Кăçал та вăл çула тухрĕ. «Урал сасси» хаçатăн 39№ ун пирки хыпар пулнăччĕ. 2025 çулта иртекен ăмăртăвăн уйрăмлăхĕ те пур – ăна Пушкăртстан Пуçлăхĕн Грантсен фончĕн пулăшăвĕпе йĕркелеççĕ. Гранта «ДАН» автономлă коммерци шутне кĕмен организаци çĕнсе илнĕ, апла пулсан вăл та йĕркелÿçĕсен шутĕнче. Çак пулăм чăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла.
Конкурс сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Материалсене икĕ номинаципе («Текст» тата «Видео») тăватă чĕлхепе (вырăс, пушкăрт, чăваш, тутар) йышăнаççĕ.
Çак пархатарлă ĕçрен республикăра тăван чĕлхепе тухса тăракан пичет кăларăмĕсем те пăрăнса юлмаççĕ. «Урал сасси», «Кызыл тан», «Ашкадар» (Çтерлĕ хули) хаçатсем тата «Шонкар» журнал партнерсем шутланаççĕ.
Октябрь уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Çтерлĕ хулинчи Ленин ячӗллӗ 2-мӗш интернат-шкулта «Ҫамрӑк журналист-2025» конкурс шайӗнче вырăсла, чӑвашла, пушкӑртла тата тутарла мастер-классем йĕркелерĕç. Чӑвашла мастер-класа «Урал cасси» хаҫатăн тӗп редакторӗ Юрий Михайлов ирттерчӗ. Юрий Николаевич конкурсăн хăш-пĕр саманчĕсем, тупăшăва хутшӑнакансене хӑш ҫул-йӗрпе темӑсене суйласан аванрах пуласси ҫинчен каласа пачӗ. Çавӑн пекех журналистикӑри хӑйӗн опычӗпе паллаштарчӗ, çав шутра хаçата мĕнле калăплани, унти публицистика жанрĕсемпе чĕлхе тасалăхĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Мастер-класăн ĕçне Авăркас районĕнчен килнĕ вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕсем Иван Васильевичпа Людмила Исааковна Ефимовсем хутшăнни питĕ те вырăнлă та усăллă пулчĕ. Сăмах кунта çамрăк ăру паянхи кун тăван чĕлхепе калаçни, çырма-вулама пĕлни тата хăйĕн шухăшне уçса пама пултарни çинчен пычĕ. Людмила Исааковна хăй вăхăтĕнче чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулнă май, тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки çамрăксемшĕн ăша хывмалли шухăшсемпе сĕнÿсем палăртрĕ.
Мероприяти хăш-пĕр конкурсантсем хушшинче çĕнĕ шухăш-ĕмĕтсем те çуратрĕ. «Ҫак тĕлпулу мана питĕ килĕшрĕ, журналист пулса ĕҫлеме ĕмĕт ҫуратрĕ. Тавах ăслăлăх класне йĕркелекенсене ҫамрăк чĕресенче ĕмĕтсем ҫуратнăшăн», – тесе пĕлтерет Авăркас районĕнчи Шланлă шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекен Елисей Иванов.
Асăннă мастер-класс студентсемшӗн, шкул ачисемпе вӗрентекенсемшӗн чӑн-чӑн хавхалану ҫӑлкуҫӗ пулса тӑчӗ. Унта хутшӑнакансем хаклӑ сӗнӳсем илчӗҫ, тӗрлӗ енлӗ ӗҫсемпе паллашрӗҫ. Эпир Юрий Николаевича тата уява йӗркелекенсене чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ӳсессе шанатпӑр, кун пек мероприятисем ҫамрӑк журналистсене малалла та хавхалантарӗҫ.
Ольга НИКИТИНА,
ĔНТУ Çтерлĕ филиалĕн студентки.
Редакцирен. Паянхи кун тĕлне «Çамрăк журналист» конкурса ытларах Авăркас районĕнчи Çĕньял, Меселпуç, Шланлă шкулĕсенче вĕренекенсем тата ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсем (сăмах кунта чăваш чĕлхипе çыракансем пирки пырать) хутшăннине палăртмалла. Ытти районсене мĕнле сăлтав чарса тăрать-ши? Пурне те хастартарах та пуçаруллăрах пулма ыйтасшăн.