Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан хĕр пĕрчи кăçал пуçласа дыня çитĕнтернĕ. Лиза çитес вĕренÿ çулĕнче виççĕмĕш класа вĕренме каять. Вăл мĕн пĕчĕкрен дыня çиме юратать.
Пĕррехинче çемйипе ашшĕ туяннă дыньăпа сăйланнă чух амăшне: «Мĕн ятлă çимĕç ку?», «Ăçта ÿсет вăл?» «Хамăрăн ÿстерсе пулать-ши?» ыйтусем пама тытăннă. Çавăнтанпа амăшĕ теплицăра дыня хăй ÿстерет. Кăçал хĕр ача хăй те çак ĕçе хутшăннă: вăрлăхне çĕр ăшне чикнĕ, шăварнă, çумне çумланă, вăл шăтса тухассине чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çулла шăрăх та уяр пулни, хĕр ача тăрăшулăхĕ кăлăх иртмен, дыня хăйĕн çимĕçĕсемпе савăнтарма пуçланă. Халĕ Тихоновсем дыньăна хăйсем çеç çимеççĕ, тăванĕсене те сăйлаççĕ.
Çамрăк пахчаçă шкулта та «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Пÿртре тусан сăтăрать, урай, чашăк-тирĕк çăвать, икерчĕ те хăех пĕçерет. Ашшĕ-амăшĕ, аслисем, вĕрентекенсем хушнине ялан пурнăçлать, пур çĕрте те яваплă. Амăшĕ пĕр-пĕр ĕçпе унта-кунта кайнă чухне Дима шăллĕне те ăна шанса хăварма пултарать. Лиза амăшĕпе пĕрле торт пĕçерет, уйрăмах ăна илемлетме кăмăллать. Хутран квиллинг техникипе усă курса хитре япаласем тăвать. Малашлăхра макраме техникине алла илме, çекĕлпе çыхма вĕренме ĕмĕтленет. Зинаида Арсентьевна амăшĕ хĕрне хăш пуçарура та пулăшу пама хатĕр, ку енчен вара Лизăна ăннă темелле.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ.