Пур хыпар та
Вĕрентÿ
17 Сентябрӗн 2025, 09:00

Вĕрентÿ кĕнекинче тĕрĕс истори пултăр

«Урал сассин» кăçалхи 36№ 1-мӗш сентябрьтен шкул программисенче мӗнле улшӑнусем пуласси пирки интересленсе вуларӑм. Уйрăмах 2026 ҫулти 1-мӗш сентябрьтен республикӑри шкулсенче кунта пурӑнакан халӑхсем, вӗсен историйӗпе культури ҫинчен вӗрентекен предмет, е уроксем пуласси ҫинчен ҫырни кӑсӑклантарчӗ. Апла пулсан, пирӗн чӑваш халӑхӗ ҫинчен те пӗтӗм шкул ачине каласа парӗҫ.

Вĕрентÿ кĕнекинче тĕрĕс истори пултăр
Вĕрентÿ кĕнекинче тĕрĕс истори пултăр

Çитес вӑхӑтра Пушкӑртстанри халӑхсен историйӗпе культури ҫинчен ятарлӑ кӗнеке-учебник ҫырса кӑларӗҫ. Анчах чӑвашсем ҫинчен мӗн ҫырӗҫ-ши çак кӗнекере? Яланхилле, «чӑваш» сăмах «йӑваш» сӑмахран тухса кайнӑ, чӑваш халӑхӗн ӗлӗк культури пĕчĕк шайра, чӑвашсем мӗскӗн халӑх пулнӑ тесе ăнлантармĕç-ши? Элле ҫав. Чӑннипе вара урӑхла пулнӑ-ҫке. Пирĕн çырулăх та, культура шайĕ те çÿллĕ пулнă.
Месопотамири шумерсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи кунчченхи пин-пин ҫул хушшинче чӑвашсен темиҫе патшалӑх, авалхи ҫырулӑхӗ, науки, культури пулнӑ-ҫке.
Анчах ҫакна хамăр халăх çеç мар, урӑх наци ҫыннисемпе вӗсен ачисем, чӑвашсем хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ пуль! Ку паллах манăн шухăш. Урӑхла каласан, пирӗн чӑваш халӑхӗн тӗрӗс историйӗпе культурине пӗлекен ҫын паян çав тери сахал. Шаблонла, стереотипла ҫырнине вуланипе е илтнипе ҫеҫ ҫынсем чӑвашсем ӗлӗк кая юлнӑ, пысӑк культурӑсӑр, ҫырулӑхсӑр халӑх пулнӑ тесе уйлаҫҫӗ, çирĕплетеççĕ. Нумай чӑваш тӑван халӑх ҫинчен ҫапла шухăшланине пула, хӑйсене ытти халӑхсем умӗнче паянхи кун та мӗскӗнле тытма пӑрахайман-ха.
Ҫапла ан пултӑр тесен мӗн тумалла-ха? Шӑпах килес вӗренӳ ҫулӗнче вӗрентмелли учебникра чӑваш историйӗпе культури ҫинчен тӗрӗссине ҫырмалла тесе шутлатӑп. Унта пирӗн мӑн асаттесем авал шумерсемпе гунсем, пӑлхарсемпе сӑварсем пулни ҫинчен, чӑвашсен мӗнле патшалӑхӗсем пулни, авалхи чӑваш ҫырулӑхӗсем ҫинчен ҫырма ниепле те манмалла мар. Ҫапла ҫырма пирӗн Пушкӑртстан Республикинчех пысӑк степеньлӗ ӑсчах-историксем пур. Вӗсене пулас учебникӗн редакци коллегине кӗртессе шанас килет.
Аркадий РУСАКОВ, çыравçă, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин академикĕ.
Федоровка сали.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас