Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
18 Августӑн 2021, 10:50

Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?

Çын пĕр-пĕр улма-çырлана кăмăллани унăн кăмăл-туйăмне уçса парать тенĕ Америка психологĕ Ивлин Канн. Вăл хăй каланине тĕслĕхсемпе те çирĕплетсе панă.

Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?

Енчен те пан улми юрататăр пулсан‚ эсир тăрăшуллă та кивĕ модăллă çын пулнине пĕлтерет. Ертÿçĕсем те сире кăмăлаççĕ. Пан улми çиме юратакан çынсем кирек мĕнле хушăва та пурнăçа кĕртме хатĕр. Сирĕн лирикăллă тата сентименталлă кăмăл.
Персиксем. Эсир уçă кăмăллă тата психика енчен пуринпе те килĕшсе тăма пултарнине сăнлать. Хăвăра интеллигентлă тытатăр‚ ыттисенчен те çавна кĕтетĕр. Сирте пĕр çитменлĕх - тăтăшах йывăрлăх умĕнче çухалса каятăр.
Çĕр çырли (клубника). Хавас кăмăллă‚ хăнасене тарават кĕтсе илекен çын кирек мĕнле çынпа та пĕр чĕлхе тупма пултарать. Эсир илемлĕхе курма тата туйма пĕлекен‚ таçтан курăнакан ĕлккен (элегантный) çын пулнине палăртса хăвармалла. Никама та пăхăнмастăр‚ кăмăлăр вара чăркăш мар. Анчах сирте кĕвĕçÿ туйăмĕ палăрать.
Арбуз. Хирĕçÿсенчен пăрăнма тăрăшатăр‚ мĕнле кăткăс килсен те нихăçан та ÿпкелешместĕр‚ ялан пурнăçа лайăхлатма тăрăшатăр. Килте йăваш‚ харкашусене юратмастăр. Сирте ытларах чухне принциплăх тени çитмест.
Виноград. Вăрттăнлăхсене йышăнма тата упрама пĕлетĕр. Анчах сирти уçăмсăрлăх хăш чухне йĕркелĕх чиккинчен иртет. Çавăнпа çывăх çынсем шанмасса та пултараççĕ.
Слива. Эсир хăвăра критикленине юратмастăр. Çынсемпе çăмăл туслашатăр.
Груша кăмăллакансен тусĕ пулма питĕ аван. Вĕсем - лăпкă та ырă кăмăллă çынсем. Унсăр пуçне шÿт-кулăша ăнланаççĕ.
Апельсин çиме юратакансем хăйсене аристократ тесе шутлаççĕ. Тĕпрен илсен‚ эсир хăвăра кам пек туйни тата чăн пурнăçра кам пулни тÿр килмест.
Паллах‚ çынсем чылай улма-çырлана кăмăллаççĕ. Анчах чылайăшĕн «чи-чи» пур. Енчен те эсир пĕр харăс темиçе çимĕçе юрататăр пулсан‚ кашнийĕ сирĕн кăмăлăра уçса парать. Унсăр пуçне çакăн пек çынсем хирĕçÿллĕ‚ вылянчăк тата кутăн пулнине пĕлтерет.
Ирида МАТНИЯЗОВА.

Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Мĕнле çимĕç çиме юрататăр?
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: