Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
18 Августӑн 2021, 10:45

Пĕлмен кăмпана вăрмантах хăвар

Çулсерен Пушкăртстанра вуншар çемье кăмпа çисе наркăмăшланать. Шел, хăш-пĕр чухне медицина та вăйсăр. Иртнĕ эрнере пĕр районти çемьере çичĕ çулхи арçын ача картишĕнче икĕ кăмпа тупса çинĕ. Вĕсем наркăмăшлă пулнă. Арçын ачана Ĕпхÿ хулине, унтан самолетпа Мускава илсе кайнă, анчах интоксикаци питĕ вăйлă пулнипе пулăшма май килмен.

Пĕлмен кăмпана вăрмантах хăвар
Пĕлмен кăмпана вăрмантах хăвар

Кăмпа вăхăчĕ пуçланать çеç. Реанимацие лекес мар тесен лăпкă сунара юратакансен мĕн пĕлмелле?
Нумайăшĕ алкоголь наркăмăша сиенсĕрлетет, спирт кирлĕ чухлĕ виçепе ĕçсен пур чиртен те - суранланнинчен кăшăлвирус таран - сиплет теççĕ. Шел пулин те, сиплемест, наркăмăшланнине вăйлатать çеç. Кун пек чух алкоголь пĕвере çеç мар, вар-хырăмлăхпа пыршăлăха та сиен кÿрет.
Наркăмăшлă кăмпа пиçнĕ чух ăшне сухан е ыхра ярсан хуралать текенсем те пур. Сухан е ыхра чăнах та хуралма пултарать. Анчах çакă кăмпа çиме юрăхлипе е юрăхсăррипе мар, унра пăхăр тытăмлă хутăш пуррипе çыхăннă. Вăл наркăмăшлă шăна кăмписенче те, çиме юрăхлă шампиньонсенче те пур.
Хăшĕсем паянхи кунччен те кĕмĕл кашăк наркăмăшлă кăмпасемпе хутшăнсан хуралать теççĕ. Ку та тĕрĕс мар, кĕмĕл вăхăт иртнĕçемĕн ахаль тăвартан та хуралать.
Нумай чухне кăмпари наркăмăша вĕретсен те пĕтерме çук. Тĕслĕхрен, шупка тислĕк кăмпине темиçе сехет пĕçерсе шывне улăштарсан та наркăмăшĕ çухалмасть.
Ача-пăча организмĕ белока ĕçлеттермелли ферментсем кăлармасть. Çавăнпа та вĕсем апата юрăхлă кăмпасем çинĕ хыççăн та хăйсене начар туйма пултараççĕ. Наркăмăшланни тата та йывăртарах иртме пултарать. Токсикологсем каланă тăрăх, ватă çынсен, йывăр тата ачине кăкăр çитерекен хĕрарăмсен кăмпана виçеллĕ çеç е пачах та çимелле мар.
Ватă, ытлашши ÿссе кайнă тата хупă полиэтилен пакетра выртнă кăмпасем чи хăрушшисем. Ун пек кăмпасенче пăсăлнă какайри тата пулăри пек токсинсем аталанаççĕ.
Ватă, наркăмăшлă кăмпасем вăхăт иртнĕçемĕн пылак тата тутлă шăршă кăларма тытăнаççĕ, çамрăк шупка тислĕк кăмпин шăрши шампиньонăнни пекех.
Наркăмашланнине епле пĕлмеле?
Кăмпапа наркăмашланнин малтанхи паллисем - кăмăл пăтранни, вар-хырăм ыратни, температура хăпарни, варвитти, чĕре хăвăрттăн тапни, куç шăрçисем пысăкланни - 12-14 сехетрен палăрма тытăнаççĕ. Çак паллăсенчен хăшĕ те пулсан пур-тăк, пĕр тăхтаса тăмасăр васкавлă пулăшу чĕнтерĕр. Тухтăр килсе çитиччен аптăраса ÿкнĕ çынна пилĕк-ултă стакан кăшт тăварланă шыв парăр, пÿрнĕрсемпе чĕлхи кăкĕ çине пусăр. Çак процедурăна апат юлашкисем тухса пĕтиччен пурнăçлăр. Çакă юна тата та ытларах наркăмăшлă япаласем лекесрен сыхлать.Вăрмана пуçтарăнсан хăвăрпа пĕрле çĕçĕ, хырăм выççине лăплантарма апат, шăрпăк, шăхлич, интернетпа çыхăнтарнă зарядкăллă телефон чикĕр. Хăвăр пĕлекен кăмпасене çеç пуçтарăр. Иккĕленетĕр пулсан, алла ан илĕр. Завод е çул çывăхĕнчи кăмпасене ан татăр. Пысăк çултан пилĕк çухрăм шалалла кĕрсен тин кăмпа пухма юрать. Кăмпасем губка пекех йывăр металсемпе наркăмăшлă япаласене хăй çумне туртаççĕ. Унсăр пуçне палламан сутуçăсенчен кăмпа ан туянăр. Кăмпасене полиэтилен хутаçсем çине ан пухăр. Сывлăш кĕрекен савăт илĕр. Кăмпине шлепкипе аялалла хурăр.
Надежда РОДИОНОВА.

Пĕлмен кăмпана вăрмантах хăвар
Пĕлмен кăмпана вăрмантах хăвар
Пĕлмен кăмпана вăрмантах хăвар
Пĕлмен кăмпана вăрмантах хăвар
Пĕлмен кăмпана вăрмантах хăвар
Пĕлмен кăмпана вăрмантах хăвар
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: