Çак ятпа Шупашкарта, вăл вĕреннĕ тăван шкулта (Елчĕк районĕнчи Лаш-Таяпа ялĕнче), Чĕмпĕрте асăну мероприятийĕсем иртрĕç. Пушкăртстан делегацийĕ (вăл шута Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономин ертÿçи Владимир Матвеев тата çак йĕркесен авторĕ кĕнĕ) Олег Николаевич çуралнă ялта, Çĕнĕ Эйпеçре, тăван килĕнче пулчĕç, унăн вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç.
Лаш-Таяпа ялĕнчи хурлăхлă митинга хутшăннă май «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов Пушкăртстан чăвашĕсен ятĕнчен сăмах каларĕ. Çавăн пекех делегаци Олег Мустаева асăнса Силуан атте ирттернĕ чиркÿре кĕлĕ вуланă çĕре хутшăнчĕ, ялти музейра пулса курчĕ.
Митинг шкул (кунта О.Мустаев 1976- 1983 çулсенче пĕлÿ илнĕ) стени çинче вырнаçтарнă асăну хăмине уçнипе вĕçленчĕ. Çак церомоние халăх йышлă хутшăнчĕ, ялти ватти-вĕттинчен пуçласа Ульяновскпа Шупашкар, Мускав хулисенчен, Тутарстанпа Пушкăртстаран килнĕ сумлă хăнасем таран. Пухăннисен умĕнче чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай, Елчĕк район администраци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Николаев, Ульяновск облаçĕн губернаторĕн администраци çумĕнчи шалти ĕçсен департаменчĕн ертÿçи Сергей Паховский, Ульяновск облаçĕн губернаторĕн наци тата тĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашçи Ислам Гусейнов, Ульяновск облаçĕнчи чăваш наципе культура автономин председателĕ Владимир Бабайкин, Тутарстанри ЧНКА пуçлăхĕн çумĕ Константин Малышев, Шупашкарти Александр Капитонов паллă предприниматель, Чăваш Ен телерадиокомпанин журналисчĕ Марина Карягина сăвăç, Олег Мустаевăн хĕрĕпе пиччĕшĕ Надежда Тумановапа Владимир Мустаев сăмах каларĕç.
Каярах хăнасем Лаш-Таяпа шкулĕпе паллашрĕç, фоере Олег Николаевич Мустаева халалласа ÿкернĕ видеосюжетсен пуххине пăхса асаилÿ авăрне путрĕç, унăн ырă та пархатарлă ĕçĕсене тепĕр хут куç умне кăларса тăратрĕç.
Юрий СНЕГОПАД.