Пур хыпар та
Вĕрентÿ
22 Декабрӗн 2025, 09:00

Пулас профессине пĕчĕкренех суйланă

Ачан пулас профессийĕ мĕнпе çыхăнассине вăл пĕчĕк чухнех асăрхама пулать. Сăмахран, конструкторсемпе выляма юратакан ача инженер специальноçне, сочиненисем лайăх çыракан гуманитарлă наукăсемпе пултарулăх профессийĕсене суйлама, машинăсемпе выляма юратакан шофер е механизатор, ачасемпе шкулла вылякан вĕрентекен пулма пултараççĕ. Пурнăçра хăвна мĕн кирлине шыраса тупни питĕ лайăх-ха вăл. Мĕншĕн тесен ытти чух темиçе хут та профессие улăштарма тивет.

Пулас профессине пĕчĕкренех суйланă
Пулас профессине пĕчĕкренех суйланă

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче çуралса ÿснĕ Анастасия Алексеева шкулта вăтам классенче вĕреннĕ чухнех учительсене мероприятие е концертсене хатĕрленме пулăшнă. Хĕр ачасемпе хăйсене килĕшекен кĕвĕсемпе хусканусем шухăшласа кăларса ташăсем вĕреннĕ, унтан шкул, ял уявĕсенче кăтартнă. Хĕр ачан çынсемпе хутшăнас, ĕçе йĕркелес пултарулăхне асăрханă шкул директорĕ Валентина Дмитриева 9 класс вĕренсе пĕтернĕ Настьăна тÿрех Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕме сĕннĕ. Хĕр ача çапла тунă та, 2019 çулта асăннă вĕрентÿ заведенине çул тытнă.

Вăл педагогика училищинче кĕçĕн классен вĕрентекенĕн дипломне илнĕ вăхăта тăван ялĕнче çĕнĕ шкул хăпартса лартнă. Шкул директорĕ çамрăк специалиста хаваспах ĕçе илнĕ. Анастасия Алексеевана иккĕмĕшпе виççĕмĕш классене вĕрентме шанса панă. Çав çулах Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалне чăваш чĕлхипе акăлчан чĕлхи уйрăмне куçăн мар мелпе вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă специалиста пĕр çулталăкран директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, 2-8 классенче акăлчан чĕлхи илсе пыма, 5 класс ертÿçи пулма шанса панă. Унсăр пуçне Анастасия Владимировна шкулта «Шкул театрĕ» класс тулашĕнчи занятисем илсе пырать. Унта вăл ачасене сцена калаçăвне, ташă хусканăвĕсене вĕрентет, сценкăсем кăтартма хатĕрлет. Нумай пулмасть, Анне кунĕ тĕлне хатĕрленĕ концертра хĕр ачасем чăваш ташшине ташласа кăтартнă.

– Анастасия Владимировна иккĕмĕш çул çеç шкулта ĕçлет пулсан та лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Çулталăк пуçламăшĕнче иртнĕ «Çамрăк педагог-2025» конкурса хутшăнса муниципаллă тапхăрĕнче 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен, яваплă та шанчăклă специалист. Мĕн хушнине, ыйтнине вăхăтра пурнăçлама тăрăшать. Ачасем те ăна юратаççĕ, вăл вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарать, тăхтав вăхăтĕнче те вĕренекенсем ялан ун йĕри-тавра хĕвĕшеççĕ, – хăйĕн ĕçтешĕ çинчен каласа парать Валентина Михайловна.

Çамрăк специалист вĕренсе пĕтерсен тăван яла таврăнса ĕçе вырнаçни питĕ лайăх пулăм. Мĕншĕн тесен 2020 çултан пуçласа 2025 çулччен Пушкăртстанра вĕрентекенсен шучĕ 2,7 пин çынна чакнă. Экспертсем çакна педагогика процесне интерес чакнипе çыхăнтараççĕ.

Пирĕн çамрăк вĕрентекене суйласа илнĕ профессие улăштармасса, педагогика ĕçĕнче ăнăçупа çитĕнÿсем сунас килет.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ.
Янăшма ялĕ.

Пулас профессине пĕчĕкренех суйланă
Пулас профессине пĕчĕкренех суйланă
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас