-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Истори пĕлтерĕшлĕ марафона Пушкăртстанпа Чăваш Енĕн культура министрĕсем Амина Шафиковапа Светлана Каликова хутшăннă, пухăннă халăх умĕнче сăмах тухса каланă. Çавăн пекех Чăваш юрăпа ташă патшалăх ансамблĕн артисчĕсем (Шупашкар хули) сцена çинче Сăр юхан шывĕ хĕрринче окопсем чавакан хĕрарăмсен йывăр пурнăçне сăнласа паракан тапхăра чĕрене пырса тивмелле кăтартса панă.
Марафона Пушкăртстанри чăваш общественноçĕ те хастар хутшăннă. Тĕп хулари чăваш хастарĕсемсĕр пуçне Çтерлĕ хулипе Пелепей, Кармаскалă, Авăркас районĕсен çыннисем те килсе çитнĕ.