Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Астăвăм
29 Июлӗн 2022, 10:10

Мелеспуçĕнчи юбилей умĕнхи асăну каçĕ

Ĕнер, июль уйăхĕн 28-мĕшĕнче, чăвашсен паллă çыравçи, драматургĕ, композиторĕ тата фольклорисчĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Филипп Николаевич Вуколов-Эрлик вилнĕренпе 43 çул çитрĕ. Çак ятпа писателĕн тăван ялĕнче, Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче, обществăлла музейра асăну каçĕ иртрĕ. Ăна иртнĕ пурнăçа упракан çурт ертÿçи Марина Николаева йĕркелерĕ.

Мелеспуçĕнчи юбилей умĕнхи асăну каçĕ
Мелеспуçĕнчи юбилей умĕнхи асăну каçĕ

Тĕлпулу ытларах аса илÿсемпе пуян пулчĕ. Сăмахран. Филип Николаевичăн тăваттăмĕш сыпăкĕнчи тăванĕ Тамара Васильевна Никифорова çыравçăн Серафимовка поселокĕнче пурăннă тапхăрне аса илчĕ.

- Эпĕ Туймазăра педагогика училищинче вĕреннĕ чухне вĕсен патĕнче тăтăшах пулнă. Темшĕн мана Филипп Николаевич çăра тĕтĕм кăларса табак туртни асра юлнă. Унсăр пуçне Владимир Высоцкий юрлакан «Кони привередливые» юрра проигравательпе юрлаттарни халĕ те хăлхара янрать,- терĕ хĕрарăм аса илÿ авăрне путнă май.

Кăçал октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче сăмах тата юрă-кĕвĕ ăсти çуралнăранпа 120 çул çитет. Çак юбилейлă куна мелеспуçсем тивĕçлĕ шайра ирттерме палăртаççĕ. Шăпах унпа çыхăннă ĕçсем тата малашлăх планĕсем çинче Марина Николаева чăваш хастарĕ, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов чарăнса тăчĕç.

- Юбилей мероприятине «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕсем те хастар хутшăнасса, пире йĕркелÿçĕсене пулăшу парасса шанатпăр. Пысăк ĕçе йышпа, канашласа тусан «хĕрĕвĕ» ытларах пулĕ. Мĕншĕн тесен çыравçă нушине çыравçă çеç тарăн та витĕмлĕ ăнланма пултарать, - терĕ Марина Алексеевна калем ăстисене уявран пăрăнса юлмалла маррине систерсе.

Асăну каçне ял çыннисемпе пĕрле Лидия Шурçăл çыравçă, Пелепей хулинчи механизаципе электрификации колледжĕн преподователĕ Наталья Семенова Андрей ывалĕпе тата Алина хĕрĕпе хутшăнчĕç. Унсăр пуçне Новосибирск хулинчен Филипп Николаевичпа пĕртăванĕн хĕрĕ 85 çулпа пыракан Мария Васильевна Шмакова килсе çитнĕ. Вĕсене те сăмах пачĕç, тĕлпулăва килме май тупнăшăн тав турĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Мелеспуçĕнчи юбилей умĕнхи асăну каçĕ
Мелеспуçĕнчи юбилей умĕнхи асăну каçĕ
Мелеспуçĕнчи юбилей умĕнхи асăну каçĕ
Мелеспуçĕнчи юбилей умĕнхи асăну каçĕ
Мелеспуçĕнчи юбилей умĕнхи асăну каçĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: