Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
18 Августӑн 2021, 11:05

«Помидор тăрринчен çĕрме пуçларĕ. Мĕн тумалла?»

«Кăçал помидорсем йышлă пулĕç тесе савăннăччĕ. Анчах та хĕрелнисене татнă чух вĕсен тăррисем хăмăрланнине куртăм. Сăнаса пăхсан симĕс помидорсем те тăррисенчен çĕрме пуçланине асăрхарăм. Кăмăл хуçăлчĕ, мĕнле-ха апла? Февраль-март уйăхĕсенчен пуçласа вĕсене тăрăшса ÿстеретĕп. Халĕ çимĕçсĕр тăрса юлăп-ши вара? Тухăçа сыхласа хăварса пулать-ши? Мĕнле майпа?»Вера ПАВЛОВА. Мияки районĕ.

«Помидор тăрринчен çĕрме пуçларĕ. Мĕн тумалла?»
«Помидор тăрринчен çĕрме пуçларĕ. Мĕн тумалла?»

Тăрринчен çĕрме пуçлани (вершинная гниль) уçă вырăнта тата теплицăра ÿсекен помидорсене те сиен кÿрет. Çĕрме пуçланă пăнчă хăвăрт пысăкланать тата хуралать. Вăл пĕтĕм çимĕçе çавăрса илет. Ун пек çимĕçсене пухса кăларса пăрахасси çеç юлать. Çакăн пек чирпе пăрăç, баклажан, хăяр, кавăн, дыня, кабачки те чирлеме пултараççĕ. Анчах та çимĕçе тĕпĕ-йĕрĕпе тăпăлтарса пăрахма кирлĕ мар. Вĕсене сиплесен малалла йĕркеллĕ çимĕçсем илме пулĕ.
Помидор тăррисен хăмăрланнин тĕп сăлтавĕ ÿсен-тăранта кальций çитменнинче. Асăннă микроэлемент тăпрара çителĕклĕ пулсан та тĕрлĕ сăлтава пула кирлĕ çĕре çитмессе пултарать. Сăмахран, вăрах вăхăт типĕ тăнă хыççăн шÿтермелле шăварсан ÿсен-тăран кальцие начар çăтать. Шăрăх çанталăк çумăрлипе улшăнсан, азотлă удобренисемпе ытлашши им-çамласан, тăпра ытлашши е çителĕксĕр йÿçеклĕ пулсан, помидорта фосфор, марганец тата бор çитмесен тата ыт. те.
Помидор тĕмне чиртен хăтарас тесе кальци тытăмлă хутăшсемпе апатлантармалла. Пахчаçăсен лавккинче кальци селитрине (кальциевая селитра) туянмалла, 10 литр шыв çине 10-15 г ярса шĕветмелле. Шĕвекпе помидор çулçисемпе çимĕçĕсене сапма тата тымар айне (пĕр тĕпе 2 л) шăварма юрать. Кальцие шăранма бор кислоти лайăх пулăшать. Çавăнпа селитрăпа сапиччен бор кислотипе им-çамласан аван пулĕ.
Аптекăра туяннă хлорид кальцийĕ те чире çĕнтерме пулăшĕ. Хлорид кальцин пĕр ампулине (10 мл) 6 литр шывра шĕветмелле эрнере икĕ хутчен асăннă шĕвекпе чир пĕтиччен çулçисемпе çимĕçĕсем çине сапмалла.
Промышленноçра туса кăларакан «Броксил Са» препаратпа усă курма пулать. Асăннă хутăшăн 25 грамне 10 литр шывра шĕветмелле, помидор тунисене, çулçисене, çимĕçĕсене сапмалла.
Халăхра сарăлнă мелсемпе те усă курма пулать. 1 витре вĕресе тăракан шыв çине 100 г йывăç кĕлĕ ямалла та темиçе сехет лартмалла. Сивĕннĕ шĕвекпе чирлĕ помидор тĕмĕсене сапмалла.
Йывăç кĕлĕпе тепĕр тĕрлĕ те усă курса пулать. Кĕле кашни тĕм айне виçĕ ывăç сапмалла та лайăх шăвармалла.
Помидор çĕрнинчен юман хуппин шывĕ те пулăшĕ. Мĕншĕн тесен вăл кальци, тимĕр тата ытти микроэлементсемпе пуян. 5 г юман хуппине сивĕ шыва ярса 15 минут вĕретмелле. Сивĕтмелле, сĕрмелле, 10 литр пуличчен шывпа шĕветмелле те помидорсене сапмалла.
Ăста пахчаçăсем ку чух кальциллĕ содăпа (кальцинированная сода) та усă кураççĕ. Икĕ апат кашăкĕ содăна 10 литр шыв çине ярса ÿсен-тăран çине сапаççĕ тата шăвараççĕ.
Çитес çул çак чирпе тĕл пулас темесен помидор лартма палăртнă вырăна çуркунне е кĕркунне мел, шур тăм, долмит çăнăхĕпе сапса чавса тухмалла. Помидор калчине уçă вырăна е теплицăна куçарса лартнă чух кĕреçепе чавнă шăтăка çур стакан кĕл тата вĕтетнĕ çăмарта хуппи хумалла.
Инга ВАСИЛЬЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: