Ытларах чăхсем малтанхи 2-3 çулĕсенче нумай çăмарта тăваççĕ. Ун хыççăн хисеп чакать.
Çăмарта тăвакан чăх ăрачĕсене çак уйрăмлăхсем пĕрлештереççĕ:
1. Çăмарта нумай тăвакан чăхсем пысăк мар ÿт-пĕвĕпе уйрăлса тăраççĕ. Вăтамран çакăн пек чăх икĕ килограмм таять.
2. Час çитĕнеççĕ. Нумай продукци паракан ăратлă чăхсем 4 - 4‚5 уйăхран çăмарта тума тытăнаççĕ.
3. Çăмăл кĕлеткеллĕ. Çăмăл шăм-шак‚ тăрăхла кĕлетке‚ пĕчĕк пуç тата вăрăм урасем аш-какай параканнисенчен уйрăлса тăраççĕ.
4. Киккирикĕпе алки лайăх аталаннă. Нумай çăмарта тăвакан чăхсен киккирикĕ пысăк‚ ялан хĕрлĕ тĕслĕ. Унăн карчĕсем те чылай. Киккирик тĕсĕ кайăк-кĕшĕкĕн сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине пĕлтерет.
5. Йăрă та шухă. Япаласен ылмашăнăвĕ йĕркеллĕ пулни çăмарта тăвакан чăхсене активлă пулма хистет. Вĕсем вăхăтăн ытларах пайне апат шыраса ирттереççĕ.
6. Сайра-хурта чĕпĕ ларса кăлараççĕ. Нумай продукци паракан ăратлă чăхсене килти условисенче инкубаторсăр ĕрчетме йывăр. Чăх гибричĕсем (кросс) хăйсем тĕллĕн ĕрчеймеççĕ.
7. Кирек мĕнле условисенче те пурăнаймаççĕ. Нумай çăмарта тăвакан чăхсене çутăпа тивĕçтермелле. Унсăр пуçне тивĕçлĕ температура режимĕ пулмалла. Чăх-чĕпсене тăтăшах минерал тата витамин тытăмлă апат памалла.
Çакăн йышши чăхсен ăрачĕсене тĕнчипе ĕрчетеççĕ. Леггорн‚ Хайсек‚ Андалузская голубая‚ Ломан Браун‚ Гамбургская‚ Русская белая‚ Минорка‚ Тетра‚ Нью-Гемпшир нумай çăмарта тунипе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсенчен хăшне туянасси шăпах сиртен килет. Мĕншĕн тесен пĕрисене чăх илемлĕхĕ илĕртет‚ теприсене вара çăмарта виçипе тĕсĕ интереслентерет.
Ирида НОВИКОВА.