен гранчĕ 575 пин тенкĕпе танлашать.
Кăçал вĕрентекенсене пуçласа вырăнти санаторисенче канма путевкăсем парĕç. Çакăн йышши çăмăллăхпа сентябрь уйăхĕнче пĕр пине яхăн педагог усă курĕ.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  Пушкăртстанри шкулсенче мĕн улшăннă?
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  Пушкăртстанри шкулсенче мĕн улшăннă?
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  Пушкăртстанри шкулсенче мĕн улшăннă?
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен  Пушкăртстанри шкулсенче мĕн улшăннă?
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанри шкулсенче мĕн улшăннă?
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас