Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
15 Кӑрлач 2020, 12:47

Кăсăя – хĕл илемĕ

Тăк-тăк-тăк! – тахăшĕ шаккарĕ кантăкран. Пырса пăхсан кăсăяна курах кайрăм.

Пуçне каçăртнă та ман çинелле кантăк леш енчен пăхса тăрать. Эпĕ ун çинелле пăхатăп: халь хĕлле, ун çиесси килет ĕнтĕ. Çимесессĕн вăл вилет. Кайăксем çиес пĕрчĕсене шурă юр утиялĕ тарăннăн витсе хунă.
- Çавăнта, холодильникре, çуллă аш татăкĕ хăварнăччĕ, - терĕ мăшăр, - пар çавна. Вĕсем çуллă аш-какай юратаççĕ.
Аш татăкне пралукпа çыхса пăтаран çакса патăм. Куратăп, кашни кун кăсăясем килсе çав апата çиеççĕ. Питĕ юрататăп эпĕ кăсăясене. Çимелли пулсан вĕсем сивĕрен хăрамаççĕ. Халăхра «Кăсăя – хĕл илемĕ» текен каларăш пур. Вăл чăн та, илемлĕ кайăк. Пулăшар вĕсене сивĕ кунсенче.
Георгий ТИХОНОВ.
Салават хули.
Читайте нас: