Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
19 Нарӑсӑн 2020, 12:58

Кайăксене пулăшни

Февраль уйăхĕнче час-часах тăман алхасать, пÿрт тăррисемпе карта-хуралтăсене юрпа тултарать. Юр сăрчĕсем вара ашса тухмалла мар. Йывăçсем те шурă тăлăп тăхăннипе тураттисене аран çĕклесе лараççĕ. Хĕл каçакан кайăксене çак кунсенче питĕ йывăр, вĕсене шурă шупăр айĕнчен апат тупмашкăн май çук.

Акă пĕчĕк кăсăя вĕçсе килчĕ. Таврана сăнанă хыççăн çăкăр тĕпренчĕкне хыпса вĕçсе кайрĕ. Кăшт вăхăт иртсен тата икĕ-виçĕ кăсăя вĕçсе килчĕç. Пурте хавассăн тырă пĕрчисене‚ çăкăр тĕпренчĕкĕсене сăхма тытăнчĕç. Эпир вĕсене сăнанă май кайăксене пулăшма пултарнăшăн савăнатпăр.
Пирĕн ача садĕнче хĕллехи вăхăтра кайăксене пулăшассипе акци иртет. Кĕçĕн ушкăнри ачасем те çак акцие хастар хутшăнчĕç. Малтан воспитательсем ачасене кайăксен хĕллехи пурнăçĕпе паллаштарчĕç‚ тĕрлĕ калавсем вуларĕç. Унтан пĕчĕк туссене апатланма сырăшсем тума калаçса татăлчĕç. Çак ĕçе ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хăмасенчен‚ картонран‚ тутлă шыв курупкисенчен илемлетсе тунă сырăшсем илсе килчĕç.
Савăнăçлă кăмăлпа илемлĕ сырăшсене йывăçсем çине çакса тухрăмăр. Ачасем кĕçĕн туссем валли тĕрлĕ апат хумашкăн та манмарĕç. Эпир кайăксене кавăн тата хĕвел çаврăнăш тĕшшисемпе‚ çăкăр тĕпренчĕкĕсемпе хăналарăмăр, вĕсем апат çиме вĕçсе килнине сăнаса тăтăмăр. Кайăксем хăйсен чĕлхипе пире тав сăмахĕсем каланăн туйăнчĕ. Ырă ĕç туни ачасен кăмăлне те çĕклерĕ‚ вĕсем пурте хĕпĕртерĕç.
Ирина ТИМОФЕЕВА‚
Алексеевкăри ача сачĕн воспитателĕ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: