Вăл блокадницăсенчен пĕрин патĕнче, Рамзия Валишина килĕнче, пулнă. Мавлиев каланă тăрăх, хĕрарăм çав вăхăтри йывăр та тертлĕ кунсене куççуль витĕр аса илнĕ – выçлăх кунĕсем, самолетсем çинчен бомбăсем пăрахни, çывăх çынсене çухатасран хăраса пурăнни паянхи кун та куç умĕнче имĕш.
«Вĕсен çемйине Ĕпхĕве 1942 çулта эвакуаципе илсе килнĕ. Рамзия Каримовна хăйĕн пурнăçне производствăра ирттернĕ. Малтан Черниковкăри çар заводĕнче вăй хунă, каярах 20 çул ытла Ĕпхÿри çуртсем тăвакан фанер комбинатĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ», - паллаштарать вулакансене тĕп хула пуçлăхĕ.
Аса илтеретпĕр, паян январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Ленинграда пĕтĕмĕшле фашистсен блокадинчен ирĕке кăларнă кун шутланать. Çак ятпа Пушкăртстанри хуласемпе саласенче тĕрлĕ астăвăм мероприятийĕсем иртеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.