Мĕн ку? Ку вырăнта ĕмĕрĕ тăршшĕпех выльăх çÿренĕ, кĕтÿ кĕтнĕ, халиччен те ун евĕр шăтăк пуррине никам та асăрхаман. Çеремлĕ тăпра çĕр çăтнă евĕр анса кайса путăк тăрса юлнă. Çак хыпара илтсен ял çыннисем выльăх е ача-пăча анса каясран асăрханса шăтăк йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Унта хам та кайса куртăм.
Çут çанталăкра ун евĕр шăтăксем ту породисене (ытларах чухне гипс, мел, доломит, акшар чулĕ (известняк) шыв ирĕлтернипе пулаççĕ. Пирĕн республика гипс тата акшар чулĕ çинче ларать. Шыв çĕр çурăкĕсене юхса кĕнипе вĕсем майĕпен ирĕлеççĕ, вăхăт иртнĕçемĕн пушă вырăн анса ларать. Наука чĕлхипе вĕсене карст пулăмĕсем теççĕ. Çут çанталăк пурлăхне кăларнă, чавнă май çак пулăма тата та хăвăртлатма пулать.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.