Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата çутçанталăк
22 Мартӑн 2022, 12:24

Алла илентернĕ чĕрчунсемшĕн эпир яваплă

Пишпÿлек район пуçлăхĕ Артур Зарипов «Вконтакте» социаллă сетьри страницинче килсĕр-çуртсăр йытăсем хир качакисем çине тапăннă тĕслĕхсем нумайланнине пĕлтернĕ.

Алла илентернĕ чĕрчунсемшĕн эпир яваплă
Алла илентернĕ чĕрчунсемшĕн эпир яваплă

«Вĕсем ытларах вăрманта, пысăках мар кĕтÿпе пурăнаççĕ. Çут çанталăкра çÿресе, тен, кашкăрсемпе те хутăшса кайнă пулĕ. Юлашки вăхăтра йытăсене «Бижбулякский» заказникăн вăрман чăтлăхĕсенче асăрханă. Тискер йытăсем тахçанах çут çанталăк саккунĕсемпе пурăнма вĕреннĕ. Вĕсем питĕ чее те усал. Çынсенчен хăрамаççĕ. Пирĕн тăрăхра юр нумай выртнипе усă курса хир качакисем çине тапăнаççĕ. Мĕскĕн чĕр чунсем юр ăшне путаççĕ. Йытăсене вара лайăх, хытнă юр çийĕ чăтать. Çапла вĕсем пĕр чăрмавсăр хир качакине хăваласа çитеççĕ те тытса çураççĕ», – çырнă Пишпÿлек район пуçлăхĕ.
Администрацине Касимовка тата Хушăлка ялĕсем çывăхĕнче чĕр чунсем çине йытăсем тапăнни çинчен хыпар çитнĕ. Ял çынни качакана пулăшас тесе ветеринар патне илсе кайнă, анчах вăл тепĕр кунне пурпĕрех вилнĕ.
«Проблема мĕнре? Заказник территорийĕнче сунара çÿреме чарнă. Пăшалпа çÿреме те ирĕк памаççĕ. Йытăсене, вĕсем килсĕр-çуртсăр пулсан та, вĕлерме юрамасть. Саккун тăрăх, вĕсене тытмалла, стерилизацилемелле, унтан ăçтан тытнă, çавăнта кайса ямалла. Анчах та тискерсене ниепле те тытса пулмасть. Вĕсем питĕ ăслă. Çынсем пуррине çухрăмранах туяççĕ. Мĕн тумалла-ха кун пек лару-тăрура? Йытăсене хирĕç сунар пуçлама та юрамасть. Çуркунне, юр ирĕлсен, хир качакисене (косуля) те, пĕчĕк тискер чĕр чунсене те тытаймĕç паллах. Ун чухне вăрман çывăхĕнче çÿрекен килти выльăх-чĕрлĕхе тапăнма пуçлĕç. Вăрмана çынсем е ачасем, ку тата та хăрушăрах, каяс пулсан? Ун чухне айăплине тÿрех шыраса тупĕç. Анчах кая юлма пултарать», - палăртнă Артур Зарипов.
Малалла Артур Мухлисович Сунарçăсен ассоциацийĕн пайташĕсене, ШĔМ ĕçченĕсене, ял хутлăх администрацисен пуçлăхĕсене пуçтарса васкавлă лару ирттернине, ПР Экологи министерствине тискер йытăсене тытма, заказникре вĕсен шутне йĕркелеме ирĕк ыйтса çыру янине пĕлтернĕ.
«Килсĕр-çуртсăр йытăсене асăрхаса тăрассине çирĕплетрĕмĕр. Ăнланатăп, çакăншăн ман çине куç айккипе пăхакансем нумайланĕç. Анчах та ку проблемăна татса памалла. Пишпÿлек тăрăхĕнче пурăнакансене чĕнсе калатăп: çак йытăсем лайăх пурнăçран вăрмана тухса кайса тискер чĕрчуна çаврăнман. Хăшĕ-тĕр вĕсенчен хăтăлас тесе вăрмана е фермăна кайса янă. Йытă усрас тетĕр пулсан вĕсене кирлĕ пек условисем туса парăр, вольертан ан кăларăр е кăкарăр. Алла илентернĕ чĕрчунсемшĕн эпир хамăрах яваплă», – пĕтĕмлетнĕ район ертÿçи.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: