Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
18 Августӑн 2021, 11:01

Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ

Хальхи вăхăтра çамрăксем ял пурнăçĕпе интересленсех каймаççĕ тенине час-часах илтме пулать. Эпĕ çак шухăшпа килĕшместĕп. Ун пек çынсем пур. Шăпах çакăн пек çамрăксенчен пĕрисем - Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнче пурăнакан Андрейпа Юлия Соколовсем.

Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ
Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ

Çамрăк мăшăр асăннă ялта çуралса ÿснĕ. Ял пурнăçне юратнăран çавăнтах тымар янă. Соколовсем пысăк хуçалăх тытаççĕ‚ выльăх нумай усраççĕ. Унсăр пуçне вĕсем хурт-хăмăр ĕçĕпе кăсăкланаççĕ. Андрейшăн утар ĕçĕ ÿт-пÿшĕн те, чуншăн та сиплĕх апачĕ пулса тăнă. Юлия вара качча тухсан çеç «ылтăн хуртсемпе» туслашнă.
- Тĕрĕссипе каласан‚ эпĕ пыл хурчĕпе аппаланасси пирки нихăçан та шухăшламан. Качча тухиччен хурт-хăмăр ĕçĕ пирки çынсенчен çеç илтнĕ. Аттепе анне те вĕлле хурчĕсем тытман. Мăшăрăм вара ача чухнех вĕсемпе туслашнă. Пыл сывлăхшăн çав тери усăллă пулнине пурте пĕлеççĕ. Ывăлĕ час-часах чирленĕ пирки хуняçа ачин сывлăхне çирĕплетес тесе хуçалăхра хурт-хăмăр тытма пуçланă. Вĕсене вăл укçа тăвассишĕн мар‚ сиплĕ пылак çимĕçшĕн ĕрчетнĕ‚ - каласа парать Юлия.
Андрей ашшĕ ĕçленине курнă‚ ăна пулăшма тăрăшнă. Ÿснĕçемĕн вăл хурт-хăмăрпа кăсăкланни сисĕннĕ. Çемье çавăрсан Тетĕрпуç каччи хăйĕн ĕмĕт-шухăшне пурнăçа кĕртнĕ. Ашшĕ панă сĕнÿ-канашсене асра тытса хурт-хăмăр ĕрчетме пикеннĕ. Унсăр пуçне интернетра çак пĕчĕк ĕçченсем çинчен материалсем тупса паллашнă. Чун ыйтнă ĕçе йĕркелесе яма çăмăл пулман паллах. Тĕрлĕ йывăрлăхсем сиксе тухнă. Апла пулин те Андрей чун киленĕçне пăрахман. Каярах çемье пуçĕ çак ĕçе мăшăрне те явăçтарнă. Ĕçе пуçарсан вăл хăех малалла туртса пырать тени те тĕрĕс пулĕ. Çамрăк утарçăсем «ылтăн хуртсемпе» тимлесех ĕçлеме пикеннĕ. Мăшăр пĕрремĕш хут хăйсен пылне юхтарнине питĕ лайăх астăвать. Мĕн чухлĕ савăнăç илсе килнĕ çак кун! Чăннипех те тăрăшса ĕçлени хăйĕн çимĕçĕпе савăнтарнă - çамрăксем йыша ÿстерме пултарнă.
Иртнĕ çул хурт-хăмăрçăсемшĕн йывăр пулнине хаçатра пĕрре мар çырса пĕлтернĕччĕ. Хуртсем çемйи-çемйипе вилнĕ тĕслĕхсем нумай пулчĕç.
- Вĕлле хурчĕсем кăçал питĕ начар хĕл каçрĕç. Икĕ вăйлă хурт çемйи çеç тăрса юлчĕ. Анчах çакна пăхмасăр çу кунĕсенче вĕсен пуçне 17 çитертĕмĕр. Чăн малтан «ылтăн хуртсене» çемьешĕн‚ сывлăхшăн тытатпăр. Унăн сиплĕ продукчĕпе ачасен иммунитетне çирĕплететпĕр. Ачасем тесен‚ пирĕн çемьере виçĕ ывăл çитĕнет. Вĕсене эпир пĕчĕкренех пыл хурчĕсемпе паллаштарма‚ хурт-хăмăр ĕçĕпе туслаштарма тăрăшатпăр. Вĕсем çитĕнсен çак ĕçе пуçаруллă хутшăнасса‚ ашшĕн ĕçне малалла аталантарасса шанас килет. Мăшăрăн ĕмĕтĕнче - вĕлле хурчĕсен пуçне 100 çитересси‚ - калаçăва вĕçлерĕ пыл хуртĕнче киленÿ тупнă Юлия.
Ирида НОВИКОВА.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.

Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ
Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ
Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ
Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ
Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ
Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ
Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ
Çамрăк çемьен чун киленĕвĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: